Калаҫӑва ӑнӑҫлӑ пуҫлас тесен мӗнле хатӗрленмелле
1. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем ӑнӑҫлӑ пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
1 Вӗри апат умӗн паракан тутлӑ ҫӑмӑл апат аппетита вӑйлатнӑ пекех калаҫӑва лайӑх пуҫлани Библи тӑрӑх ӑнӑҫуллӑ калаҫма пулӑшать. Малтанхи сӑмахсене ӑста калани вӑрӑмӑшӗпе тата содержанипе уйрӑлса тӑма пултарать пулсан та, тутлӑ апата хатӗрленӗ пекех вӗсене маларах шухӑшласа хумалла тата «хатӗрлемелле» (Ытар. 15:28). Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем ӑнӑҫуллӑ пулччӑр тесен мӗнле хатӗрленмелле?
2. Калаҫӑва пуҫламалли малтанхи сӑмахсем ҫынсене интереслентерччӗр тесен мӗнле хатӗрленме пулать?
2 Интереслӗ тема суйласа ил. Малтанхи сӑмахсем ҫынна интереслентермесен ҫын калаҫӑва чарса лартма пултарать. Ҫавӑнпа та хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсене мӗнле темӑсем интереслӗ пулма пултарни пирки маларах шухӑшласа хур. Лайӑх правительство? Телейлӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫ? Вӑрҫӑсем пӗтни? Ытларах ҫын хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама юратнӑран, вӗсене шухӑшлама хавхалантаракан ыйтусем хатӗрлени питӗ кирлӗ. «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗнче панӑ ырӑ хыпар сармалли меслетсенчен хӑшӗнпе те пулин хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе усӑ курма пулать. Ҫавӑн пекех ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ вӑхӑтра хӑшӗ-пӗрисемпе усӑ курса репетици туса пӑхма пулать.
3. Хӑвӑр вырӑнта пурӑнакан ҫынсен культурине тата мӗне ӗненнине шута илсе малтанхи сӑмахсене мӗнле хатӗрлеме пулать?
3 Культурӑна тата мӗне ӗненнине шута ил. Пӗр-пӗр халӑх культуринче ҫын мӗншӗн килнине тӳрех каласса кӗтеҫҫӗ, тепӗрисенче вара хӑйпе калаҫакан ҫыннӑн ырлӑх-сывлӑхӗ ҫинчен е хӑйӗн ҫинчен мӗн те пулин каласа парасса кӗтеҫҫӗ. Ку е урӑх вырӑнсенчи ҫынсем мӗне ӗненнине шута илсе хӑш-пӗр чухне Библи ҫинчен тӳрех асӑнма юрать (Ап. ӗҫ. 2:14—17). Анчах та христиан тӗнне е нимӗнле тӗне те тытса тӑман вырӑнсенче Библи пирки, тен, вӗсем патне тепӗр хут килсен кӑна асӑнни лайӑхрах (Ап. ӗҫ. 17:22—31).
4. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрленӗ чухне мӗне шута илмелле?
4 Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсем пирки тӗплӗн шухӑшла. Ытларах чухне кӗске те ансат предложенисемпе усӑ курни лайӑхрах. Ҫавӑн пекех эсӗ ҫав сӑмахсене мӗнле калани те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хавхалануллӑн кала. Чун-чӗререн, ыррӑн йӑл кулни эсӗ хӑвпа калаҫаканпа интересленнине кӑтартса парать. Ҫак канашсемпе усӑ курсан эсӗ калаҫӑва пуҫлама «тутлӑ» сӑмахсем хатӗрлеме пултаратӑн, вӗсене тутанса пӑхсан хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсен «Ҫӳлхуҫа сӗтелӗнчен» апатланас кӑмӑл ҫуралӗ (1 Кор. 10:21).