Турӑ юратнине пӗлни пурнӑҫа улӑштарма пултарать
Турӑ пирӗн организма хӑйне хӑех сипленмелле тунӑ. Эпир ӳте касса ятӑмӑр е чиксе шӑтартӑмӑр пулсан, е эпир пырса ҫапӑнтӑмӑр пулсан пирӗн ӑшра, пӗр медицина статйинче каланӑ тӑрӑх, «сурансене — пысӑккисене те, пӗчӗккисене те — тӳрлетекен механизм ӗҫлеме тытӑнать» (Johns Hopkins Medicine). Пирӗн кӗлетке тӳрех юна юхма чарас тесе, суран туртӑнса ӳт илме пуҫлатӑр тесе ӗҫлеме пуҫлать.
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: пире пултарнӑ Турӑ пирӗн организма хӑйне хӑех сипленмелле тунӑ пулсан, ҫакӑ вӑл пире чунри сурансене те сиплеме пулӑшасси пирки каламасть-и? Псалом ҫыракан акӑ мӗн каланӑ: «Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет» (Псалом 146:3). Унчченхи е хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ ӗҫсемшӗн эсир хуйхӑратӑр пулсан, Иегова Турӑ сирӗн чун суранӗсене сиплесе сире сыватасси пирки ан иккӗленӗр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
ТУРРӐН ЮРАТӐВӖ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?
Турӑ: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп»,— тесе сӑмах парать (Исаия 41:10). Иегова сана юратнине асра тытатӑн пулсан, ӑшра канӑҫлӑх туятӑн, вара йывӑрлӑхсемпе кӗрешме вӑй тупӑнать. Исаия акӑ мӗн каланӑ: «Вӑл [Турӑ] ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет, халсӑрланнине ҫирӗплӗх парать» (Исаия 40:28, 29). Павел апостол ҫак шалти туйӑм пирки Турӑ паракан «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» тенӗ (Филиппӑ 4:4—7, 9).
Библи пире хамӑрӑн ӗненӗве аталантарма, Иегова пуласлӑхра мӗн тума сӑмах панине ҫирӗп шанма пулӑшать. Сӑмахран, Ӳлӗмхине 21:4, 5 сӑвӑ йӗркисенче вӑл мӗн тӑвасси пирки тата вӑл ҫавна тӑвасса эпир мӗншӗн шанма пултарни пирки каланӑ.
Иегова пирӗн «кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ». Вӑл пире пур хӗн-асапран тата пӑшӑрханусенчен, ыттисене вӗсем пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнаҫҫӗ пулсан та, хӑтарӗ.
«Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ», Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса пирӗншӗн тӑрӑшӗ тата пире мӗн сиен кӳме пултарать, ҫавӑнтан хӳтӗлӗ.
Мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ «чӑн, тӗрӗс» тесе шантарса калать Иегова. Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ тата Турӑ яланах хӑйӗн сӑмахне тытни ҫак сӑмахсене ҫирӗп ӗненме пулӑшать.
«Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ. Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ» (Ӳлӗмхине 21:4, 5).
Таврари ҫутҫанталӑк тата Библи пире пирӗн ҫӳлти Аттен паха енӗсемпе уйрӑмлӑхӗсене пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк пире Туррӑн тусӗ пулма хавхалантарать, Библи вара пире тӳррӗн чӗнсе калать: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8). Апостолсен ӗҫӗсем 17:27-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех».
Мӗн чухлӗ ытларах эсир Иегова ҫинчен пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах вӑл сирӗншӗн тӑрӑшнине курма пуҫлатӑр (1 Петр 5:7). Иегова сирӗншӗн тӑрӑшнине ӗненни сирӗн пурнӑҫа мӗнле улӑштарма пултарать?
Японире пурӑнакан Торупа акӑ мӗн пулса иртнӗ. Унӑн амӑшӗ христианка пулнӑ пулсан та, вӑл Япони мафийӗпе, якудзӑсемпе ҫыхланса кайнӑ. Вӑл каласа парать: «Турӑ мана кураймасть тесе тата хам пӗлнӗ ҫынсем, уйрӑмах ҫывӑх ҫынсем, вилнине курсан Турӑ мана хам тунӑ ҫылӑхсемшӗн наказани парать тесе шутлаттӑмччӗ эпӗ». Хаяр ҫынсемпе хутшӑннине пула эпӗ хытӑ чӗреллӗ ҫын пулса тӑтӑм тесе каласа парать Тору. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки аса илсе вӑл калать: «Манӑн ҫамрӑклах вилес килетчӗ, анчах малтан хамран паллӑрах ҫынна вӗлерсе хамӑн ята тата паллӑрах тӑвасшӑнччӗ эпӗ».
Анчах Тору хӑйӗн арӑмӗпе, Ханнӑпа, Библи вӗренме пуҫласан вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарнӑ, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ те улшӑннӑ. «Упӑшка мӗнле улшӑнса пынине эпӗ курсах тӑтӑм»,— каласа парать Ханна. Халӗ Тору пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калать: «Турӑ чӑнах та пур, вӑл пирӗншӗн кашнишӗн тӑрӑшать. Вӑл ҫынсем ан пӗтччӗр тет. Хӑйсем тунӑ йӑнӑшӗсемшӗн ӳкӗнекенсене вӑл каҫарать. Мӗн ҫинчен ытти ҫынсене каласа пама пултараймастпӑр тата мӗне ыттисем ӑнланма пултараймаҫҫӗ, ҫавна ӑна каласа пама пулать. Кӗҫех Иегова пур йывӑрлӑха, хӗн-асапа тата инкеке пӗтерӗ. Халӗ те вӑл пач кӗтмен майпа пире пулӑшма пултарать. Турӑ пире уйрӑмах эпир хуйхӑрнӑ чухне юратнине кӑтартать тата пулӑшать» (Псалом 135:23).
Тору тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартса парать: Турӑ кӗҫех пирӗн пур йывӑрлӑха пӗтерессине тата пирӗн куҫсенчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтессине пӗлни пире шанчӑк парать кӑна мар, халех телейлӗ пурӑнма пулӑшать. Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫак тӗнчере хӗн-асап питӗ нумай пулсан та, Турӑ пире юратнине пӗлни пирӗн пурнӑҫа лайӑх енне улӑштарма пултарать.