Ноябрӗн 5-мӗшӗн эрнелӗх программи
НОЯБРӖН 5-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
48-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 4 п., 1—10 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иоиль 1—3 (10 мин.)
1 №: Иоиль 2:17—27 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Ытарӑшсем 22:3-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пулать? (5 мин.)
3 №: Иеговӑн организацине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (rs-U 265 с., 8—12 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр (Пс. 67:12). Сӳтсе явни. 2012 ҫулхи «Ежегодник», 118 с., 1—3 абз. тата 130 с., 1 абз.— 131 с., 3 абз. Хӑйсем мӗне вӗреннине итлекенсене каласа пама ыйт.
10 мин. Библие вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшатпӑр. 1-мӗш пайӗ. Доклада пултаруллӑ старейшина тӑвать. 2004 ҫулхи июль уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.), 1 с. Итлекенсене 1997 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) кӑларӑмри материал пирки мӗн шутланине каласа пама ыйт тата Библи вӗренӗвӗ ирттермелли меслетсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗнле улшӑнса пынине каласа пар (материала хӑвӑр вырӑнти лару-тӑрупа ҫыхӑнтар). 2004—2005 ҫулсенче тухнӑ ҫак ярӑмри статьясене тӗпчеме хавхалантар. Вӗсенче Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермеллине, вӗренекене хатӗрленме мӗнле пулӑшмаллине, вӗренӳ ирттерме килсен мӗн чухлӗ материал сӳтсе явмаллине, Библири сӑвӑ йӗркисене ӑста мӗнле вуласа памаллине, вӗренекенӗн ыйтӑвӗсем ҫине мӗнле хуравламаллине, вӗренӳ пуҫлас умӗн кӗлӗ тума мӗнле пуҫламаллине тата вӗренекене организацие килме мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ. Пурне те ҫак канашсемпе усӑ курма, вӗсене аса илсе тӑрас тесе статьясене упрама хавхалантар.
10 мин. Ноябрьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Ҫак брошюрӑсем сирӗн вырӑнти ҫынсемшӗн мӗншӗн интереслӗ пулнине 30—60 ҫеккунт хушшинче каласа пар. Ун хыҫҫӑн «Какой вопрос вы бы задали Богу?» брошюрӑри малтанхи статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту пама пулнине, унтан Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине итлекенсенчен ыйт. Ҫавӑн пекех «Неполные семьи могут быть счастливы!» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан ҫак брошюрӑсенчи тепӗр статьяна та сӳтсе яв. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
15-мӗш юрӑ тата кӗлӗ