Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр
1. 2012 ҫулхи сӑваплӑ ӗҫӗн ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс программине мӗне халалланӑ тата вӑл мӗншӗн питӗ кирлӗ?
1 Пире Иегова ирӗкӗпе пултарнӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 4:11). Ҫавӑнпа та, Турӑ ирӗкне пӗлмесен тата туса тӑмасан, ҫынна мӗнле тӗллевпе пултарнӑ, ҫавна пурнӑҫлама ҫук. Турӑ ирӗкне тӑвасси ҫӑмӑл пек курӑнма пултарать, анчах та ку ҫапла мар, мӗншӗн тесен хамӑрӑн шалти туртӑмсем «ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине» тума илӗртнине хирӗҫ тата «суя тӗнлисем пек» тӑвас килнине хирӗҫ пирӗн кӗрешме тивет (Эф. 2:3; 1 Петр 4:3; 2 Петр 2:10). Турӑ пулӑшмасан, эпир «шуйттан танатине» лекме, е унӑн ирӗкне тума, пултаратпӑр (2 Тим. 2:26). 2012 ҫулхи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгрессен программи пирӗнтен кашнине тӗслӗхлӗ кӗлӗре виҫҫӗмӗшӗнчен мӗн ыйтнипе — «Санӑн ирӗкӳ... пултӑр» тенипе — килӗшӳллӗ тытма пулӑшать (Матф. 6:9, 10).
2. Программа вӑхӑтӗнче эпир мӗнле ыйтусем ҫине хуравсем илӗпӗр?
2 Эпир мӗн пӗлӗпӗр. Программа вӑхӑтӗнче тимлӗ пулса ҫак ыйтусен хуравӗсене илтме тӑрӑшӑр: Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине пӗлнисӗр пуҫне тата мӗн тумалла? Турӑ ирӗкӗ пирӗншӗн мӗнре пулнине мӗнле пӗлмелле? Пирӗн мӗншӗн тӗрлӗрен ҫынна пулӑшма тӑрӑшмалла? Телейлӗ, тулли пурнӑҫпа пурӑнас тесен мӗн тумалла? Ҫамрӑксем, Иеговӑна сирӗн мӗн ҫирӗплетсе памалла? Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакансене мӗнле парне кӗтет? Ыттисене хавхалантарни тата ҫирӗплетни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
3. Эпир мӗн тусан, ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс программи пире усӑ парӗ?
3 Программӑна тимлӗ итлес тесе конгреса кайма планласа хурӑр. Конгреса чӗннӗ докладчик Вефиль представителӗ е район надзирателӗ пулма пултарать. Программа умӗн е хыҫҫӑн унпа тата, вӑл авланнӑ пулсан, унӑн арӑмӗпе калаҫма ан вӑтанӑр. Киле таврӑнсан ҫемьепе пӗрле программӑна сӳтсе явӑр, Турӑ ирӗкне хӑвӑр тата лайӑхрах мӗнле тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Мӗн илтнине манакансем ан пулӑр (Иак. 1:25).
4. Турӑ ирӗкне тӑвассине пирӗн мӗншӗн пӗрремӗш вырӑна лартмалла?
4 Кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каякан тата Иегова ирӗкне пӑхӑнас темен ҫынсем кӗҫех пурте тӗп пулӗҫ (1 Иоанн 2:17). Ҫавӑнпа та эпир ҫак питӗ вӑхӑтри программӑшӑн Иеговӑна пархатарлӑ, вӑл пире Турӑ ирӗкне тӑвассине пӗрремӗш вырӑна хума пулӑшӗ!