18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
1-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн паха енӗсем
Хӗрхенекен кӑмӑллӑ «пӗтӗм ҫӗр Тӳрине» шанӑр!
«Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара?» (ПУЛТ. 18:25).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата тӳрӗлӗхе юратакан Турӑ иккенне лайӑхрах ӑнланас тесе эпир тӳрӗ мар ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калаҫӑпӑр.
1. Иегова Авраама мӗнле питӗ кирлӗ япалана вӗрентнӗ?
ҪАВ калаҫӑва Авраам пурнӑҫӗ тӑршшӗпех асра тытнӑ. Турӑ ӑна Содомпа Гоморра хулисене пӗтересшӗн пулни пирки ангел урлӑ пӗлтернӗ. Ҫакӑ Авраама аптратса ӳкернӗ. Вӑл ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара? [...] Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара?» Иегова тӳсӗмлӗ пулса хӑйӗн хаклӑ тусне питӗ кирлӗ япалана вӗрентнӗ: Турӑ нихӑҫан та тӳрӗ ҫынсене пӗтермест (Пулт. 18:23—33). Ҫак шухӑш пире те йӑпатать.
2. Мӗншӗн эпир Иегова хӗрхенсе тата тӗрӗс суд туни пирки иккӗленместпӗр?
2 Иегова суд тӑвасса та хӗрхенсе тата тӗрӗс суд тӑвать. Мӗншӗн эпир ҫакӑн пирки иккӗленместпӗр? Мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать» (1 Пат. 16:7). Тӗрӗссипе каласан, вӑл «пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине» пӗлет (3 Пат. 8:39; 1 Ҫул. 28:9). Ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Иегова мӗнле суд тунине эпир нихӑҫан та ӑнланса ҫитерейместпӗр. Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Унӑн йышӑнӑвӗсене ӑнланса илме ҫук» (Рим 11:33).
3, 4. Пирӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Иоанн 5:28, 29).
3 Апла пулин те, пирӗн те Авраамӑнни пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Тен, эпир ҫапла шутлатпӑр: «Иегова тӗп тунӑ ҫынсен нивушлӗ нимӗнле шанчӑк та ҫук? „Тӳрӗ маррисене... вилӗмрен чӗртсе“ тӑратнӑ чухне, тӗслӗхрен, Содомпа Гоморрӑра пурӑнакансенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрасса кӗтме пулать-и?» (Ап. ӗҫ. 24:15).
4 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки эпир мӗн пӗлетпӗр? Нумай пулмасть эпир пӗрисем «пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ», теприсем «суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тени мӗне пӗлтернине лайӑхрах ӑнланма пуҫларӑмӑрa. (Иоанн 5:28, 29 вуласа парӑр.) Ҫакна тӗрӗсрех ӑнланни Иеговӑн тӳрӗ сучӗпе ҫыхӑннӑ ытти япаласене те лайӑхрах ӑнланма пулӑшрӗ. Кун пирки ҫак тата тепӗр статьяра сӑмах пырӗ. Малтан эпир мӗн пӗлменнине, кайран мӗн пӗлнине пӑхса тухӑпӑр.
ЭПИР МӖН ПӖЛМЕСТПӖР?
5. Иегова Содомпа Гоморрӑра тӗп тунӑ ҫынсем пирки унччен пирӗн публикацисенче мӗн каланӑ пулнӑ?
5 Унччен пирӗн публикацисенче Иегова тӗп тунӑ тӳрӗ мар ҫынсем, сӑмахран, Содомпа Гоморра ҫыннисем, чӗрӗлсе тӑмӗҫ тенӗ пулнӑ. Анчах та кӗлтуса тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн пирӗн ыйту сиксе тухрӗ: ҫапла шутлани тӗрӗсех-ши?
6. а) Иегова тӳрӗ мар ҫынсене пӗтернине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр. ӑ) Иегова вӗсене яланлӑхах тӗп тунӑ тесе ҫирӗппӗн калама пулать-и?
6 Библире Иегова тӳрӗ мар ҫынсене пӗтерни ҫинчен татах та ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахран, пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне вӑл Нойпа унӑн ҫемйине кӑна чӗрӗ хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова израильтянсене Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑннӑ ҫичӗ халӑха пӗтерме хушнӑ. Каярахпа вара Турӑ ангелне ярса пӗр каҫрах 185 000 Ассири ҫар ҫыннине вӗлерттернӗ (Пулт. 7:23; Сак. аст. 7:1—3; Ис. 37:36, 37). Ҫак ҫынсене яланлӑхах тӗп тунӑ тесе, вӗсен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫук тесе Библи ҫирӗплетсе парать-и? Ҫук. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
7. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне тата Ханаана ҫӗнсе илнӗ чухне вилнӗ ҫынсем пирки эпир мӗн пӗлместпӗр? (Ӳкерчӗке пӑхӑр.)
7 Иегова ҫав ҫынсене пӗтернӗ пулин те, вӑл вӗсенчен кашни пирки мӗнле приговор йышӑннине эпир пӗлместпӗр. Вӗсен Иегова ҫинчен пӗлсе ӳкӗнме май пулнипе пулманнине те эпир пӗлместпӗр. Библире Ной пирки «тӳрӗлӗх ҫинчен пӗлтерекен» тенӗ (2 Пётр 2:5). Анчах та унта вӑл тем пысӑкӑш ковчег тунӑ чухне кӗҫех пӗтӗм ҫӗре шыв илӗ тесе кашни ҫыннах пӗлтерме тӑрӑшнӑ тесе ҫырман. Ханаан ҫыннисем пирки калас пулсан та, вӗсен пурин те Иегова ҫинчен пӗлсе тӳрленме май пулнипе пулманнине эпир пӗлместпӗр.
Ной хӑйӗн ҫемйипе пысӑк ковчег тӑвать. Пӗтӗм ҫӗре шыв илесси ҫинчен калакан хыпара вӑл ун чухне кашни ҫынна пӗлтернипе пӗлтерменни ҫинчен эпир пӗлместпӗр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)
8. Содомпа Гоморра ҫыннисем ҫинчен эпир мӗн пӗлместпӗр?
8 Содомпа Гоморрӑра пурӑннӑ ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем хушшинче тӳрӗ Лот пурӑннӑ. Анчах та вӑл вӗсенчен кашнине ырӑ хыпар каланӑ-ши? Эпир пӗлместпӗр. Ҫав хуласенче пурӑннӑ ҫынсем хӑйсене питӗ япӑх тытнӑ, анчах та вӗсем ҫавна ӑнланнӑ-ши? Ҫук пуль, вӗсем мӗн ачаранпах усал ҫынсем хушшинче пурӑннӑ вӗт. Содомри арҫынсем Лот хӑнисене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртесшӗн пулнине аса илӗр-ха. Библире Лот ҫурчӗ умӗнче арҫынсем «ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах» пуҫтарӑннӑ тесе каланӑ (Пулт. 19:4; 2 Пётр 2:7). Иегова Авраампа калаҫнинчен ҫав хулара пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ тӳрӗ мар ҫынсем пулни курӑнать (Пулт. 18:32). Апла пулсан, вӗсене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн тивӗҫлипех наказани панӑ пулнӑ. Анчах та Турӑ тӳрӗ мар ҫынсене чӗртсе тӑратнӑ чухне Содомри ҫынсенчен пӗрне те чӗртсе тӑратмӗ тесе ҫирӗппӗн калама пулать-и? Ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
9. Эпир Соломон пирки мӗн пӗлместпӗр?
9 Библире малтан тӳрӗ пулнӑ, кайран тӳрӗ мар пулса тӑнӑ ҫынсем пирки те каланӑ. Тӗслӗхрен, Соломон патша Иегова кам иккенне тата ӑна мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмаллине лайӑх пӗлнӗ. Турӑ та ӑна пиллесе тӑнӑ. Ҫапах та каярахпа Соломон суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ. Унӑн ҫылӑхӗсем Иеговӑна питӗ хытӑ ҫиллентернӗ. Ҫавна пула Израиль халӑхӗ ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши асапланса пурӑннӑ. Соломон вилсен, Библире ун пирки «канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ» тенӗ (3 Пат. 11:5—9, 43; 4 Пат. 23:13). Турӑ Сӑмахӗнче Иеговӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки те, сӑмахран, Давид патша пирки те, ҫавнах каланӑ. Эппин, Библире Соломон «канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ» тени вӑл чӗрӗлсе тӑрассине ҫирӗплетсе парать-и? Ҫук. Кам та пулин «вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать» тенине шута илсе Соломон чӗрӗлсе тӑрать тесе шутлама пултарать (Рим 6:7). Ҫапах та ҫав сӑмахсем вилнисем пурте чӗрӗлсе тӑрассине пӗлтермеҫҫӗ. Ҫын вилчӗ пулсан, унӑн ҫавна пула ҫеҫ каллех пурӑнма ирӗк пур теме ҫук. Вӗт вилӗмрен чӗртсе тӑратни вӑл — юратакан Туррӑн парни. Иегова кама ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парасшӑн, ҫавсене ҫав парнене парать (Иов 14:13, 14; Иоанн 6:44). Соломон ҫак парнене илӗ-ши? Эпир пӗлместпӗр, Иегова кӑна пӗлет. Анчах та Турӑ тӗрӗс тӑвасси пирки эпир иккӗленместпӗр.
ЭПИР МӖН ПӖЛЕТПӖР?
10. Иегова суд тунӑ чухне мӗн туять? (Иезекииль 33:11). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
10 Иезекииль 33:11 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иегова суд тунӑ чухне хӑй мӗн туйни ҫинчен калать. Турӑ хавхалантарнипе Пётр апостол, Иезекиилӗн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн, Иегова «никам та ан пӗттӗр... тет» тенӗ (2 Пётр 3:9). Ҫак сӑмахсем пире питӗ йӑпатаҫҫӗ. Иегова никама та витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех ӗмӗрлӗхех пӗтерменнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл питӗ хӗрхенекен Турӑ, ҫавӑнпа та май пур чухне яланах хӗрхенет.
Тӳрӗ мар ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫыннӑн Иегова ҫинчен пӗлме май пулӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)
11. Кам чӗрӗлсе тӑмӗ тата ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
11 Кам-кам чӗрӗлсе тӑрас ҫуккине эпир пӗлетпӗр-и? Библире ҫавӑн пек темиҫе ҫын пирки кӑна ҫырнӑb. Иисус Иуда Искариот чӗрӗлсе тӑмасть тесе уҫҫӑн каланӑ (Марк 14:21; ҫавӑн пекех Иоанн 17:12c пӑхӑр). Мӗншӗн тесен Иуда пӗлсе тӑрсах Иеговӑна тата унӑн Ывӑлне хирӗҫ кайнӑ. (Марк 3:29 тата «Тӗпчемелли Библире» (выр.) ҫак сӑвӑ йӗрки валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр.) Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракан хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫук тенӗ (Матф. 23:33). Павел апостол вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ӳкӗнмен ҫынсем чӗрӗлсе тӑмӗҫ тесе ҫырнӑ (Евр. 6:4—8; 10:29).
12. Иеговӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? Тӗслӗхсем илсе парӑр.
12 Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Иегова питӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата вӑл «никам та ан пӗттӗр... тет». Йывӑр ҫылӑхсем тунӑ ҫынсене хӗрхеннине вӑл мӗнле кӑтартнӑ? Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Вӑл темиҫе йывӑр ҫылӑх тунӑ. Сӑмахран, аскӑн ӗҫ тунишӗн тата ҫынна вӗлернишӗн айӑплӑ пулнӑ. Анчах та Давид ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа та Иегова ӑна хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Пат. 12:1—13). Манассия патша та пурнӑҫӗ тӑршшӗпе тенӗ пекех тискер ӗҫсем тунӑ. Иегова ҫакӑн пек ҫынна та, вӑл ӳкӗннине кура, хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Ҫул. 33:9—16). Ҫак тӗслӗхсем Иегова май пур чухне яланах каҫарнине аса илтереҫҫӗ. Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене чӗртсе тӑратӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсем мӗн тери йывӑр ҫылӑхсем тунине ӑнланса илсен, ӳкӗннӗ.
13. а) Мӗншӗн Иегова Ниневи ҫыннисене хӗрхеннӗ? ӑ) Каярахпа Иисус Ниневи ҫыннисем пирки мӗн каланӑ?
13 Иегова Ниневи ҫыннисене те хӗрхеннӗ. Вӑл Ионӑна Ниневи пирки: «Унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ», — тенӗ. Анчах та халӑх ӳкӗнсен, Иегова ырӑлӑх кӑтартса вӗсене каҫарнӑ. Турӑ Ионӑран чылай хӗрхенӳллӗрех пулнӑ. Унӑн хӑйӗн тарӑхса кайнӑ пророкне Ниневи ҫыннисем ырӑпа усала уйӑрма пӗлменни ҫинчен аса илтерме тивнӗ (Иона 1:1, 2; 3:10; 4:9—11). Каярахпа Иисус ҫак тӗслӗхе Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине тата вӑл тӗрӗслӗх Турри пулнине кӑтартас тесе илсе панӑ. Вӑл ӳкӗннӗ Ниневи ҫыннисем «Суд кунӗнче» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ (Матф. 12:41).
14. Ниневи ҫыннисем «суд валли» чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе мӗн пулать?
14 Ниневи ҫыннисем «Суд кунӗнче» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тени мӗне пӗлтерет? Иисус пуласлӑхра «суд валли чӗрӗлсе» тӑракансем пулӗҫ тесе вӗрентнӗ (Иоанн 5:29). Вӑл хӑй пин ҫул хушши ертсе пырас вӑхӑт пирки — «тӳрӗ ҫынсене те, тӳрӗ маррисене те» вилӗмрен чӗртсе тӑратас вӑхӑт пирки — каланӑ (Ап. ӗҫ. 24:15). Тӳрӗ маррисем «суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иеговӑпа Иисус вӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйсем мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курнипе курманнине сӑнаса тӑрӗҫ. Енчен те чӗрӗлсе тӑнӑ Ниневи ҫынни Иеговӑна пуҫҫапасшӑн пулмасть пулсан, Иегова ӑна пурӑнма ирӗк памӗ (Ис. 65:20). Пирӗнпе пӗрле Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас текенсем вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма пултарӗҫ! (Дан. 12:2).
15. а) Мӗншӗн Содомпа Гоморрӑра пӗтернӗ ҫынсенчен пӗри те чӗрӗлсе тӑмӗ тесе ҫирӗппӗн калама ҫук? ӑ) Иуда 7-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? («Иуда мӗн каласшӑн пулнӑ?» рамкӑна пӑхӑр.)
15 Иисус каланӑ тӑрӑх, «Суд кунӗнче» Содомпа Гоморра ҫыннисене хӑйне тата хӑй мӗне вӗрентнине сирсе янӑ ҫынсенчен ҫӑмӑлтарах пулӗ (Матф. 10:14, 15; 11:23, 24; Лука 10:12). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсем хӑйсене Содомпа Гоморра ҫыннисенчен чылай япӑхрах тытнине кӑтартас тесе пысӑклатса каланӑ-и? Ҫук пуль. Мӗншӗн тесен вӑл «Суд кунӗнче» Ниневи ҫыннисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки каланӑ чухне пысӑклатса каламан, вӗсем чӑнах та чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Содомпа Гоморра ҫыннисен пуласлӑхӗ пирки каланӑ чухне те сӑнарлӑ каламан, вӗсемпе чӑнах та мӗн пулассине каланӑ пулмалла. Ниневи ҫыннисем те, Содомпа Гоморра ҫыннисем те пӗр тапхӑрта, «Суд кунӗнче», чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Пӗрисем те, теприсем те хӑйсене питӗ япӑх тытнӑ, анчах та Ниневи ҫыннисен ӳкӗнме май пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус «суд валли чӗрӗлсе» тӑракансем пулӗҫ тенине те аса илӗр. Камсем вӗсем? Вӗсем «йӗркесӗр ӗҫ тунисем» (Иоанн 5:29). Ҫавӑнпа та Содомпа Гоморра ҫыннисен шанчӑк пур пулас. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем те пулин чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вара эпир вӗсене Иеговӑпа Иисус Христос ҫинчен вӗрентме пултарӑпӑр.
16. Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасси пирки мӗнле майпа йышӑну туни ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? (Иеремия 17:10).
16 Иеремия 17:10 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗрки хамӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмлетсе калама пулӑшать. Иегова яланах этем чӗрине тӗрӗслет тата унӑн чунне сӑнать. Вилнисене чӗртсе тӑратас вӑхӑт ҫитсен вӑл пурне те вӗсен «ҫул-йӗрне кура» тавӑрса парӗ. Иегова кирлӗ чухне ҫирӗп пулӗ, май пур чухне вара яланах хӗрхенӗ. Ҫавӑнпа та Библире пӗр-пӗр ҫын пирки вӑл чӗрӗлсе тӑмӗ тесе тӳррӗн каламан пулсан, пирӗн те ун пек каламалла мар.
«ПӖТӖМ ҪӖР ТӲРИ» ЯЛАН ТӖРӖС СУД ТӐВАТЬ
17. Вилнӗ ҫынсене мӗн кӗтет?
17 Шуйттан, Адам тата Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗренпе миллиард-миллиард ҫын вилнӗ ӗнтӗ. Ахальтен мар вилӗм пирки хӑрушӑ тӑшман тенӗ (1 Кор. 15:26). Вилнӗ ҫынсене мӗн кӗтет-ха? Христос хыҫҫӑн пыракансен пысӑках мар ушкӑнӗ — 144 000-ӗшӗ — тӳпери вилӗмсӗр пурнӑҫа илӗ (Ӳлӗм. 14:1). Иеговӑна шанчӑклӑ шутсӑр нумай арҫынпа хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗ. Ҫавӑ Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра «тӳрӗ ҫынсене... чӗртсе» тӑратнӑ чухне пулать. Чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем юлашки тӗрӗслев витӗр тухса шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Дан. 12:13; Евр. 12:1). Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра тӳрӗ мар ҫынсем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсем Иеговӑшӑн нихӑҫан та ӗҫлемен тата, тен, усал ӗҫсем те туса пурӑннӑ. Ҫав ҫынсен улшӑнма тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма май пулӗ (Лука 23:42, 43). Анчах та хӑш-пӗр ҫынсем пӗлсе тӑрсах Иеговӑна хирӗҫ пынӑ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсем чӗрӗлсе тӑмӗҫ тесе йышӑну тунӑ (Лука 12:4, 5).
18, 19. а) Иегова пур вилнӗ ҫынна та тӗрӗс суд тӑвӗ тесе мӗншӗн ҫирӗппӗн калама пулать? (Исаия 55:8, 9). ӑ) Тепӗр статьяра мӗн пирки сӑмах пырӗ?
18 Иегова суд тунӑ чухне яланах тӗрӗс йышӑну тӑвать тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Авраам Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр, чи ӑслӑ тата хӗрхенекен «пӗтӗм ҫӗр Тӳри» пулнине курнӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлне вӗрентнӗ те суд тумашкӑн пӗтӗм влаҫа ӑна панӑ (Иоанн 5:22). Ашшӗ те, Ывӑлӗ те ҫынсен чӗрисене питӗ лайӑх кураҫҫӗ (Матф. 9:4). Ҫавӑнпа та кашни ҫын пирки уйрӑммӑн йышӑну тунӑ чухне вӗсем тӗрӗс суд тӑвӗҫ.
19 Айтӑр яланах Иеговӑна шанар тата вӑл тӗрӗс йышӑну тӑвасси пирки нихӑҫан та иккӗленер мар! Эпир хамӑр судьясем пулма пултарайманнине, Иегова ҫеҫ суд тума пултарнине ӑнланатпӑр. (Исаия 55:8, 9 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та суд тӑвассине пӗтӗмпех унӑн тата Ывӑлӗн аллине шанса паратпӑр. Унӑн Ывӑлӗ вара, шӑп хӑйӗн Ашшӗ пекех, хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата тӗрӗс суд тӑвакан Патша (Ис. 11:3, 4). Иеговӑпа Иисус пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче суд тӑвасси пирки мӗн калама пулать-ха? Ҫав тӗлӗшрен эпир мӗн пӗлместпӗр, мӗн вара пӗлетпӗр? Ҫакӑн пирки тепӗр статьяра сӑмах пырӗ.
57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр
b Турӑ Адама, Евӑна тата Каина чӗртсе тӑратмӗ. Ытларах пӗлес тесе «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекене пӑхӑр, 1-мӗш сыпӑк, 10-мӗш страница, сноска.
c Иоанн 17:12-мӗшӗнче Иуда пирки «пӗтес ывӑл» тенӗ. Ҫакӑ вӑл яланлӑхах пӗтнине пӗлтерет. Вӑл чӗрӗлсе тӑмасть.