Тытӑнса пӑхма ан хӑрӑр: питӗ ӗҫлӗ пулсан та
1. Хӑшӗ-пӗрисем Библи вӗренӗвӗ сӗнме мӗншӗн хӑраҫҫӗ?
1 Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем питӗ ӗҫлӗ пулнине пула ҫынсене Библи вӗренӗвӗ сӗнме хӑраҫҫӗ. Вӗренекеншӗн тӑрӑшма — вӗренӗве хатӗрленме, ӑна ирттерме тата вӗренекене пулӑшма — нумай вӑхӑт кирлӗ. Павел апостол Фессалоникӑри ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе хӑйӗн чунне те пама хатӗр пулнӑ (1 Фес. 2:7, 8). Питӗ ӗҫлӗ пулнӑ чухне Библи вӗренӗвӗ мӗнле ирттерме пулать?
2. Иеговӑна юратни вӑхӑтпа усӑ курасси ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
2 Иеговӑна пуҫҫапма вӑхӑт кирлӗ. Чӑн та, Турра пуҫҫапма вӑхӑт кирлӗ. Сӑмахран, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, ырӑ хыпар сарма, Библи вулама тата кӗлтума эпир тӑтӑшах вӑхӑт уйӑратпӑр. Питӗ ӗҫлӗ ҫын та, мӑшӑрӗ пулсан, ун валли хаваспах вӑхӑт тупать. Апла пулсан Иеговӑна пуҫҫапма вӑхӑт хатӗр пулсах тупмалла, вӗт эпир ӑна юрататпӑр (Эф. 5:15—17; 1 Иоанн 5:3). Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ вӑл — Турра пуҫҫапнин питӗ кирлӗ пайӗ (Матф. 28:19, 20). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире Библи вӗренӗвӗ ирттерес яваплӑхран пӑрӑнма памӗ.
3. Лару-тӑру вӗренӗве тӑтӑшах ирттерме чӑрмантарать пулсан та, вӗренекеншӗн мӗнле тӑрӑшмалла?
3 Анчах та ӗҫ, вӑраха кайнӑ пӗр-пӗр чир е Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тивӗҫлӗх вӗренӗве тӑтӑшах ирттерме чӑрмантарать пулсан? Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем вӑхӑтран вӑхӑта ӑҫта та пулин кайма тивнӗ чухне Библи вӗренӗвне телефонпа е Интернет урлӑ ирттереҫҫӗ. Вӑраха кайнӑ чирпе чирлекенсем вӗренӗве хӑйсен килӗнче ирттерме калаҫса татӑлаҫҫӗ. Теприсем хӑйсем пулман чухне пӗр-пӗр шанчӑклӑ хыпарҫӑна хӑйсен вӗренӗвне ирттерме ыйтаҫҫӗ.
4. Ҫынсемпе Библи вӗреннӗ май эпир мӗнле пиллӗхсем илме пултаратпӑр?
4 Павел ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшас тесе хӑйӗн вӑхӑтне тата вӑйне парса пысӑк савӑнӑҫ илнӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Фессалоникӑра тунӑ хӑйӗн ӗҫӗсем мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлани ӑна Иеговӑна тав тума хавхалантарнӑ (1 Фес. 1:2). Хамӑрӑн ӗҫсене Библи вӗренӗвӗ ирттерме чӑрмантарма памастпӑр пулсан сӑваплӑ ӗҫе туни пирӗн савӑнӑҫа ӳстерӗ тата кӑмӑла ҫырлахтарӗ.