Январӗн 7-мӗшӗн эрнелӗх программи
ЯНВАРӖН 7-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
9-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 9 п., 1—8 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Матфей 1—6 (10 мин.)
1 №: Матфей 5:21—32 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Турӑ кӗлӗсене хӑҫан итлемест? (rs-U 236 с., 7 абз.— 237 с., 7 абз.) (5 мин.)
3 №: Иегова камӑн та пулин «пайӗ» пулма мӗнле пултарать? (Йыша шутл. 18:20) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Январьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Ҫак брошюрӑсем сирӗн вырӑнти ҫынсемшӗн мӗншӗн интереслӗ пулма пултарнине 30—60 ҫеккунт хушшинче каласа пар. «Стоит ли бояться конца света?» брошюрӑри малтанхи статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту пама пулнине тата Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине итлекенсенчен ыйт. Ҫавӑн пекех «Как воспитать в детях отзывчивость в мире эгоизма» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан ҫак брошюрӑсенчи тепӗр статьяна та сӳтсе яв. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
10 мин. Библие вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшатпӑр. 2-мӗш пайӗ. Вӗренӗве хатӗрленни. Сӳтсе явни. 2004 ҫулхи август уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.), 1 с. Демонстраци кӑтарт. Хыпарҫӑ Библи вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума мӗнле пулӑшмалли пирки старейшинӑран канаш ыйтать. Старейшина вӗренӳ ирттернӗ чухне час-часах кирлех мар вак-тӗвексене тата урӑх темӑсене сӳтсе явма ытла нумай вӑхӑт кайни пирки калать. «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекери 8-мӗш сыпӑкпа усӑ курса вӑл хыпарҫӑна 1) тӗп шухӑшсене сӳтсе явассине малти вырӑна мӗнле хумаллине, 2) Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисемпе ӑнӑҫлӑн мӗнле усӑ курмаллине тата 3) вӗренекене мӗн кирлине шута илсе материалпа мӗнле усӑ курмаллине кӑтартать. Вӑл ҫакна палӑртать: вӗренӳ ирттернӗ чухне кашнинчех лайӑх хатӗрленмелле.
10 мин. Патшалӑх Залӗ таса пулни Иеговӑна мухтава кӑларать. Доклад. Старейшина тӑвать. Иегова — таса Турӑ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсен таса пулмалла (Тух. 30:17—21; 40:30—32). Турра пуҫҫапмалли вырӑна таса та тирпейлӗ тытнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (1 Петр 2:12). Патшалӑх Залӗн тулаш енӗ чӑнлӑх ҫинчен питӗ лайӑх пӗлтерсе тӑни ҫинчен хӑвӑр вырӑнта пулса иртнӗ е публикацисенчи тӗслӗхе илсе пар. Залри тасалӑхшӑн тата юсав ӗҫӗсемшӗн яваплӑ арҫын тӑванран интервью ил. Вӑл зала тирпейлӗ тытассине мӗнле йӗркеленине каласа патӑр. Пурне те зала таса тытма хавхалантар.
13-мӗш юрӑ тата кӗлӗ