Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем. Хамӑн пурнӑҫа мӗне халалламалла? (2-мӗш пайӗ)
«Вопросы молодежи. Чему посвятить свою жизнь?» фильмӑн тӗп менювӗнче «Интервью», унтан «Разделы» тенине суйласа илӗр. Ӑна пӑхнӑ чухне иккӗмӗш абзацри ыйтусен хуравӗсене тупӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗп менюра «Дополнительный материал» суйласа илӗр те унӑн пилӗк пайне пӑхса тухса виҫҫӗмӗш абзацри ыйтусем ҫине хуравлӑр.
Пайсем. Пурнӑҫа усӑсӑр пурӑнса ирттермелле е ӑна Турра халалламалла: 1) Ҫамрӑксене мӗнле тӗллевсем лартма хистеҫҫӗ? 2) 1 Иоанн 2:17-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫамрӑксене шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑҫта вӗренме каймалли пирки тата мӗн чухлӗ вӗренмелли пирки йышӑну тума мӗнле пулӑшать? 3) Хӑранине хӑвна шыва кӗме мӗншӗн чарса тӑма памалла мар? 4) Шыва кӗме йышӑну тума мӗн пулӑшӗ? Сӑваплӑ ӗҫре савӑнӑҫ мӗнле тупмалла: 5) Ырӑ хыпар сарас ӗҫ хӑш-пӗрисене мӗншӗн килӗшмест? 6) Сӑваплӑ ӗҫе юратма мӗн пулӑшма пултарать? 7) Хӑш-пӗрисем палламан ҫынсемпе калаҫассинчен ытларах мӗнрен хӑраҫҫӗ тата мӗншӗн? 8) Хӑюллӑн калаҫма мӗн пулӑшӗ? 9) Сӑваплӑ ӗҫри пултарулӑхсене лайӑхлатни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Сӑваплӑ ӗҫе тума алӑк уҫӑ: 10) Пионер пулса ӗҫлени Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫлама нумай май уҫса парать тесе калама мӗншӗн пулать? (Флп. 3:16.) 11) Хӑшӗ-пӗрисем пионер пулса ӗҫлеме мӗншӗн иккӗленсе тӑраҫҫӗ? 12) Библири мӗнле принципсем укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ? 13) Хӑшӗ-пӗрисем пионер пулса ӗҫленӗ чухне пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ мӗнле ӗҫлесе илеҫҫӗ? 14) Лару-тӑру сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма памасть пулсан мӗн тумалла?
Хушса панӑ материал. Хамӑр тӗллӗн вӗренни питӗ кирлӗ: 15) Хамӑр тӗллӗн вӗреннине йӑлана кӗртни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Сӑваплӑ ӗҫе тумалли тӗрлӗ майсем: 16) Сӑваплӑ ӗҫе тӗрлӗ майпа туса тӑни мӗншӗн нумай савӑнӑҫ парать? Вефильте ӗҫлени: 17) Вефильте ӗҫлени хӑш енчен усӑ парать? Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкул: 18) Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче (Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулӑн ҫӗнӗ ячӗ) вӗренни хӑш-пӗр арҫын тӑвансене мӗнле усӑ панӑ? Миссионерсен Галаад шкулӗ: 19) Питерпа Фиона миссионерсем пулса ӗҫлеме мӗнле хатӗрленнӗ тата Галаад шкулӗнче вӗренни вӗсене мӗнле пиллӗхсем панӑ?