Февралӗн 11-мӗшӗн эрнелӗх программи
ФЕВРАЛӖН 11-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
27-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 10 п., 21—27 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Матфей 26—28 (10 мин.)
1 №: Матфей 27:24—44 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Турӑ тӳсӗмлӗ пулни мӗнле майпа ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать? (2 Петр 3:9, 15) (5 мин.)
3 №: Кам та пулин: «Эсир пророкла каланисене ытла пысӑк вырӑна хуратӑр» — терӗ пулсан (rs-U 296 с., 6 абз.— 297 с., 1 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Сӳтсе явни. Матфей 6:19—21 тата Лука 16:13 вуласа пама ыйт. Сӑваплӑ ӗҫре ҫак сӑвӑсем пире мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тух.
20 мин. «Эсӗ пулӑшакан пионер пулса ӗҫлӗн-и?» Ыйту-хурав. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. 2-мӗш абзаца пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн мартра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме шут тытнӑ икӗ хыпарҫӑран кӗске интервью ил: пӗри тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫлет, теприн вара сывлӑхӗ япӑх. Вӗсем пионер пулса ӗҫлес тесе мӗнле улшӑнусем тума шут тытнӑ? 3-мӗш абзаца пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн демонстраци кӑтарт: Турра пуҫҫапмалли каҫ пӗр мӑшӑр е ачаллӑ ҫемье сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явать.
10-мӗш юрӑ тата кӗлӗ