Сентябрӗн 19-мӗшӗн эрнелӗх программи
СЕНТЯБРӖН 19-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
35-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 11 сып., 6—12 абз. (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 134—140 Псаломсем (10 мин.)
1 №: Псалом 136:1—137:8 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Рим 14:7—9-мӗшӗсенчи Павел сӑмахӗсем пире мӗншӗн йӑпатаҫҫӗ (5 мин.)
3 №: Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче рай тӑвать (rs-U 426 с., 6—8 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче эпир мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Доклад. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче пуху пӗтӗмӗшле мӗнле ҫитӗнӳсем тунине кала. Лайӑх ҫитӗнӳсене уйрӑмах палӑрт та чӗререн мухтаса ил. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне кампа интереслӗ тӗслӗх пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пӗр е икӗ хыпарҫӑран интервью ил. Тепӗр ҫулта хӑш енчен лайӑхланмаллине, пӗр-ик енне, асӑн та усӑллӑ канашсем пар.
10 мин. Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и? Сӳтсе явни. «Кайӑр та вӗренекенсене хатӗрлӗр тата шыва кӗртӗр» брошюра, 30 с., 12, 13 ыйтусем.
10 мин. «Иегова пире хӑйӗн ӗҫне тума вӗрентет». Ыйту-хурав.
20-мӗш юрӑ тата кӗлӗ