Ырӑ хыпара телефонпа мӗнле пӗлтермелле
Ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтермелли тӗп меслет килрен киле пӗлтересси пулсан та, эпир тепӗр ӑнӑҫлӑ меслетпе те, ырӑ хыпара телефонпа сарассипе, усӑ куратпӑр. Ҫак меслет пухӑва уйӑрса панӑ ҫуртсенчен нумайӑшне кӗме йывӑр пулнӑ чухне уйрӑмах питӗ ӑнӑҫлӑ (Лука 10:5—7; Ап. ӗҫ. 5:42; 20:20).
Ырӑ хыпара телефонпа пӗлтерме май пулни нумай ҫӳреме пултарайманнисене тата ытларах вӑхӑт килте пулаканнисене пулӑшма пултарать. Ытти хыпарҫӑсем те ҫак Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе пӗрле ырӑ хыпара телефонпа пӗлтерсе савӑнӑҫ илеҫҫӗ (Рим 1:11, 12). Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпара телефонпа йӗпе ҫанталӑкра пӗлтерме пулать. Сӑваплӑ ӗҫе тума уйӑрнӑ вӑхӑтпа кашнийӗ ӑнӑҫлӑ усӑ курма пултартӑр тесе ырӑ хыпара ҫакӑн пек майпа пӗчӗк ушкӑнпа пӗлтерсен лайӑхрах.
5—6-мӗш страницӑсенче ырӑ хыпара телефонпа сарма пулӑшакан памятка илсе панӑ. Унта калаҫӑва мӗнле пуҫламаллисене, хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ӑнӑҫлӑ пулнисене е хӑвӑра калама ҫӑмӑл пулнисене, ҫырса хума вырӑн хӑварнӑ. Вӗсене ҫырса хума памяткӑн копине тума пулать. Тен, ырӑ хыпара телефонпа пӗлтернӗ чухне сӗтел хушшинче ларни, памяткӑна куҫ умӗнче тытни лайӑхрах.
Ырӑ хыпара телефонпа пӗлтерме сире тата мӗн пулӑшма пултарать? Алӑ айӗнче сирӗн ҫаксем пулмалла:
◼ Библи;
◼ «Рассуждение с помощью Писаний»;
◼ «Благая весть для людей из всех народов»;
◼ «Изучайте Слово Бога» рубрикӑри статьясем;
◼ ҫав уйӑхри брошюрӑсем тата «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ»;
◼ тӗрлӗ трактатсемпе брошюрӑсем;
◼ информаци хучӗ;
◼ килрен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫырса пынисем, ручка е кӑранташ.
УПРАСА ХӐВАРӐР
ЫРӐ ХЫПАРА ТЕЛЕФОНПА САРМА ПУЛӐШАКАН ПАМЯТКА
АКӐ ХӐШ-ПӖР АСА ИЛТЕРӲСЕМ:
◼ Лӑпкӑ пулма тӑрӑшӑр. Яланхилле калаҫӑр. Ӑшӑ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
◼ Майӗпен, васкамасӑр тата ҫынна лайӑх илтӗнмелле калӑр.
◼ Ҫын сире курнӑ пек, йӑл кулӑр, алӑсемпе выляткалӑр.
◼ Кирлӗ мар чарӑнусем ан тӑвӑр.
◼ Ҫынна итлесе пӗтерӗр тата хӑйӗн шухӑшӗсене каланӑшӑн тав тӑвӑр.
◼ Сире ыйту пачӗҫ пулсан, хуравне ырӑ хыпара пӗрле саракан хыпарҫӑ Библире, «Рассуждение» кӗнекере е урӑх публикацире тупма пултартӑр тесе, ӑна сасӑпа тепӗр хут калӑр. (Телефона хыттӑн илтӗнмелли режима ан лартӑр.)
◼ Ирӗклӗн панӑ укҫа-тенкӗ ҫинчен ан асӑнӑр, мӗншӗн тесен вӗсем эпир мӗн те пулин сутатпӑр е телефонпа мӗнле те пулин пулӑшу паратпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Пӗрле калаҫаканпа куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ чухне пирӗн ӗҫе тума пӗтӗмпех ирӗклӗн панӑ укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑни ҫинчен калама пултаратӑр.
МАЛТАНХИ СӐМАХСЕМ
◼ «Сывлӑх сунатӑп. Мана... тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ сирӗн пата пыма пултарайманран шӑнкӑравларӑм. Эпӗ сирӗнтен аякрах мар пурӑнатӑп. [Урамӑн е кварталӑн ятне калама пулать.] Эпӗ эсир... пирки мӗн шутланине пӗлесшӗнччӗ».
◼ «Сывлӑх сунатӑп. Мана... тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫак районта ҫак ӗҫе хам ирӗкпе туса эпӗ ҫынсене Библипе ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшатӑп. Эсир хӑҫан та пулсан... ҫинчен шухӑшланӑ-и?»
◼ «Сывлӑх сунатӑп. Мана... чӗнеҫҫӗ. Эпӗ суту-илӳ агенчӗ мар. Эпӗ сирӗнтен инҫех мар... урамӗнче пурӑнатӑп. Юнашар пурӑнакан нумай ҫын... пӑшӑрханать». Ҫынсене пӑшӑрхантаракан вырӑнти хыпарсене асӑн.
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]
[Ун хыҫҫӑн калаҫӑва мӗнле пуҫланине тӗпе хурса ҫав темӑна малалла сӳтсе явӑр. Эсир «Рассуждение», «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» е хӑвӑр хатӗрленӗ материалтан вуласа пама пултаратӑр.]
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]
Пӗрремӗш калаҫу вӑхӑтӗнче Библи вӗренӗвӗ сӗннӗ чухне
◼ «Сывлӑх сунатӑп. Мана... тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ сирӗнтен инҫех мар... урамӗнче пурӑнатӑп. Эпӗ Библи вӗренӗвӗсем тӳлевсӗр ирттеретӗп, халӗ вара манӑн кӑшт вӑхӑт тупӑнчӗ. Эпир сирӗнпе хӑш-пӗр ыйтусене сирӗн Библи тӑрӑх сӳтсе явма пултаратпӑр, сӑмахран... [«Рассуждение» кӗнекерен 2—3 ыйту, пӗрле калаҫакана интереслентерме пултараканнисене, вуласа пар.] Ҫаксенчен хӑшӗ сире ытларах интереслентерет? [Хурава итле.] Эпӗ сире Библи хурав паракан хӑш-пӗр ыйтусене вуласа патӑм. Эпӗ сире Библи тӑрӑх ҫырнӑ тӳлевсӗр брошюрӑсенчен пӗрне хаваспах илсе килсе пама пултаратӑп».
Пӗрле калаҫакан хуравлама тӑхтаса тӑрать пулсан, эсӗ калама пултаратӑн:
◼ «Айтӑр эпӗ сирӗн пата тепӗр чухне шӑнкӑравлӑп, ҫак ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине ун чухне кӗскен сӳтсе явӑпӑр. Эпӗ сирӗн ата ҫак вӑхӑтрах шӑнкӑравласан сире вырӑнлӑ пулать-и?»
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]
Ҫын ҫапла калать пулсан:
«ЭСИР МӖНЛЕ ТӖНЕ ТЫТСА ТӐРАТӐР?»
◼ «Эпӗ Иегова Свидетелӗ». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва хӑв хатӗрленӗ ыйту тӑрӑх тӑсма пулать.
«ЭСИР МАН ТЕЛЕФОН НОМЕРНЕ ӐҪТАН ПӖЛЕТӖР?»
◼ «Телефон справочникӗнчен». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва хӑв хатӗрленӗ ыйту тӑрӑх тӑсма пулать.
◼ «Эпӗ юнашар пурӑнакансем патне пурин патне те шӑнкӑравлатӑп». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва хӑв хатӗрленӗ ыйту тӑрӑх тӑсма пулать.
◼ «Эпӗ номерӗ камӑн пулнине пӗлмесӗрех шӑнкӑравлатӑп». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва хӑв хатӗрленӗ ыйту тӑрӑх тӑсма пулать.
«КАМ ПАТНЕ ШӐНКӐРАВЛАМА ЮРАМАСТЬ, ЭПӖ ҪАВ СПИСОКРА ТӐРАТӐП».
◼ «Эпӗ нимӗн те сутмастӑп, ҫавӑнпа манӑн ҫавӑн пек списоксем ҫук». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва хӑв хатӗрленӗ ыйту тӑрӑх тӑсма пулать.
Ҫын Иегова Свидетелӗсем хӑй патне текех ан шӑнкӑравлаччӑр тет пулсан
◼ «Эпӗ ҫакна хам патра паллӑ туса хурӑп. Сире хисеплесе эсир мӗн ыйтнине шута илӗпӗр». Ун хыҫҫӑн калаҫӑва вӗҫлӗр. Ҫыннӑн ятне, шӑнкӑравламалла марри пирки хӑҫан каланине ҫырса хурӑр та ҫак информацие участокӑн карточки ӑшне чиксе хурӑр.
Автоответчик хуравлать пулсан
◼ «Эпӗ сире ку хутӗнче килте тытаймарӑм, питӗ шел. Мана... тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ сире Библи тӑрӑх тунӑ доклада итлеме чӗнме шӑнкӑравларӑм, унӑн ячӗ: ․․․․․.
[Кун тата вӑхӑт] ․․․․․.
[Адрес] ․․․․․.
Укҫа пуҫтармаҫҫӗ».
◼ «Мана... тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ ҫынсене вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине Библи мӗнле хуравланине тупма пулӑшатӑп, ҫак ӗҫе хам ирӗкпе тӑватӑп. Эпӗ сирӗн пата тепӗр чухне шӑнкӑравлӑп».
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]
◼ «Манӑн пӗр публикаци пур, эсир унтан ҫак ыйту пирки ытларах пӗлме пултаратӑр. Эпӗ ӑна сире хаваспах илсе килсе пама пултаратӑп. Уншӑн тӳлемелле мар».
◼ «Мана сирӗнпе калаҫма питӗ хавас пулчӗ. Сирӗн пата ҫак темӑна малалла сӳтсе явма тепрехинче (арӑмпа/упӑшкапа) килме юратчӗ-ши? Эпир ҫак ыйтӑва сӳтсе явма пултаратпӑр: ․․․․․».
◼ «Мана сирӗнпе калаҫма питӗ хавас пулчӗ. Айтӑр эпӗ тепӗр чухне сирӗн пата шӑнкӑравлӑп та эпир ҫак ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине сӳтсе явӑпӑр: ․․․․․. Сире ҫак вӑхӑт вырӑнлӑ-и?»
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]
Ҫын хӑйӗн патне килтересшӗн мар пулсан ҫапла калама пулать:
◼ «Сирӗн кӑмӑл пур пулсан эпӗ сире ҫак публикацие ярса пама пултаратӑп».
◼ «Калаҫӑва малалла тӑсмашкӑн сирӗн пата шӑнкӑравлама юрать-и? Эпӗ ҫак вӑхӑтрах шӑнкӑравласан сире вырӑнлӑ пулать-и?»
◼ «Мана сирӗнпе калаҫма питӗ килӗшрӗ. Эпӗ сире Библи тӑрӑх тунӑ доклада итлеме чӗнесшӗн, унӑн ячӗ: ․․․․․.
[Кун тата вӑхӑт] ․․․․․.
[Адрес] ․․․․․.
Укҫа пуҫтармаҫҫӗ» ․․․․․.
◼ [Хӑвӑр варианта ҫырӑр.]