Ӑнӑҫлӑ меслетсемпе усӑ курӑр
1. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем калаҫӑва тӗрлӗрен пуҫланинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
1 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ырӑ хыпара тӗрлӗ халӑхри тата тӗрлӗ тӗне тытса тӑракан ҫынсене пӗлтернӗ (Кол. 1:23). Вӗсем пӗр хыпара — Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне — пӗлтернӗ пулсан та, итлекенсене шута илсе калаҫӑва пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Ҫырӑва хисеплекен иудейсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне Петр малтан Иоиль пророк сӑмахӗсене илсе панӑ (Ап. ӗҫ. 2:14—17). Павел грек ҫыннисемпе калаҫӑва пачах урӑхла пуҫланӑ, ҫакӑн ҫинчен Апостолсен ӗҫӗсем 17:22—31-мӗшӗсенче ҫырса панӑ. Паян хӑш-пӗр вырӑнсенче ҫынсем Библие хисеплеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне унпа ирӗклӗн усӑ курма пултаратпӑр. Апла пулин те Библипе е тӗнпе интересленменнисемпе, ҫавӑн пекех христиан тӗнне тытса тӑман ҫынсемпе калаҫнӑ чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла.
2. Ҫын Библипе интересленнине е интересленменнине кура пирӗн сӗнмелли литературӑпа мӗнле усӑ курмалла?
2 Сӗнмелли литературӑпа ӑнӑҫлӑ усӑ куратпӑр. Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫак ҫулӗнче сӗнмелли литература списокӗ кашни икӗ уйӑхра улшӑнса тӑрӗ, вӗсен шутӗнче ытларах трактатсемпе брошюрӑсем пулӗҫ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем пӗтӗмӗшпе илсен Библипе интересленмеҫҫӗ пулсан та, хамӑрпа калаҫакана ӑна кӑсӑклантарма пултаракан публикаци сӗнме пулать. Тен, ҫын патне пӗрремӗш хут килсен ӑна Библирен нимӗн те вуласа памӑпӑр е ун пирки пачах асӑнмӑпӑр. Анчах ҫыннӑн интерес пур пулсан ӑна Пултаракана тата унӑн Сӑмахне ӗненме пулӑшма тепӗр хут килме пулать. Тепӗр енчен, ҫынсем Библие хисеплекен вырӑнта ырӑ хыпар саратпӑр пулсан, калаҫӑва пуҫланӑ чухне тата литература сӗннӗ чухне ҫакна шута илме пулать. Эпир «Турра итле» тата «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑсене, вӗсене ҫав уйӑхра салатма палӑртман пулсан та, ҫынсене яланах сӗнме пултаратпӑр. Чи кирли — калаҫӑва мӗнле пуҫлани ҫынна Иегова ҫинчен пӗлме хавхалантартӑр.
3. Ҫынсен чӗрисене мӗншӗн ҫӗрпе танлаштарма пулать?
3 Ҫӗре хатӗрлӗр. Ҫынсен чӗрине ҫӗрпе танлаштарма пулать (Лука 8:15). Хӑш-пӗр чухне Библири чӑнлӑхӑн вӑрлӑхӗсем ӳссе тухса тымар яччӑр тесен ҫӗре хатӗрлеме уйрӑмах тӑрӑшмалла. Пӗрремӗш ӗмӗрти хыпарҫӑсем тӗрлӗ ҫынсемпе калаҫса, сӑнарлӑ каласан, вӑрлӑхсене тӗрлӗрен ҫӗр ҫине акса, савӑнӑҫ илнӗ тата кӑмӑлӗсене тултарнӑ (Ап. ӗҫ. 13:48, 52). Калаҫӑва мӗнле пуҫласан лайӑхрах пулни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир те ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр.