ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Эсӗ хатӗр-и?
Эсӗ ҫутҫанталӑк инкекне тӳсме хатӗрлентӗн-и? Вӑл ӑнсӑртран пулса тухать. Ҫӗр чӗтренни, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл, пушар тата ҫӗре шыв илни пӗтӗмпех аркатса тӑкма пултарать. Унсӑр пуҫне, кирек ӑҫта та хирӗҫӳсем е терактсем пулса иртме пултараҫҫӗ, эпидеми те пуҫланма пултарать (Ек 9:11). Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫавӑн пекки нихӑҫан та пулас ҫук тесе пирӗн шутламалла мар.
Инкеклӗ вӑхӑта пирӗн пурин те хатӗрленмелле (Ыт 22:3). Эпир Иеговӑн организацийӗ пире пулӑшасса шанма пултаратпӑр пулин те, инкеке тӳсме хатӗрленесси вӑл — харпӑр хӑйӗн яваплӑхӗ (Гл 6:5).
«ЭСИР ҪУТҪАНТАЛӐК ИНКЕКНЕ ТӲСМЕ ХАТӖРЛЕНТӖР-И?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарни инкеклӗ вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать?
Мӗншӗн...
• инкек сиксе тухиччен, инкек вӑхӑтӗнче тата инкеке тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн та старейшинӑсемпе ҫыхӑну тытмалла?
• малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хумалла? (g17.5-U 6 с)
• хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта мӗнле-мӗнле инкек пулса тухма пултарни ҫинчен тата ҫав вӑхӑтра мӗн-мӗн тумалли ҫинчен маларах шухӑшламалла?
Инкек тӳсекен ҫынсене мӗнле виҫӗ майпа пулӑшма пулать?