Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсемпе мӗнле чунтан интересленмелле
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Иисус кашни ҫынпа, ӑна мӗн кирлине шута илсе, чунтан интересленнӗ. Сӑмахран, пӗррехинче Иисус хӑлхасӑр ҫынна сыватас тенӗ чухне ҫав ҫын питӗ аванмарланнине курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна халӑх куҫӗнчен аяккалла илсе кайнӑ (Марк 7:31—35). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем мӗн чухлӗ ӑнланма пултарайнине шута илсе вӗсене ытла нумай каламан (Иоанн 16:12). Иисус пӗлӗтре пулнӑ чухне те ҫынсемпе кашнинпе интересленнӗ (2 Тим. 4:17). Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑран эпир те унран тӗслӗх илсе тӑрасшӑн (1 Петр 2:21; 1 Иоанн 3:16, 18). Унсӑр пуҫне, ҫынсем ҫинчен шухӑшлатпӑр тата вӗсен лару-тӑрӑвне, вӗсем мӗнпе интересленнине, вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине шута илетпӗр пулсан, сӑваплӑ ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвӑпӑр. Вӗсем хӑйсене мӗн те пулин каласшӑн е парса хӑварасшӑн пулнине кӑна мар, хӑйсемпе чӗререн интересленнине курса, тен, пире итлӗҫ.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е, тен, ырӑ хыпар сарнӑ чухне малтан каламалли сӑмахсене каласа пӑхӑр. Малтан каламалли сӑмахсене ҫынна мӗн кирлине шута илсе улӑштар.
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ирттерекен тӑван хӑш-пӗр чухне, тен, ҫынсемпе кашнинпе мӗнле чунтан интересленмеллине сӳтсе явӗ тата ҫавна мӗнле тумаллине демонстраци кӑтартӗ.