Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp19 2№ 8—9 с.
  • Мӑшӑр улталарӗ пулсан

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӑшӑр улталарӗ пулсан
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЙӐПАТМА ПУЛТАРАКАН БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ
  • Йывӑр вӑхӑтра йӑпатупа лӑплану
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
  • 3. Йывӑр вӑхӑтра вӑй тупма пулӑшать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
wp19 2№ 8—9 с.
Хӗрарӑм кӗлтӑвать

Мӑшӑр улталарӗ пулсан

«Упӑшка ҫамрӑкрах хӗрарӑма тупрӑм тесе каласан ман пурӑнас килми пулчӗ. Эпӗ ӑна лайӑх пултӑр тесе хама пӗртте шеллеместӗмччӗ, вӑл вара манпа ҫапла сутӑнчӑкла хӑтланчӗ» (Мария, Испани).

«Арӑм кӗтмен ҫӗртен урӑххи патне тухса кайсан чун пушанса юлчӗ пек туйӑнчӗ. Эпир мӗн ӗмӗтленни, мӗне шанни, пирӗн тӗллевсем — веҫех пӑрахӑҫа тухрӗ. Хӑш-пӗр чухне лӑплантӑм пек туйӑнатчӗ, анчах та кайран каллех чӗрене хуйхӑ пусса илетчӗ» (Билл, Испани).

МӐШӐР улталани ураран ӳкерет. Хӑш-пӗрисем мӑшӑра каҫарма шутлаҫҫӗ тата хутшӑнусене лайӑхлатма вӑй хураҫҫӗa. Мӑшӑрсем ҫемьене упраса хӑвараҫҫӗ-и е ҫук-и, ҫав-ҫавах мӑшӑр улталани нумай асап кӳрет. Чун ыратӑвне пусарма мӗн пулӑшма пултарать?

ЙӐПАТМА ПУЛТАРАКАН БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ

Мӑшӑр улталани питӗ нумай хуйхӑ кӳрет, анчах та Библи йӑпатма пултарать. Ӑна вуланӑ май ҫынсем Турӑ вӗсен куҫҫульне тата чун ыратӑвне курнине ӑнланса илеҫҫӗ (Малахия 2:13—16).

«Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Псалом 93:19).

«Ҫак сӑмахсене вуланӑ чухне эпӗ Иеговаb юратакан атте пекех хама лӑплантарнине куҫ умне кӑларса тӑрататтӑм»,— тет Билл.

«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, шанчӑклӑ Туррӑм» (Псалом 30:6).

Карменӑн упӑшки ӑна темиҫе уйӑх хушши улталаса пурӑннӑ. Кармен ҫапла калать: «Манӑн упӑшка мана шанчӑклӑ пулман. Иегова пирки вара вӑл мана нихӑҫан та сутмӗ тесе ҫирӗппӗн калама пултаратӑп. Вӑл мана нихӑҫан та пӑрахмӗ».

«Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра... каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7).

«Эпӗ ҫак сӑмахсене нумай хут вуласа тухрӑм,— тет Саша.— Турра мӗн чухлӗ ытларах кӗлтӑваттӑм, ҫавӑн чухлӗ хама лӑпкӑрах туяттӑм».

Ҫак ҫынсен пурин те парӑнас шухӑш пулнӑ. Анчах та вӗсем Иегова Турра шаннӑ. Унӑн Сӑмахӗ, Библи, вӗсене малалла пурӑнма пулӑшнӑ. Билл хӑйӗн туйӑмӗсем пирки ҫапла калать: «Пурнӑҫ пӗтнӗ пек туйӑннӑ чух ӗненӳ манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗ турӗ. Эпӗ пӗр вӑхӑт „вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа“ пытӑм пулсан та, Турӑ манпа юнашар пулчӗ» (Псалом 22:4).

a Мӑшӑр улталасан каҫармалла-и е ҫук-и тесе шутланӑ чухне 1999 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Супружеская измена...» статьясен ярӑмӗ пулӑшма пултарать.

b Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.

Мӗн пулӑшма пултарать?

Библири лӑплантаракан сӑмахсем ҫинчен шухӑшлӑр

«Эпӗ Иов кӗнекене вулаттӑм, кайран Псаломсене, вара хамӑн туйӑмсене уҫса паракан сӑмахсене аялтан туртаттӑм,— тет Билл.— Эпӗ ҫав сӑмахсене ҫыракансен те ман пекех чун ыратнине тата вӗсем те хуйха ӳкнине ӑнланса илтӗм».

Юрӑ-кӗвӗ итлӗр

«Ҫӗрле, ыйхӑ килмен чухне, эпӗ юрӑ-кӗвӗ итлеттӗм. Ҫакӑ мана канӑҫлӑх кӳретчӗ»,— аса илет Кармен. Дэниел вара ҫапла калать: «Эпӗ гитарӑпа калама вӗренсе ҫитрӗм. Гитарӑпа калани мана лӑпланма пулӑшатчӗ».

Хӑвӑр туйӑмсем ҫинчен калӑр

«Эпӗ хамӑн туйӑмсем ҫинчен каласа пама хӑнӑхман,— тет Дэниел.— Анчах та ытла йывӑр пулнӑран хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ҫывӑх туссене каласа параттӑм. Эпир кашни кун калаҫаттӑмӑр тата пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫыраттӑмӑр. Ҫакӑ мана питӗ пулӑшрӗ». Саша хӑй пирки ҫапла калать: «Ҫемье мана питӗ пулӑшрӗ. Анне ялан юнашарччӗ. Чӗрере мӗн пуррине каласа парас килнӗ чухне вӑл пырса ларатчӗ те тимлӗ итлетчӗ. Атте вара хама каллех хӳтлӗхре туйма пулӑшрӗ. Вӑл мана васкатмастчӗ, тӑна кӗме вӑхӑт паратчӗ».

Час-часах кӗлтӑвӑр

Кармен ҫапла калать: «Эпӗ пӗр вӗҫӗм кӗлтӑваттӑм. Турӑ юнашар пулнине, манӑн кӗлӗсене илтнине тата мана пулӑшнине туяттӑм. Ҫав йывӑр вӑхӑтра эп Турӑпа ҫывӑхлантӑм».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр