26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова хамӑра юратни хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
«Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп» (ПС. 117:6).
105-МӖШ ЮРӐ Турӑ вӑл юрату
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Ытларах чухне пире мӗн-мӗн хӑратать?
САНТЬЯГОПАb Мария мӑшӑрсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарасшӑн пулнӑ. Ҫавна тӑвас тесе вӗсен хӑйсен пурнӑҫне ансатлатмалла пулнӑ. Анчах та вӗсем сахалрах укҫа ӗҫлесе илме пуҫласан чӑннипех телейлӗ пулайӑпӑр-ши тесе шутланӑ. Биниам ятлӑ арҫын тӑван пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнать. Вӑл, хӑй Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан, хӑйне хӗсӗрлеме пуҫласса пӗлнӗ. Ҫакӑ ӑна шиклентернӗ. Анчах пуринчен ытла вӑл тӑванӗсем хӑйне хирӗҫ тӑрасран хӑранӑ. Валери ятлӑ хӗрарӑм тӑвана вара хӑрушӑ диагноз лартнӑ — рак чирӗн йывӑр форми. Вӑл юн ямасӑр операци тума килӗшекен хирурга чылайччен шыранӑ. Валери хӑй вилсе каясран хӑранӑ.
2. Мӗншӗн хӑранине ҫӗнтермелле?
2 Пирӗнтен нумайӑшӗн ҫапла хӑрани пулнӑ. Анчах та хӑранине ҫӗнтермеллех, мӗншӗн тесен ҫапла тусан эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатакан йышӑнусем тумӑпӑр. Шуйттан вара эпир йӑнӑш тӑвасса кӗтсех ларать. Вӑл эпир хӑранипе усӑ курса пире Туррӑн законне пӑстарма, сӑмахран, ырӑ хыпар сарма пӑрахтарма хӑтланать (Ӳлӗм. 12:17). Шуйттан хаяр та питӗ вӑйлӑ. Вӑл пире пӗртте хӗрхенмест. Анчах та эпир хӳтлӗхсӗр мар.
3. Хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшать?
3 Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленместпӗр пулсан, Шуйттан пире нихӑҫан та хӑратса ӳкермӗ (Пс. 117:6). Айтӑр 117-мӗш Псалома ҫыраканӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ун ҫине нумай йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑ. Псалом юрлаканӑн тӑшманӗсем самаях пулнӑ, вӗсенчен хӑш-пӗрисем влаҫра та ларнӑ (9-мӗшпе 10-мӗш сӑвӑ йӗркисем). Хӑш-пӗр чухне ӑна питӗ вӑйлӑ хӗснӗ (13-мӗш сӑвӑ йӗрки). Унсӑр пуҫне, Иегова ӑна наказани панӑ пулнӑ (18-мӗш сӑвӑ йӗрки). Ҫавах та вӑл: «Эпӗ хӑрамӑп»,— тесе юрланӑ. Мӗншӗн-ха вӑл хӑйне хӳтлӗхре туйнӑ? Иегова ӑна тӳрлетнӗ пулсан та, псалом юрлакан хӑйне ҫӳлти Ашшӗ питӗ хытӑ юратнине туйса тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та хӑйне Турӑ пулӑшасса ҫирӗп шаннӑ (Пс. 117:29).
4. Турӑ хамӑра юратни пирки иккӗленмесен эпир мӗнрен-мӗнрен хӑрама пӑрахӑпӑр?
4 Иегова хамӑра юратнине ҫирӗп ӗненетпӗр пулсан, эпир час-часах хамӑр мӗнрен хӑранине: 1) ҫемьене тӑрантарма пултараймасран хӑранине, 2) ҫынсенчен хӑранине тата 3) вилӗмрен хӑранине ҫӗнтерме пултаратпӑр. Пӗрремӗш абзацра асӑннӑ тӑвансем Турӑ хӑйсене юратни пирки пӗртте иккӗленмен, ҫавӑнпа хӑранине ҫӗнтернӗ.
ҪЕМЬЕНЕ ТӐРАНТАРМА ПУЛТАРАЙМАСРАН ХӐРАНИ
Ҫемьене тӑрантарас тесе арҫын тӑван хӑйӗн ывӑлӗпе пӗрле пулӑ тытать (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Ҫемье пуҫӗ мӗншӗн хытӑ пӑшӑрханма пултарать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
5 Ҫемье пуҫӗсем килтисен пурӑнмалӑх мӗн кирли пурте пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (1 Тим. 5:8). Вӗсем ҫак тивӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗсем, COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче эсир нумай пӑшӑрхантӑр пулӗ. Тен, эсир ӗҫсӗр тӑрса юлса урӑххине тупаймасан ҫемьене мӗнле тӑрантармалла-ши е пурӑнмалли вырӑншӑн мӗнле тӳлемелле-ши тесе хӑранӑ пулӗ. Е, тен, эсир Сантьягопа Мария пекех, ансат пурнӑҫпа пурӑнма вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫакӑн пек хӑранипе Шуйттан питӗ ӑнӑҫлӑн усӑ курма пултарать.
6. Шуйттан пире мӗне ӗнентересшӗн?
6 Шуйттан пире Иегова пирӗншӗн тӑрӑшмасть тата хамӑр ҫемьешӗн тӑрӑшма пулӑшмасть тесе ӗнентересшӗн. Ӑна ӗненсе лартсан эпир ҫапла шутлама пуҫлама пултаратпӑр: кирек мӗнле пулсан та, Библири принципсене пӑсма тивет пулсан та, ӗҫсӗр тӑрса юлас марччӗ.
7. Иисус пире мӗн пирки шантарать?
7 Иисус Иеговӑна пуринчен те лайӑхрах пӗлет. Вӑл пире: «Сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать»,— тесе шантарать (Матф. 6:8). Иисус Турӑ пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парасси пирки пӗртте иккӗленмест, эпир Иеговӑн килӗнчисем вӗт! Турӑ вара, ҫемье пуҫӗ пулнӑ май, 1 Тимофей 5:8-мӗшӗнчи принципа хӑй те тытса тӑрать.
Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парать. Вӑл пире тӑвансем урлӑ пулӑшма пултарать (8-мӗш абзаца пӑхӑр)d
8. а) Ҫемьене тӑрантарма пултараймасран хӑранине ҫӗнтерме мӗн пулӑшать? (Матфей 6:31—33). ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Хӗрарӑм тӑвана апат-ҫимӗҫ илсе килсе панӑ мӑшӑртан эпир мӗне вӗренетпӗр?
8 Иегова хамӑра та, хамӑр ҫемьене те юратнине ӗненетпӗр пулсан, вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парасси пирки иккӗленмӗпӗр. (Матфей 6:31—33 вуласа парӑр.) Юратакан та уҫӑ кӑмӑллӑ Атте пулнӑран вӑл пирӗншӗн хаваспах тӑрӑшать. Ҫӗре тунӑ чухне Иегова ҫынсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине панисӗр пуҫне савӑнӑҫ кӳрекен тӗрлӗ япала та тунӑ (Пулт. 2:9). Пирӗн укҫа хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлине илме ҫеҫ ҫитет пулсан та, ҫакна асра тытмалла: чи кирли пирӗн пур тата ҫакна пире Иегова панӑ (Матф. 6:11). Юратакан ҫӳлти Атте пире хамӑр мӗн ҫухатнинчен те ытларах парать. Пуласлӑхра вара вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Ҫакӑн пирки Сантьягопа Мария мӑшӑрсем те иккӗленмеҫҫӗ (Ис. 65:21, 22).
9. Сантьягопа Марийӑран эпир мӗне вӗренетпӗр?
9 Колумбири Сантьягопа Марийӑн хитре ҫурт пулнӑ тата вӗсем ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе эпир хамӑр пурнӑҫа ансатлатасшӑнччӗ, анчах хӑраттӑмӑр. Сахалрах укҫа ӗҫлесе илме пуҫласан, пирӗн пурнӑҫ хальхи пек савӑнӑҫлӑ пулмасть тесе шутлаттӑмӑр». Ҫак мӑшӑр хӑранине мӗнле ҫӗнтернӗ-ха? Вӗсем хӑйсене Иегова юратнине нумай хутчен кӑтартни ҫинчен шухӑшланӑ. Вара ҫакна ӑнланса илнӗ: Иегова вӗсене нихӑҫан та хӑвармӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем укҫаллӑ ӗҫрен тухса кайса ҫуртне сутса янӑ та хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Вӗсем хӑйсем тунӑ йышӑну пирки мӗн шутлаҫҫӗ? Сантьяго ҫапла калать: «Эпир Матфей 6:33-мӗшӗнче мӗн ҫырни чӑн пулнине куртӑмӑр. Пирӗн хамӑра мӗн кирлинчен те ытларах пур. Халӗ эпир чылай телейлӗрех».
ҪЫНСЕНЧЕН ХӐРАНИ
10. Ҫынсем пӗр-пӗринчен хӑрани мӗншӗн тӗлӗнтермест?
10 Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑранпа ҫынсем пӗр-пӗрне сиен кӳреҫҫӗ (Еккл. 8:9). Сӑмахран, чиновниксем влаҫӗпе иртӗхеҫҫӗ, преступность анлӑ сарӑлнӑ, хӑш-пӗр ҫынсем килтисене пусмӑрлаҫҫӗ, шкул ачисем вара пӗр-пӗринчен мӑшкӑллаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗринчен хӑранинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Шуйттан ҫакӑнпа мӗнле усӑ курать-ха?
11, 12. Шуйттан эпир ҫынсенчен хӑранипе мӗнле усӑ курать?
11 Шуйттан пире ҫынсенчен хӑраса Турӑ законӗсене пӑстарасшӑн тата ырӑ хыпар сарма пӑрахтарасшӑн. Вӑл витӗм кӳнине пула хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пуҫлӑхсем пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартаҫҫӗ тата пире хӗсӗрлеҫҫӗ (Лука 21:12; Ӳлӗм. 2:10). Нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗс мар информаци тата сӗмсӗр суя сараҫҫӗ. Ҫав суяна ӗненекенсем пирӗнтен тӑрӑхласа кулма е хаяррӑн хирӗҫ тӑма та пултараҫҫӗ (Матф. 10:36). Ҫакӑнтан ним тӗлӗнмелли те ҫук. Шуйттан христиансене хӑратас тесе пӗрремӗш ӗмӗрте те ҫав меслетсемпех усӑ курнӑ (Ап. ӗҫ. 5:27, 28, 40).
Хурӑнташсем пире Иеговӑна пуҫҫапма чараҫҫӗ пулсан та, Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленмелле мар (12—14 абзацсене пӑхӑр)e
12 Шуйттан пуҫлӑхсем хӗсӗрленипе ҫеҫ усӑ курмасть. Хӑш-пӗрисем хӑйсем Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан килтисем мӗн калӗҫ-ши тесе хӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене хӑйсене хӗнесрен те хытӑрах хӑратать. Вӗсем килтисене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа килтисем те Иегова ҫинчен пӗлсе ӑна юратма пуҫлаччӑр теҫҫӗ. Тӑванӗсем чӑн Турӑпа унӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен хурласа калаҫни вара вӗсен чӗрине ыраттарать. Ҫапах та чӑнлӑха хирӗҫ тӑнӑ хӑш-пӗр хурӑнташсем Иегова Свидетелӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫапла та пулма пултарать: пирӗн ҫӗнӗ тӗне пула килтисем пирӗнпе хутшӑнма пӑрахма пултараҫҫӗ. Ҫапла пулса тухсан мӗн тумалла?
13. Килтисем хамӑртан пӑрӑнсан Иегова хамӑра юратнине ҫирӗп ӗненни мӗнле пулӑшма пултарать? (Псалом 26:10).
13 Пире Псалом 26:10-мӗшӗнчи (вуласа парӑр) хитре сӑмахсем йӑпатма пултараҫҫӗ. Хурӑнташсем пирӗнтен пӑрӑнсан та, Иегова хамӑра мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен шухӑшлани пире хамӑра лӑпкӑ туйма пулӑшать. Иегова пире чӑтӑмлӑ пулнишӗн пиллесси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл пирӗншӗн никамран та лайӑхрах тӑрӑшать. Турӑ пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине пурне те парать: хамӑра лӑпкӑ та савӑнӑҫлӑ туйма тата хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшать. Ҫакна Биниам тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать.
14. Биниам тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
14 Биниам пурӑнакан ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ пулин те, вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрас тенӗ. Хӑйне Турӑ юратнине ҫирӗп ӗненни ӑна ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Хӗсӗрлени хам кӗтнинчен те вӑйлӑрах пулчӗ. Анчах та ҫемье хама хирӗҫ тӑнинчен эпӗ тата хытӑрах хӑраттӑм. Иегова Свидетелӗ пулса тӑнине пула эпӗ атте те, манӑн пӗтӗм ҫемье те мана ниме тӑман ҫын тесе шутлама пуҫласран питӗ хӑраттӑм. Апла пулин те, Биниам Иегова кама юратать, ҫавсемшӗн тӑрӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен. Вӑл ҫапла хушса калать: «Эпӗ Иегова ытти тӑвансене укҫа-тенкӗ ҫитменнине, хӑйсем пирки ҫынсем япӑх шутланине тата хӑйсем ҫине тапӑннине тӳсме мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлаттӑм. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан вӑл мана пиллессе пӗлеттӗм. Мана пӗрре анчах мар арестленӗ тата асаплантарнӑ. Ун чухне эпӗ Турӑ хӑйне шанчӑклӑ юлнисене пулӑшнине хам ҫинче туяттӑм». Иегова Биниамшӑн чӑн-чӑн ашшӗ, Свидетельсем вара чӑн-чӑн ҫемье пулса тӑнӑ.
ВИЛӖМРЕН ХӐРАНИ
15. Мӗншӗн эпир вилӗмрен хӑратпӑр?
15 Библире вилӗм вӑл — тӑшман тенӗ (1 Кор. 15:25, 26). Уйрӑмах хамӑр е пирӗн ҫывӑх ҫынсем хытӑ чирлесе ӳксен эпир вилӗмрен хӑрама пултаратпӑр. Мӗншӗн вилӗм ҫав тери хӑратать-ха? Мӗншӗн тесен Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ (Еккл. 3:11). Ҫапах та вилӗмрен хӑрани хамӑр пурнӑҫа упрама та пулӑшать. Сӑмахран, вилесрен хӑрани пире усӑллӑ апат ҫиме, физкультура тума, кирлӗ чухне тухтӑр патне кайма хавхалантарать тата эпир кирлӗ мар ҫӗртенех хамӑра хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерместпӗр.
16. Шуйттан эпир вилӗмрен хӑранипе мӗнле усӑ курма пултарать?
16 Шуйттан эпир хамӑр пурнӑҫа хакланине пӗлет. Вӑл эпир пурнӑҫа упраса хӑварас тесе тем тума та, Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма та, хатӗр тесе калать (Иов 2:4, 5). Мӗн тери сӗмсӗр суя! Ҫавах та Шуйттан — «вилӗм пуҫлӑхӗ» — эпир вилӗмрен хӑранипе усӑ курса пире Турӑран пӑрса ярасшӑн (Евр. 2:14, 15). Хӑш-пӗр чухне Шуйттан витӗмне лекнӗ ҫынсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене вилӗмпе хӑратса унран тунма хушаҫҫӗ. Пире васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне вара Шуйттан ҫак лару-тӑрупа усӑ курса пире Иеговӑн законне пӑсма хӗтӗртме пултарать. Тухтӑрсем те, Иеговӑна ӗненмен хурӑнташсем те пирӗн юн ямалла тесе ҫине тӑма пултараҫҫӗ. Е пире кам та пулин Библири принципсемпе килӗшсе тӑман сипленмелли меслетсемпе усӑ курма хистеме пултарать.
17. Мӗншӗн вилӗмрен хӑрамалла мар? (Рим 8:37—39).
17 Паллах, пирӗн никамӑн та вилес килмест, анчах та эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: хамӑр вилсессӗн те Иегова пире юратма пӑрахмасть. (Рим 8:37—39 вуласа парӑр.) Иеговӑн тусӗсем вилсессӗн, вӑл, вӗсем чӗрӗ пулнӑ пекех, кашнине асӗнче тытать (Лука 20:37, 38). Иегова вӗсене питӗ чӗртсе тӑратасшӑн (Иов 14:15). Вӑл ҫынсемшӗн пысӑк хак тӳленӗ — хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, «ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр» тенӗ (Иоанн 3:16). Иегова пире питӗ хытӑ юратнине тата пирӗншӗн тӑрӑшнине эпир пӗлсе тӑратпӑр. Ҫавӑнпа эпир хытӑ чирлесе ӳксен те, пире вилӗмпе хӑратсан та эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр. Унтан та ытларах, эпир хамӑра йӑпатма тата вӑйпа ӑслӑлӑх пама ыйтатпӑр. Валери тата унӑн упӑшки шӑп ҫапла тунӑ та (Пс. 40:4).
18. Валери тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
18 Валери 35 ҫулта пулнӑ чухне хӑй ракӑн йывӑр формипе чирленине пӗлнӗ. Хӑйне Иегова юратни ӑна вилӗмрен хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ-ши? Валери акӑ мӗн калать: «Чир ҫинчен пӗлсен эпир упӑшкапа шалт аптраса ӳкрӗмӗр. Мана операци тумаллаччӗ. Эпӗ нумай хирургпа калаҫрӑм, анчах нихӑшӗ те юн ямасӑр операци тума килӗшмерӗ. Эпӗ питӗ хӑраттӑмччӗ, ҫапах та Турӑ законне пӑсса юн яма нихӑҫан та килӗшмен пулӑттӑм. Иегова мана юратнине хам пурнӑҫра темӗн чухлех туйса курнӑ. Халӗ вара манӑн та ӑна юратнине кӑтартма май уҫӑлчӗ. Тухтӑр сирӗн ӗҫсем лайӑхах мар тесе каланӑ чухне кашнинчех манӑн Иеговӑна тата ытларах савӑнтарас килетчӗ. Эпӗ Шуйттана парӑнма шутламан та. Юлашкинчен мана юн ямасӑр операци турӗҫ. Сывлӑх халӗ те чаплах мар пулин те, Иегова мана яланах мӗн кирлине парса тӑрать. Сӑмахран, мана диагноз лартиччен темиҫе кун маларах, эпир тӗлпулура „Инкеклӗ вӑхӑтра хӑюлӑха ан ҫухатӑр“c текен статьяна пӑхса тухрӑмӑр. Ҫакӑ шӑпах пире мӗн кирли пулчӗ. Эпир ӑна нумай хутчен вуласа тухрӑмӑр. Ҫавӑн евӗрлӗ статьясем тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑни пире упӑшкапа чӗрере канӑҫлӑх туйма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ».
ХӐРАНИНЕ ҪӖНТЕРЕТПӖР
19. Кӗҫех мӗн пулса иртӗ?
19 Иегова пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчипе христиансем йывӑрлӑхсене чӑтса ирттереҫҫӗ тата Шуйттана хӑйсене ҫӗнтерме памаҫҫӗ (1 Петр 5:8, 9). Эсир те вӗсем хушшинче. Иегова кӗҫех Иисуспа унпа пӗрле патшара ларакансене «шуйттан ӗҫне аркатма» хушӗ (1 Иоанн 3:8). Вара ҫӗр ҫинче пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсене тек «никам та хӑратмӗ» (Мих. 4:4; Ис. 54:14). Ҫав чаплӑ самана ҫитиччен вара айтӑр хӑранине ҫӗнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар.
20. Хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ?
20 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнине тата хӳтӗленине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумалла? Айтӑр ӗлӗк-авал Иегова хӑйне пуҫҫапакансене мӗнле хӳтӗлени ҫинчен шухӑшлар тата ыттисемпе те ҫакӑн ҫинчен калаҫар. Иегова хамӑра йывӑр килнӗ чухне мӗнле пулӑшнине те аса илсех тӑрар. Турӑ пулӑшнипе эпир хӑранине ҫӗнтерме пултарӑпӑрах! (Пс. 33:5).
129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
a Пур ҫыннӑн та хӑрани пулкалать. Хӑш-пӗр чухне хӑрани усӑ парать. Вӑл пире хӑрушлӑхран хӳтӗлет. Анчах та хӑрани сиен те кӳме пултарать. Мӗнле майпа? Шуйттан эпир хӑранипе усӑ курса пире тӗрӗс мар йышӑну тума хӗтӗртме пултарать. Ҫавӑнпа та хӑранине ҫӗнтерме тӑрӑшмалла. Ҫавна тума пире мӗн пулӑшӗ-ши? Ку статьяра эпир ҫакна курӑпӑр: Иегова хамӑра юратни пирки тата вӑл пирӗн майлӑ пулни пирки иккӗленместпӗр пулсан, сехӗрленсе ӳкмӗпӗр.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
d ӲКЕРЧӖК. Упӑшкипе арӑмӗ хӗрарӑм тӑван валли апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ. Ҫав хӗрарӑм тӑван ҫемйин пурӑнмалӑх мӗн кирли пултӑр тесе тӑрӑшсах ӗҫлет.
e ӲКЕРЧӖК. Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ывӑлне Иеговӑна пуҫҫапма чараҫҫӗ пулин те, ывӑлӗ Иегова хӑйне пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленмест.