Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аяларах илсе панӑ ыйтусене 2012 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май ӑна тӗпчеме пулать.
1. Иезекииль курӑнура курнӑ парне сӗтелӗ мӗне пӗлтерет? (Иез. 43:13—20.) (Сент. 10, w07-U 8/1 10 с., 4 абз.)
2. Иезекииль курӑнӑвӗнчи юханшыври шыв мӗне сӑнарлать? (Иез. 47:1—5.) (Сент. 17, w07-U 8/1 11 с., 2 абз.)
3. Даниил «хӑйӗн чӗринче шут тытни» ӑна Турӑ ҫинчен пӗлӳ панипе паманни тӗлӗшӗпе мӗн кӑтартса парать? (Дан. 1:8, ҪТ.) (Сент. 24, dp-U 33—34 с., 7—9 абз.; 36 с., 16 абз.)
4. Навуходоносор тӗлӗкӗнчи пысӑк йывӑҫ мӗне пӗлтерет? (Дан. 4:7, 8, 17—19.) (Окт. 1, w07-U 9/1 18 с., 5 абз.)
5. Даниил 9:17—19-мӗшӗсем кӗлӗ тӑвас тӗлӗшпе пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? (Окт. 8, w07-U 9/1 20 с., 5, 6 абз.)
6. 70-мӗш ҫичӗҫуллӑх вӗҫлениччен, е пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫулччен, мӗнле килӗшӗве вӑйра хӑварнӑ? (Дан. 9:27.) (Окт. 8, w07-U 9/1 20 с., 4 абз.)
7. Ангел «Перси патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ» хӑйне хирӗҫ тӑни ҫинчен каланӑ сӑмахсенчен мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? (Дан. 10:13.) (Окт. 15, w11-U 9/1 8 с., 1, 2 абз.)
8. Мессия тӗлӗшӗпе Библири мӗнле пророкла калани, Даниил 11:20-мӗшӗнче малтанах каласа хунипе ҫыхӑнни, пурнӑҫланнӑ? (Окт. 15, dp-U 232—233 с., 5, 6 абз.)
9. Осия 4:11-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, эрех-сӑра ытлашши ӗҫнин пӗр хӑрушлӑхӗ мӗнле? (Окт. 22, w10-U 1/1 5 с.)
10. Осия 6:6-мӗшӗнче мӗнле питӗ кирлӗ урок пур? (Окт. 22, w07-U 9/15 16 с., 8 абз.; w05-U 11/15 24 с., 11, 12 абз.)