Мартӑн 4-мӗшӗн эрнелӗх программи
МАРТӐН 4-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
31-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
dg 11 п., 14—18 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Марк 9—12 (10 мин.)
1 №: Марк 11:19—12:11 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Пурӑннӑ чухне тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ҫынна вилнӗ хыҫҫӑн наказани памалла-и? (rs-U 430 с., 2—6 абз.) (5 мин.)
3 №: Хамӑра Турра халаллани телейлӗ пулма пулӑшать теме мӗншӗн пулать? (Ап. ӗҫ. 20:35) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Мартра брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Итлекенсене ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ыйт: канмалли кунсенче мӗнле лару-тӑрура чӗнӳ хучӗсем кӑна мар, брошюрӑсем те сӗнме пулать? Чӗнӳ хутне сӗннӗ хыҫҫӑн брошюрӑсем ҫине мӗнле куҫма пулать? Мӗнле сӗнмеллине кӑтартнисенче ыйтупа сӑвӑ йӗрки пур пулсан та, ӑна мӗнле кӗскетме пулать? Кашни брошюрине чӗнӳ хучӗпе пӗрле мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
10 мин. 2013 ҫулхи «Исследовать Писания каждый день» брошюра. Сӳтсе явни. 3—4-мӗш страницӑсенчи 2013 ҫулӑн текстне тата 5-мӗш страницӑри «Как пользоваться этой брошюрой» статьяна кӗскен пӑхса тух. Ун хыҫҫӑн сӑвӑ йӗркипе комментарие вулама вӑхӑт хӑҫан уйӑрни ҫинчен, ҫакӑ мӗнле усӑ пани ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. Вӗҫӗнче брошюрӑна кашни кунах пӑхса тухма пурне те хавхалантар.
10 мин. Библие вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшатпӑр. 3-мӗш пайӗ. Сӳтсе явни. 2004 ҫулхи ноябрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.), 4 с. «Добрая весть от Бога» брошюрӑри 1-мӗш урокри 2-мӗш абзацпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле ирттермеллине кӗске демонстраци кӑтарт. Абзаца вуланӑ пулнӑ, ыйту ҫине те хуравланӑ. Хыпарҫӑпа вӗренекен Исаия 25:8, 33:24 тата Даниил 2:44 вулаҫҫӗ те сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпарҫӑ ансат ыйтусем парса вӗренекене ҫак сӑвӑ йӗркисенчен кашнийӗ сӳтсе явакан темӑпа мӗнле ҫыхӑннине ӑнлантарса пама ыйтать.
20-мӗш юрӑ тата кӗлӗ