Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 июль 14—19 с.
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕМЕЛЛЕ?
  • ҪАК ӖҪЕ МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
  • ПУР ХРИСТИАНИН ТА ҪАК ӖҪЕ ХУТШӐНАТЬ-И?
  • МӖНШӖН ТӲСӖМЛӖ ПУЛМАЛЛА?
  • Эсир вӗренекенсене хатӗрлеме пултаратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 июль 14—19 с.

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»

«Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» (МАТФ. 28:19, ҪТ).

60-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар

ҪАК СТАТЬЯРАa

1, 2. а) Матфей 28:18—20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, христиансен пухӑвӗн мӗнле ӗҫе тумалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

АПОСТОЛСЕМ Галилейӑра ту айккинче пуҫтарӑнсан мӗн тери хумханнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Унта пыма вӗсене вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хушнӑ (Матф. 28:16). Тен, ун чухне вӑл «пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ» (1 Кор. 15:6). Мӗншӗн Иисус вӗсене пӗрле пуҫтарӑнма ыйтнӑ? Вӑл вӗсене питӗ интереслӗ ӗҫ шанса панӑ: «Кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе... тӗне кӗртӗр [«Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр», ҪТ]». (Матфей 28:18—20 вуласа парӑр.)

2 Ҫак сӑмахсене илтнӗ Иисусӑн вӗренекенӗсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗн пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫак пухӑвӑн тӗп ӗҫӗ вара — Христосӑн вӗренекенӗсенеb хатӗрлесси. Паян пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе христиансен пин-пин пуху пур, вӗсен тӗп ӗҫӗ пачах улшӑнман. Ҫак статьяра эпир тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле? Ҫак ӗҫе мӗнле тумалла? Пур христианин та ҫак ӗҫе хутшӑнать-и? Тата вӗренекенсене хатӗрленӗ чухне мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмалла?

МӖНШӖН ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕМЕЛЛЕ?

3. Иоанн 14:6-мӗшӗ тата 17:3-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле?

3 Мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле? Мӗншӗн тесен Христосӑн вӗренекенӗсем ҫеҫ Туррӑн тусӗсем пулма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, кам Христос хыҫҫӑн пырать, ҫавсен пурнӑҫӗ халех лайӑхланать тата вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур. (Иоанн 14:6; 17:3 вуласа парӑр.) Паллах, Иисус хушнӑ ӗҫ — питӗ яваплӑ ӗҫ, анчах эпир ӑна пӗччен туса тӑмастпӑр. Павел апостол хӑйӗн ҫинчен тата ытти христиансем ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» (1 Кор. 3:9, ҪТ). Иеговӑпа Иисус пире, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене, мӗн тери пысӑк чыс тунӑ!

4. Иванпа тата Матильдӑпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

4 Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ нумай савӑнӑҫ кӳрет. Колумбире пурӑнакан Иванпа тата унӑн арӑмӗпе, Матильдӑпа, акӑ мӗн пулса иртнӗ. Пӗррехинче вӗсем Давьер ятлӑ ҫамрӑк арҫынна ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене: «Манӑн улшӑнас килет, анчах эпӗ ҫавна тума пултараймастӑп»,— тесе каланӑ. Давьер боксер пулнӑ, наркотиксемпе тата ӗҫкӗпе иртӗхнӗ, ҫавӑн пекех Эрика ятлӑ хӗрарӑмпа ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ. Иван каласа парать: «Давьер аякри ялта пурӑннӑ, унта ҫитме вара темиҫе сехет хушши пылчӑклӑ ҫул тӑрӑх велосипедпа кайма тиветчӗ. Давьер улшӑнма пуҫланине курсан Эрика та Библи вӗренме пуҫларӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Давьер ӗҫкӗпе тата наркотиксемпе иртӗхме пӑрахнӑ, бокса та хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Эрикӑпа ҫырӑннӑ. Матильда каласа парать: «Вӗсем 2016 ҫулта шыва кӗрсен, эпир Давьер: „Манӑн улшӑнас килет, анчах эпӗ ҫавна тума пултараймастӑп“,— тесе каланине аса илтӗмӗр. Савӑннипе эпир макӑрса ятӑмӑр». Чӑнах та, ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшни нумай савӑнӑҫ парать!

ҪАК ӖҪЕ МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

5. Вӗренекенсене хатӗрлес тесен чи малтан пирӗн мӗн тумалла?

5 Вӗренекенсене хатӗрлес тесен чи малтан пирӗн Иегова ҫинчен пӗлес текенсене шыраса тупмалла (Матф. 10:11). Ҫынсене Иегова ҫинчен каласа паратпӑр пулсан эпир чӑннипех Иегова Свидетелӗсем пулнине кӑтартатпӑр. Христос хушнӑ ӗҫе — ырӑ хыпар сарас ӗҫе — туса тӑнипе эпир чӑн христиансем пулнине те кӑтартатпӑр.

6. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

6 Хӑш-пӗр ҫынсем хаваспах Библи вӗренме килӗшеҫҫӗ, анчах нумайӑшӗн чӑнлӑха пӗлес кӑмӑл ҫук пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑн чухне, тен, пирӗн вӗсене интереслентерме тӑрӑшмалла. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн лайӑх хатӗрленмелле. Ҫынсене интереслентерсе яма пултаракан темӑсене суйласа илӗр. Унтан калаҫӑва мӗнле пуҫласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

7. Ҫынпа калаҫу мӗнле пуҫлама пулать? Сирӗн шутпа, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне мӗншӗн вӗсене тимлӗ итлемелле тата кашни ҫын хӑйне майлӑ шухӑшланине шута илмелле?

7 Сӑмахран, ҫынна ҫапла калама пулать: «Сирӗнтен ыйтма юрать-и? Ҫынсенчен нумайӑшӗ паян пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Мӗнле шутлатӑр, ҫак йывӑрлӑхсене татса пама пултаракан патшалӑх пур-и?» Унтан Даниил 2:44-мӗшне сӳтсе явма пулать. Акӑ тепӗр май. «Ачана лайӑх пӑхса ӳстерме мӗн пулӑшма пултарать?» — тесе ыйтӑр та Саккуна астутарни 6:6, 7 сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явӑр. Пӗр-пӗр темӑна суйласа илнӗ чухне ҫынсем пирки шухӑшлама тӑрӑшӑр. Библи мӗне вӗрентнине пӗлсе пыни вӗсене мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен шутласа пӑхӑр. Ҫынсемпе калаҫнӑ чухне вӗсене тимлӗ итлӗр тата кашни ҫын хӑйне майлӑ шухӑшланине шута илӗр. Ҫакӑ сире вӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ тата, тен, вӗсем те сире итлес тейӗҫ.

8. Мӗншӗн пирӗн ҫын патне пӗрре анчах мар каймалла?

8 Ҫын Библи вӗренме килӗшиччен ун патне кайса ҫӳреме самаях вӑхӑт тата вӑй кайма пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсене килте тытма йывӑр. Ҫавӑн пекех вӑл сире хӑнӑхтӑр тата сирӗнпе Библи вӗренме килӗштӗр тесе, тен, сирӗн пӗрре анчах мар ун патне кайма тивӗ. Ӳсентӑран ӳстӗр тесен ӑна пӗрмаях шӑвармалла. Ҫынсемпе те ҫавӑн пекех: вӗсем Иеговӑпа Иисуса юратма пуҫлаччӑр тесен вӗсемпе Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине тӑтӑшах сӳтсе явмалла.

ПУР ХРИСТИАНИН ТА ҪАК ӖҪЕ ХУТШӐНАТЬ-И?

Арҫын аэропортра ырӑ хыпар сармалли стенд патне пырса буклет илет; отпускра пулнӑ чухне вӑл стендпа тӑракан арҫын тӑвансене курать; килне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй патне килнӗ икӗ арҫын тӑванпа калаҫса тӑрать

Свидетельсем чӑнлӑхпа интересленекенсене пӗтӗм тӗнчипе шыраҫҫӗ (9, 10 абзацсене пӑхӑр.)c

9, 10. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултаракан ҫынсене шырас ӗҫре кашни христианин хутшӑнать тесе калама пулать?

9 Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултаракан ҫынсене шырас ӗҫре кашни христианин хутшӑнать. Ҫак ӗҫе ҫухалнӑ ачана шыранипе танлаштарма пулать. Пӗр виҫӗ ҫулхи арҫын ача ҫухалсан акӑ мӗн пулса иртнӗ. 500-е яхӑн ҫын ҫак ачана шырама пуҫланӑ. 20 сехет патнелле иртсен ҫав ӗҫе хутшӑннӑ доброволецсенчен пӗри ачана кукуруза уйӗнче тупнӑ. Ҫав ҫын хӑйӗн пирки ачана тупнӑшӑн мухтава тивӗҫлӗ тесе шутламан. Вӑл каланӑ: «Ҫӗр-ҫӗр ҫын вӑй хунине пула эпир ҫакна тума пултартӑмӑр».

10 Хӑш-пӗр ҫынсем ҫав ача пекех. Вӗсем хӑйсене ҫухалса кайнӑ пек туяҫҫӗ. Вӗсен шанчӑк ҫук тата вӗсем хӑйсене пулӑшчӑр теҫҫӗ (Эф. 2:12). Вӗсене сакӑр миллион ытла Иегова Свидетелӗ шырать. Тен, эсир Библие вӗренес текен ҫынна хальлӗхе тупайман, анчах эсир пурӑнакан вырӑнта ытти хыпарҫӑсен ҫавна тума май килнӗ. Пӗр-пӗр тӑван Библие вӗренес текен ҫынна тупсан, каярахпа ҫав ҫын Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан, эпир пурте савӑнӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе эпир пурте хутшӑннӑ.

11. Сирӗн хальлӗхе Библи вӗренӗвӗ ҫук пулсан та эсир вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

11 Сирӗн хальлӗхе Библи вӗренӗвӗ ҫук пулсан та эсир вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшма пултаратӑр. Сӑмахран, эсир Патшалӑх залне пӗрремӗш хут килекен ҫынсене ӑшшӑн саламлама тата вӗсене пулӑшу сӗнме пултаратӑр. Пирӗн хушӑри юратӑва асӑрхаса вӗсем эпир чӑн христиансем пулнине курма пултарӗҫ (Иоанн 13:34, 35). Эсир тӗлпулусенче комментарисем панипе — кӗске комментарисем панипе те — вӗсене хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен хисеплӗн тата ахаль сӑмахсемпе каласа пама вӗрентме пултаратӑр. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ хыпарҫӑпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма тата ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Библири сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курмаллине ӑна кӑтартма пултаратӑр. Ҫапла эсир ӑна Христосран тӗслӗх илме вӗрентетӗр (Лука 10:25—28).

12. Вӗренекенсене хатӗрлемешкӗн мӗнле те пулин пултарулӑх кирлӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

12 Вӗренекенсене хатӗрлемешкӗн мӗнле те пулин пултарулӑх кирлӗ-и? Ҫук. Акӑ пӗр тӗслӗх. Боливире пурӑнакан Фаустина Иегова Свидетелӗсене тӗл пуличчен вулама пӗлмен. Каярахпа вӑл кӑшт вулама вӗреннӗ. Халӗ Фаустина шыва кӗнӗ хыпарҫӑ, ыттисене вӗрентме ӑна питӗ килӗшет. Кашни эрнерех вӑл пилӗк Библи вӗренӗвӗ ирттерет. Библи вӗренекенӗсемпе танлаштарсан, Фаустина япӑхрах вулать, ҫав-ҫавах вӑл ултӑ ҫынна шыва кӗме пулӑшнӑ (Лука 10:21).

13. Ӗҫлӗ пулнине пӑхмасӑрах вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре хутшӑнатпӑр пулсан эпир мӗнле усӑ илетпӗр?

13 Нумай-нумай христианин питӗ ӗҫлӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем ытти ҫынсемпе Библи вӗренме вӑхӑт тупаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Аляскӑри аякри хулара пурӑнакан Мелани ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл сакӑр ҫулхи хӗрне пӗччен пӑхса ӳстернӗ, ҫавӑн пекех тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫленӗ тата ракпа чирлекен ашшӗне пӑхнӑ. Мелани пурӑнакан хулара Иегова Свидетелӗсенчен вӑл кӑна пулнӑ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарма вӑй парсам тесе вӑл пӗрмай кӗлтунӑ, мӗншӗн тесен вӑл Библи вӗренес текен ҫынна питӗ тупасшӑн пулнӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл Сара ятлӑ хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Туррӑн ят пуррине пӗлни Сарӑн чӗрине пырса тивнӗ. Каярахпа вӑл Библи вӗренме килӗшнӗ. Мелани каласа парать: «Кашни эрнекун каҫхине эпӗ питӗ ывӑннине туяттӑм, анчах эпир хӗрпе ҫав-ҫавах Библи вӗренӗвӗ ирттерме каяттӑмӑр. Ҫакӑ вара пире иксӗмӗре те усӑ паратчӗ. Сарӑн ыйтусем нумайччӗ, пире вара ҫав ыйтусен хуравӗсене шыраса тупма питӗ килӗшетчӗ. Вӑл Иеговӑн тусӗ пулса пыни пире питӗ савӑнтаратчӗ». Сара хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ, анчах вӑл ҫавна хӑюллӑн тӳссе ирттернӗ, хӑйӗн тӗнне хӑварнӑ та шыва кӗнӗ.

МӖНШӖН ТӲСӖМЛӖ ПУЛМАЛЛА?

14. а) Мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе пулӑ тытас ӗҫпе танлаштарма пулать? ӑ) 2 Тимофей 4:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

14 Эсир тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ нимӗнле усӑ та памасть пек туйӑнать пулсан та, Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултаракан ҫынсене шырама ан чарӑнӑр. Аса илӗр-ха, Иисус ҫак ӗҫе пулӑ тытас ӗҫпе танлаштарнӑ. Хӑш чухне пулӑ тытиччен пулӑҫсен нумай сехет хушши ӗҫлеме тивет. Час-часах вӗсем ҫӗрле е ир-ирех тӑрса ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр чухне вара вӗсен аякка ишсе кайма тивет (Лука 5:5). Ҫавӑн евӗрлех хӑш-пӗр хыпарҫӑсем тӗрлӗ вӑхӑтра тата тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарса нумай сехет хушши тӳсӗмлӗн «пулӑ тытаҫҫӗ». Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫапла вӗсем нумайтарах ҫынна тӗл пулма пултараҫҫӗ. Ытларах чухне кам ҫак ӗҫре питӗ нумай вӑй хурать, ҫавсем чӑнлӑхпа интересленекенсене тӗл пулаҫҫӗ. Хӑш вӑхӑтра ытларах ҫынна килте тытма пулать, ҫавӑн чухне е ӑҫта ытларах ҫынпа калаҫма пулать, ҫавӑнта мӗншӗн-ха ырӑ хыпар сарас мар? (2 Тимофей 4:1, 2 вуласа парӑр.)

Ҫав арҫынах Библи вӗренет; вӑл шыва кӗрет

Кампа Библи вӗренетӗр, ҫавна Иегова ҫинчен пӗлме, ӑна юратма тата итлесе пурӑнма пулӑшӑр, тӳсӗмлӗ пулӑр (15, 16 абзацсене пӑхӑр.)d

15. Мӗншӗн Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне тӳсӗмлӗ пулмалла?

15 Мӗншӗн Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне те тӳсӗмлӗ пулмалла? Мӗншӗн тесен ҫынна Библи мӗне вӗрентнине ҫеҫ мар, Библин Авторне те — Иегова Турра — пӗлме пулӑшмалла тата юратма вӗрентмелле. Унсӑр пуҫне, ҫынна Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума хушнине кӑна мар, вӑл мӗн хушнипе килӗшӳллӗн мӗнле пурӑнмаллине те вӗрентмелле. Вӗренекене Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшнӑ чухне тӳсӗмлӗ пулмалла. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене темиҫе уйӑхранах улӑштараҫҫӗ, теприсене вара ҫавна тума чылай нумайрах вӑхӑт кирлӗ.

16. Раульпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ панине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗр арҫын тӑван Перура миссионер пулса ӗҫленӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа панӑ: «Эпӗ Рауль ятлӑ арҫынпа Библи вӗреннӗ. Эпир икӗ кӗнеке вӗренсе пӗтертӗмӗр, ҫав-ҫавах унӑн нумай улшӑну тумаллаччӗ. Вӑл арӑмӗпе япӑх пурӑннӑ, усал сӑмахсемпе калаҫнӑ, ачисем вара ӑна хисеплемен. Анчах Рауль тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, ҫавӑнпа ӑна тата унӑн ҫемйине пулӑшас тесе эпӗ ун патне кайсах ҫӳрерӗм. Эпӗ ӑна тӗл пулнӑ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен вӑл шыва кӗме хатӗр пулса тӑчӗ».

17. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

17 Иисус пире: «Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр»,— тенӗ. Вӑл хушнӑ ӗҫе тунӑ чухне эпир тӗрлӗрен шухӑшлакан ҫынсене тӗл пулатпӑр. Вӗсем хушшинче Турра ӗненмен е нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсем те пур. Тепӗр статьяра эпир ҫакӑн пек ҫынсене ырӑ хыпар мӗнле пӗлтермеллине сӳтсе явӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле?

  • Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе кам туса тӑрать?

  • Вӗренекенсене хатӗрленӗ чухне мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмалла?

68-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр

a Христиансен пухӑвӗн тӗп ӗҫӗ вӑл — ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак статьяра эсир ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартакан усӑллӑ канашсене тупатӑр.

b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Христосӑн вӗренекенӗсем Иисус мӗне вӗрентнине пӗлсе пыраҫҫӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма, урӑхла каласан, пур тӗлӗшрен те унран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ (1 Петр 2:21).

c ӲКЕРЧӖК. Отпуска каякан арҫын аэропортра Иегова Свидетелӗсен буклетне илет. Каярахпа урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл стендпа тӑракан тепӗр икӗ Иегова Свидетельне курать. Килне таврӑнсан, ун патне икӗ арҫын тӑван пырать.

d ӲКЕРЧӖК. Ҫав арҫын Библи вӗренет; юлашкинчен вӑл шыва кӗрет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр