Октябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 20-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
5-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 20 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Саккуна астутарни 7—10 (10 мин)
1 №: Саккуна астутарни 9:15—29 (4 мин е сахалрах)
2 №: Ҫитменлӗхсӗр ҫын мӗншӗн ҫылӑх тума пултарнӑ (rs-U 118 с., 2 абз.— 119 с., 3 абз.) (5 мин)
3 №: Иеговӑн йышӑнӑвӗсене хирӗҫлес шухӑш ан пултӑр (it-U «Адония», 1— 4 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
15 мин. «1914 ҫул ҫине эпир мӗнле пӑхнине ӑнлантаратпӑр». Сӳтсе явни. Хулӑн шрифтлӑ точкӑпа палӑртнӑ кашни ыйту пирки мӗн шутланине итлекенсене каласа пама ыйт.
15 мин. 1914 ҫул ҫине эпир мӗнле пӑхнине ӑнлантарса пама пулӑшакан хатӗр. Малтан ҫичӗ минут хушши пыракан демонстраци кӑтарт: хыпарҫӑ вӗренекене «Реален ли Сатана?» брошюрӑн 11-мӗш страницинчи таблицӑпа усӑ курса Даниил кӗнекинчи 4-мӗш сыпӑкра пророкла калани Турӑ Патшалӑхӗпе мӗнле ҫыхӑннине ӑнлантарса парать. Демонстраци мӗншӗн усӑллӑ пулнине итлекенсене каласа пама ыйт. Вӗҫӗнче Ӳлӗмхине 12:10, 12-мӗшӗсене вуласа пар та Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланине пӗлни мӗншӗн пире ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр пӗлтерме хавхалантарнине итлекенсене каласа пама ыйт.
49-мӗш юрӑ тата кӗлӗ