Октябрӗн 1-мӗшӗн эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 1-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
45-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 28 сып., 16—22 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Даниил 4—6 (10 мин.)
1 №: Даниил 4:15—25 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Чӑн христиансем мӗншӗн вӑйӑ-кулӑшӑн кӑна та спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумаҫҫӗ (5 мин.)
3 №: Ӗлӗкхи вӑхӑтра Иегова ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене мӗнле вӗрентсе-ертсе пынӑ? (rs-U 262 с., 4 абз.— 263 с., 1 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Пӗрремӗш шӑматкун Библи вӗренӗвӗ пуҫлӑр. Ҫак страницӑра сӗннипе усӑ курса октябрӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулнине кӑтарт. Пурне те вӗренӳ пуҫлама хавхалантар.
15 мин. Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче эпир мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Доклад. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. Сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче пуху пӗтӗмӗшле мӗнле ҫитӗнӳсем тунине кала. Лайӑх ҫитӗнӳсене уйрӑмах палӑрт та чӗререн мухтаса ил. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсене каласа пама пултаракан пӗр е икӗ хыпарҫӑран интервью ил. Тепӗр ҫулта пухӑвӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине, пӗр-икӗ енне, асӑн та усӑллӑ канашсем пар.
10 мин. Октябрьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Ҫак брошюрӑсем сирӗн вырӑнти ҫынсемшӗн мӗншӗн интереслӗ пулнине 30—60 ҫеккунт хушшинче каласа пар. Ун хыҫҫӑн «Придет ли конец коррупции?» брошюрӑри малтанхи статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту пама пулнине, унтан Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине итлекенсенчен ыйт. Ҫавӑн пекех «Чтобы школьные годы не прошли зря» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан ҫак брошюрӑсенчи тепӗр статьяна та сӳтсе яв. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
26-мӗш юрӑ тата кӗлӗ