Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрлесе
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем ҫынна кӑсӑклантармасан вӑл калаҫӑва чарса лартма та пултарать, вара эпир ӑна ырӑ хыпара пӗлтереймӗпӗр. Ҫавӑнпа та хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ калаҫӑва пуҫламалли майсенче малтанхи сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать. «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗнче тата «Рассуждение» кӗнекере калаҫӑва пуҫламалли майсене ҫырса панӑ пулсан та, вӗсенче пӗтӗмпех мӗн каламаллине ҫырмасан та пултарнӑ, ҫакӑ пире кӑштах ирӗклӗх парать. Калаҫӑва пуҫламалли мая туллин ҫырса панӑ пулсан та хыпарҫӑсем ӑна улӑштарма е хӑйсем шутласа кӑларма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫын алӑка уҫсан тӳрех пуҫа мӗн килнине калас вырӑнне калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене тӗплӗн хатӗрлесен ырӑ хыпар сарнӑ ӗҫре эпир ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр (Ытар. 15:28).
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрле те ӑна сасӑпа каласа пӑх.
Пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ тӑвана хӑв мӗн ҫинчен каласшӑн пулнине каласа пар (Ытар. 27:17). Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем ӑнӑҫлӑ пулмарӗҫ пулсан вӗсене улӑштар.