Декабрӗн 3-мӗшӗн эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 3-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
32-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 6 п., 8—14 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Наум 1 — Аввакум 3 (10 мин.)
1 №: Аввакум 2:1—14 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Чӑнлӑх ҫинчен мӗншӗн ӗнентерӳллӗ каламалла? (2 Тим. 1:7, 8) (5 мин.)
3 №: Пирӗнтен кашниех мӗнле майпа тӗрӗс пӗлӳ тата ӑслӑлӑх илме пултарать? (rs-U 418 с., 1—3 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Декабрьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Ик-виҫ статья суйласа ил те вӗсем сирӗн вырӑнти ҫынсемшӗн мӗншӗн интереслӗ пулнине 30—60 ҫеккунт хушшинче каласа пар. «То, что лучше Рождества» брошюрӑри малтанхи статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту пама пулнине, унтан Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине итлекенсенчен ыйт. Ҫавӑн пекех «Когда терпения не хватает» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан ҫак брошюрӑсенчи тепӗр статьяна та сӳтсе яв. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
10 мин. «Ырӑ хыпара телефонпа мӗнле пӗлтермелле». Сӳтсе явни. Статьяна тата ырӑ хыпара телефонпа сарма пулӑшакан памяткӑна сӳтсе яв. Хыпарҫӑ памяткӑпа усӑ курса ырӑ хыпара телефонпа мӗнле пӗлтернине кӗске демонстраци кӑтарт.
10 мин. Трактатсене сӗннӗ чухне пулса иртнӗ тӗслӗхсем. Сӳтсе явни. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ ирттерет. Ноябрь уйӑхӗнче трактатсем сӗннӗ чухне хӑйсемпе пулса иртнӗ тӗслӗхсене итлекенсене каласа пама ыйт. Килрен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне трактатсене ӑнӑҫлӑн сарнӑ икӗ хыпарҫӑ хӑйсем ҫакна мӗнле тунине кӑтартса паччӑр.
44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ