Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 5 калав
  • Йывӑр пурнӑҫ пуҫланать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Йывӑр пурнӑҫ пуҫланать
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • Адампа Ева Турра итлемен
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Турӑ арҫынпа хӗрарӑма тунӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 5 калав
Ева хӑйӗн ачисемпе Эдем тулашӗнче

5-МӖШ КАЛАВ

Йывӑр пурнӑҫ пуҫланать

ЕДЕ́М сачӗн тулашӗнче Адампа́ Евӑна́ питӗ йывӑр пулнӑ. Апат ҫимелли пултӑр тесе вӗсен йывӑр ӗҫлеме тивнӗ. Ҫимӗҫ паракан илемлӗ йывӑҫсем вырӑнне вӗсене йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑксем хупӑрласа тӑнӑ. Турра итлеменшӗн тата унпа туслӑ пулма пӑрахнӑшӑн акӑ мӗн пулса тухнӑ.

Анчах чи япӑххи вӑл — Адампа́ Е́ва вилме пуҫлани. Пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисен, вӗсем вилӗҫ тесе Турӑ асӑрхаттарнине аса ил-ха. Ҫапла пулса тухнӑ та — ӑна ҫисен ҫав кунах вӗсем вилме пуҫланӑ. Турра итлеменнипе Адампа́ Е́ва мӗн тери ӑссӑр пулнине кӑтартнӑ!

Адампа́ Е́вӑн пур ачи те Турӑ вӗсен ашшӗ-амӑшне Еде́м садӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Ҫавӑнпа ачисен те ватӑлса вилме тивнӗ.

Адампа́ Е́ва Иеговӑна итленӗ пулсан, вӗсен тата вӗсен ачисен пурнӑҫӗ телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсем пурте ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр тата телейлӗ пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Никамӑн та ватӑлмалла, чирлемелле тата вилмелле пулмастчӗ.

Турӑ ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр тата телейлӗ пурӑнтарасшӑн, ҫавӑнпа вӑл ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет тесе сӑмах парать. Ун чухне пӗтӗм ҫӗр кӑна мар илемлӗ пулӗ, ҫавӑн пекех ҫынсем те ҫирӗп сывлӑхлӑ пулӗҫ. Вара ҫӗр ҫинче пурте пӗр-пӗринпе, ҫавӑн пекех Турӑпа та туслӑ пулӗҫ.

Анчах та Е́ва Туррӑн тусӗ урӑх пулма пултарайман. Ҫавӑнпа та ача ҫуратнӑ чухне ӑна йывӑр пулнӑ. Унӑн ыратнӑ. Иеговӑна итлеменшӗн Е́ва нумай хуйхӑ курнӑ, ҫапла мар-и?

Адампа́ Е́вӑн ывӑлсемпе хӗрсем нумай пулнӑ. Вӗсен пӗрремӗш ывӑл ҫуралсан, ӑна Ка́ин тесе ят панӑ. Хӑйсен иккӗмӗш ывӑлне А́вель тесе ят панӑ. Вӗсемпе мӗн пулса тухнине пӗлетӗн-и?

Пултарни 3:16—23; 4:1, 2; Апокалипсис 21:3, 4.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр