Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb16 март 7 с.
  • Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Ҫавнашкал материал
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Вилнисем каллех пурӑнма пуҫлӗҫ!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • «Турра шанса тӑратӑп»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса эпир ҫирӗп шанатпӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
mwb16 март 7 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать

Вилес вӗҫне ҫитнӗ хӗр выртакан вырӑн патӗнче унӑн ҫемйинчисемпе тусӗсем хуйхӑрса лараҫҫӗ, унӑн пӗртӑванӗ вара вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен шухӑшласа чунне йӑпатать

Каҫхи апат уявӗ — тӳлесе илни пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем парасси пирки, сӑмахран, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки шухӑшламалли питӗ лайӑх вӑхӑт. Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен нихӑҫан та вилмелле пулман. Акӑ мӗншӗн чи хурлӑхлӑ туйӑмсенчен пӗри вӑл — ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрни (1Кр 15:26). Вӗренекенӗсем Лазарь вилнӗ пирки куляннине кура Иисусӑн чунӗ ыратнӑ (Ин 11:33—35). Иисус пур тӗлӗшрен те Ашшӗ пек пулнӑ, ҫавӑнпа эпир ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрнӑ чухне Иегова та хурланни пирки иккӗленместпӗр (Ин 14:7). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӗртсе тӑратма пуҫлас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтет, эпир те ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Иов 14:14, 15).

Иегова — йӗркелӗх Турри, ҫавӑнпа ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: чӗрӗлсе тӑрасси йӗркипе пулса иртӗ (1Кр 14:33, 40). Вилнисене пытарасси урӑх пулмӗ, пачах урӑхла, эпир чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене кӗтсе илме пуҫлӑпӑр. Эсӗ уйрӑмах чун шутсӑр хытӑ ыратнӑ чух вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки шухӑшлатӑн-и? (2Кр 4:17, 18.) Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки Сӑваплӑ Ҫырура каласа панӑшӑн тата тӳлесе илме панӑ парнешӗн эсӗ Иеговӑна тав тӑватӑн-и? (Кл 3:15.)

  • Санӑн тусусемпе хурӑнташусенчен уйрӑмах кама каллех курас килет?

  • Библире асӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗнпе санӑн уйрӑмах паллашас тата калаҫас килет?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр