Ырӑ хыпара телефонпа сарасси ӑнӑҫлӑ пулма пултарать
1. Ырӑ хыпара телефонпа каласа пӗлтересси мӗншӗн питӗ кирлӗ?
1 Мӗншӗн эпир ырӑ хыпара телефонпа каласа пӗлтерес тетпӗр? Мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ паракан пӗлӗве илме пулӑшмалли тепӗр май (2 Пет. 3:9). Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сармалли тӗп меслет — килрен-киле каласа ҫӳресси, анчах та эпир килӗсенче сахал пулакан ҫынсене тӗл пулса ырӑ хыпар пӗлтерес тесе урӑх меслетсемпе те хатӗр пулсах усӑ куратпӑр (Матф. 24:14; Лука 10:1—7; Апок. 14:6).
2. Телефонпа ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле майпа тӑваҫҫӗ?
2 Ҫак ӗҫе мӗнле тумалла. Килрен-киле ырӑ хыпар каласа ҫӳремелли участоксем пур, ҫавӑн пекех телефонпа та ырӑ хыпар сарма участоксем пур. Телефонпа ырӑ хыпар сарма пӗччен те, икӗ е виҫӗ ҫынран тӑракан ушкӑнпа та пулать. Тата ҫакна тума шавсӑр, никам чӑрмантарман пӳлӗм кирлӗ. Нумайӑшне сӗтел хушшине ларса кирлӗ публикацисене — килрен-киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ куракан публикацисене — хӑйсен умне сӗтел ҫине сарса хурса калаҫма килӗшет.
3. Телефон урлӑ ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла?
3 Телефонпа ырӑ хыпара мӗнле сармалла. Телфонпа ырӑ хыпара калама пуҫланӑ чухне ялан калаҫнӑ пек калаҫмалла. Телефонпа кам пӗрремӗш хут ырӑ хыпар калать, вӑл малтанхи сӑмахӗсене хут ҫинчен вуласа пама пултарать, анчах та ҫакӑ калаҫнӑ чухнехи пек пулмалла. Калаҫӑва мӗнле пуҫламалли ҫинчен «Рассуждение» ятлӑ (выр.) кӗнекере, «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинче, «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактатра ҫырса панӑ. Калаҫӑва хӑв пӗлнӗ пек пуҫлас тетӗн пулсан, унта тема, вырӑнлӑ ыйту тата ыйту ҫине хурав паракан Библирен темиҫе сӑвӑ йӗрки пулмалла. Килрен-киле ҫӳренӗ чухне мӗнле публикацисем хӑваратпӑр, ҫавсенех сӗнме пултаратпӑр. Ҫакна асра тытмалла: кӗлеткене хытарса лартмалла мар тата васкамасӑр калаҫмалла. Сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулмалла тата ӑшшӑн калаҫмалла, мӗншӗн тесен ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмне телефонпа калаҫнӑ чухне те туйма пулать. Кил хуҫи мӗн каланине итлесе пӗтер, ун хыҫҫӑн ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене каланӑшӑн тав ту. Ирӗклӗн паракан укҫа-тенкӗ пирки калама кирлӗ мар, унсӑрӑн пире телефон урлӑ суту-илӳ тӑвакансем е ӗҫ шыракансем вырӑнне хума пултараҫҫӗ.
4. Телефонпа ырӑ хыпар сарни хамӑра уйӑрса панӑ участокра ырӑ хыпара тӗплӗн каласа пӗлтерме мӗнле пулӑшма пултарать?
4 Чирлӗ выртнине пула килтен тухма пултарайман ҫынсене е ӗҫ графикӗ пирки килте сахал пулакан ҫынсене эпир телефонпа ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратпӑр. Теприсем вара, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче — кӗме май ҫук ҫуртсенче — пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе тӗплӗн тата туллин тӑвас тесен, ӑнӑҫлӑ меслетпе усӑ курасси пирки — ырӑ хыпара телефонпа пӗлтересси пирки — манса каймалла мар.