Ырӑ хыпар пӗлтермелли ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫлени усӑ парать
1. Кӗнеке вӗренӗвӗ пире мӗнле усӑ панӑ, халӗ вара ырӑ хыпар сармалли ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫлени мӗнле усӑ парать?
1 Пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне ирттерме пӑрахнӑ пирки сире темӗн ҫитмен пек туйӑнать-и? Эпир пысӑках мар ушкӑнсемпе пухӑнаттӑмӑр, унта хамӑра килти пек тата ирӗклӗн тытаттӑмӑр. Ҫакна пула хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан туслӑха аталантарма ҫӑмӑлччӗ (Ытар. 18:24). Кӗнеке вӗренӗвӗн надзирателӗ пирӗн лару-тӑрӑва лайӑхрах пӗлме тата кирлӗ пулӑшӑва пама пултарнӑ (Ытар. 27:23; 1 Петр 5:2, 3). Эпир ҫаксене пурне те хамӑрӑн ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсене пула халӗ те илме пултаратпӑр.
2. Пуҫаруллӑ пулма тата ырӑ хыпар сармалли ушкӑнра хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан туссене мӗнле тупма пултаратпӑр?
2 Пуҫаруллӑ пул. Кӗнеке вӗренӗвӗнче миҫе ҫын пулнӑ, ырӑ хыпар сармалли ушкӑнра та ҫавӑн чухлех. Ырӑ хыпара ыттисемпе «пӗрле» пӗлтернӗ май эпир вӗсемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантаратпӑр (Флп. 1:27). Тен, эсир хӑвӑрӑн ушкӑнри хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗпе ырӑ хыпар сарнӑ. Ҫук пулсан, эсир ҫак енчен «сарӑл[ма]» пултаратӑр-и? (2 Кор. 6:13, ҪС.) Унсӑр пуҫне, хӑш чухне хамӑр ушкӑнран кама та пулин ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа е апата чӗнме пулать. Ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсем хӑш-пӗр пухусенче чӗннӗ докладчике черетпе хӑнана чӗнеҫҫӗ. Вӑл хӑнана пыма пултараймасть пулсан та, ушкӑн пӗрле апатланма тата пӗр-пӗринпе хутшӑнма ҫав-ҫавах пухӑнать.
3. Ырӑ хыпар сармалли ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫленине пула эпир кӗтӳҫӗсенчен пулӑшу мӗнле илме пултаратпӑр?
3 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем халӗ эрнере виҫӗ хут мар, икӗ хут кӑна иртеҫҫӗ пулсан та, ҫакӑ кӗтӳҫӗсем хыпарҫӑсене тимлӗх сахал уйӑрнине пӗлтермест. Кашни ушкӑнра тӑвансене хавхалантарма тата сӑваплӑ ӗҫе пултаруллӑрах тума вӗрентекен надзирательсем пур. Сирӗн ушкӑнӑн надзирателӗ санпа ырӑ хыпар сарма кайман пулсан, унпа мӗншӗн калаҫса татӑлас мар-ха? Унсӑр пуҫне, сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ уйӑхра пӗрре, канмалли кунсенче, пӗр-пӗр ушкӑнпа пӗрле ырӑ хыпар пӗлтерме каять. Пысӑках мар пухусенче, хӑшӗсенче ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсем сахал, вӑл кашни ушкӑна ҫулталӑкра икӗ хут пыма палӑртса хума пултарать. Вӑл сирӗн ушкӑна пынӑ чухне эсир ырӑ хыпар сарма кайма шутласа хума тӑрӑшатӑр-и?
4. а) Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле йӗркеленӗ? ӑ) Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ирттерме хамӑр ҫурта парасси пирки пирӗн мӗншӗн шухӑшласа пӑхмалла?
4 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене канмалли кунсенче кашни ушкӑн хӑй ирттерни ытларах чухне лайӑхрах. Ҫак тӗлпулусем тӗрлӗ вырӑнта пӗр вӑхӑтра иртеҫҫӗ пулсан, хыпарҫӑсене унта кайма тата, тен, участока ҫитме ҫӑмӑлтарах пулать. Ҫакӑ ҫавӑн пекех хыпарҫӑсене хӑвӑрт йӗркелеме тата тӑхтаса тӑмасӑр ырӑ хыпар пӗлтерме кайма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, надзирателе, хӑйӗн камшӑн тӑрӑшмалла, ҫавсемпе кашнинпе тимлӗ пулма ҫӑмӑлтарах пулать. Анчах хӑш чухне икӗ е темиҫе ушкӑна пӗрлештерме пулать. Уйӑхӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче е Библи вӗренмелли брошюрӑна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм пуху валли пӗр тӗлпулу иртет пулсан, хыпарҫӑсенчен кашни хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле ларсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, вара надзирательсем тӗлпулу кӗлӗпе вӗҫлениччен темиҫе минут хушшинче хӑйсен ушкӑнӗсене йӗркелеме пултарӗччӗҫ. («Эсӗ ҫуртна усӑ курма пама пултаратӑн-и?» рамкӑна пӑхӑр.)
5. Кӗнеке вӗренӗвӗ пирӗн ҫук пулсан та, эпир мӗне шанса тӑма пултаратпӑр?
5 Кӗнеке вӗренмелли тӗлпулу пирӗн ҫук пулсан та, Иегова пире малалла та хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те парса тӑрать (Евр. 13:20, 21). Вӑл пулӑшнине пула пирӗн ҫитменни нимӗн те ҫук (Пс. 22:1). Ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсем пире нумай пиллӗх парса тӑраҫҫӗ. Пуҫаруллӑ пулсан тата нумай акатпӑр пулсан эпир нумай вырса илӗпӗр (2 Кор. 9:6).
[6-мӗш старницӑри рамка]
Эсӗ ҫуртна усӑ курма пама пултаратӑн-и?
Хӑш-пӗр пухусенче канмалли кунсенче ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсене пӗрлештерме тивет, мӗншӗн тесен тӗлпулусене ирттерме вырӑнсем ҫитмеҫҫӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем пухӑвӑн мероприятийӗсен шутне кӗнӗрен вӗсене ирттерме хамӑр ҫурта пани — пысӑк чыс. Эсӗ ҫуртна усӑ курма пама пултаратӑн-и? Хӑвӑн ҫурту ҫак тӗлпулусене ирттерме юрӑхлӑ мар тесе шутласа ҫакна тӑвассинчен ан пӑрӑн. Старейшинӑсем санӑн ҫурту хӑш вырӑнта пулнине тата кӗнеке вӗренӗвне ӑҫта ирттермеллине суйласа илме усӑ курнӑ ытти факторсене шута илӗҫ. Эсӗ ҫуртна усӑ курма парасшӑн пулсан, ҫакӑн пирки хӑвӑн ушкӑнӑн надзирательне кала.