Февралӗн 8-мӗшӗн эрнелӗх программи
ФЕВРАЛӖН 8-МӖШӖН ЭРНИ
23-мӗш юрӑ (47)
□ Пухура Библи вӗренни
my 1— 8-мӗш пайӗн умсӑмахӗсене аса илни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иов 16—20
1 №: Иов 16:1—22
2 №: Лука 16:9—13-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Иисус каланӑ сӑмахсем пире мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ?
3 №: Апокалипсис кӗнекинче ӗмӗр-ӗмӗр асаплантарни ҫинчен калани мӗне пӗлтерет? (rs 31-мӗш стр., 1, 2-мӗш абз.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
40-мӗш юрӑ (172)
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Уявсем пирки ыйтсан, мӗнле хурав парасси. «Рассуждение» (выр.) кӗнекери материала итлекенсемпе сӳтсе явни, 290-мӗш стр., 2-мӗш абз. — 291-мӗш стр., 4-мӗш абз. Ку е вӑл уяв ҫине эпир мӗнле пӑхнине ӑнлантарса пама кирлӗ чухне мӗнле лару-тӑрусем сиксе тухма пултараҫҫӗ? Ашшӗ е амӑшӗ хӑйӗн ачине, вӑл мӗншӗн Мӑнкун уявне паллӑ тумасть тесе ыйтсан, мӗнле хуравламаллине ӑнлантарса панине кӑтартакан демонстраци йӗркеле.
20 мин. «Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн чӗнӳ хучӗсене пӗтӗм тӗнчипе салатӗҫ». Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни. Чӗнӳ хучӗсем пухуна килнӗ пулсан, 2-мӗш абзаца сӳтсе явас умӗн пурне те пӗрер штук парса тух. Абзаца сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, чӗнӳ хутне мӗнле майпа сӗнмеллине кӑтартса пама хыпарҫӑран ыйт. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ е урӑх старейшина Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗн тата хыҫҫӑн сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрас енчен мӗн-мӗн тума шутласа хуни ҫинчен каласа патӑр.
18-мӗш юрӑ (114)