«Ӗненекенсене... юратӑр»
Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак сӑмахсене икӗ пин ҫула яхӑн каялла ҫырса хунӑ пулнӑ (1 Петр 2:17). Халӗ вара вӗсене тытса тӑни тата та кирлӗрех. Анчах та эпир пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха юратма мӗнле пултаратпӑр? Тата, юрату пулман ҫак тӗнчере пурӑннӑ май, хамӑрӑн юрату ан сӳнтӗр тесен пирӗн мӗн тумалла? (Матф. 24:12.) «Наше всемирное братство» фильма пӑхнӑ чухне ҫакӑнта илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравлама тӑрӑшӑр.
1) Эпир официаллӑ майпа хамӑрӑн христианла тӑванлӑхӑн пайӗ хӑҫан пулса тӑнӑ? 2) Пирӗн тӑванлӑх мӗнле виҫӗ ӗҫе тума хутшӑнать? 3) Пирӗн тӑвансем а) Аляскӑри ҫитме йывӑр вырӑнсенче, ӑ) Европӑри пысӑк портсенче, б) Перури ҫӳреме ҫук шурлӑхлӑ чӑтлӑх вӑрмансенче ырӑ хыпар сарас тесе мӗн тӑваҫҫӗ? 4) Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫ пирки вӑл пысӑк ӗҫ мар тесе шутламалла мар? 5) Иеговӑн Свидетелӗсем а) ҫӗр чӗтренни хыҫҫӑн, ӑ) вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн, б) граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшни тата йӑпатни ҫинчен тӗслӗхсем илсе парӑр. 6) Пирӗн христианла тӑванлӑха уйӑрса илме паракан паха ене пирӗнтен кашни пурнӑҫра мӗнле кӑтартма пултарать? (Иоанн 13:35.) 7) Патшалӑх Залӗсене тунӑ чухне пӗрле ӗҫлени мӗнле усӑ парать? 8) Ырӑ хыпар сарма чарнӑ вӑхӑтра Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Раҫҫейри тӑвансем Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнӑвӗсене мӗнле ҫирӗплетсе тӑнӑ? 9) Конгрессенче пулас тесе Свидетельсенчен нумайӑшӗ мӗн тӑвать тата мӗншӗн? 10) Ҫак фильм сана а) христиансен тӗлпулӑвӗсенче тӑвансемпе пӗрлӗхре Иеговӑна пуҫҫапас тӗлӗшпе, ӑ) инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшас енпе тата б) май килнӗ чухне тӳрех ырӑ хыпара шанчӑклӑн сарас енпе ҫирӗп шухӑшлӑ пулма мӗнле пулӑшрӗ? 11) Сӑваплӑ ӗҫре ҫак фильмпа мӗнле тата хӑҫан усӑ курма пулать?
Эпир христианла тӑванлӑхӑн пайӗ пулса тӑнин тӗп сӑлтавӗ — Иеговӑна юратни. Пире ун ҫинчен пӗлсе пыма тата ҫав пӗлӳсене ыттисене каласа пама килӗшет. Эпир Иегова юратакан ҫынсене юрататпӑр. Вӗсене инкек вӑхӑтӗнче пулӑшнӑ чухне эпир Турӑран парне кӗтместпӗр. Турӑ пире панӑ парнешӗн — хамӑрӑн христианла тӑванлӑхшӑн — эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫак юрату пулман тӗнчен юлашки кунӗсем вӗҫленсе пынӑ май айтӑр малалла та хамӑрӑн тӑванлӑха юратар!