Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ll 3 пайӗ, 8—9 с.
  • Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
  • Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • Ҫавнашкал материал
  • Пирӗнтен вӑйлӑраххисем пур
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Вӗсем Сатанана итленӗ — ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • 3-мӗш сыпӑк
    Турра итле
Ытларах пӗлӗр
Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
ll 3 пайӗ, 8—9 с.

3-МӖШ СЫПӐК

Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?

Иегова Адампа Евӑна нумай лайӑххине панӑ (Пултарни 1:28).

Иегова Евӑна тунӑ та ӑна Адам патне ертсе пынӑ

Иегова пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, тунӑ та ӑна Адама, унӑн арӑмӗ пулма, панӑ (Пултарни 2:21, 22).

Вӗсен килӗ Эдем пахчи пулнӑ — тӗлӗнмелле илемлӗ вырӑн. Унта юханшывсем юхса выртнӑ, улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳснӗ тата тӗрлӗ чӗрчун пурӑннӑ.

Адампа Ева хӑйсен килӗ ҫине, Эдем пахчи ҫине, пӑхса савӑнаҫҫӗ

Иегова вӗсемпе калаҫнӑ тата вӗсене вӗрентнӗ. Вӗсем Ӑна итленӗ пулсан, ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗҫ.

Турӑ тунӑ ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӗлетки пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр кӑлтӑксӑр пулнӑ.

Турӑ вӗсене пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене ҫиме хушман (Пултарни 2:16, 17).

Райри йывӑҫ; Иегова Адампа Евӑна ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме хушман

Турӑ пултарнӑ ангелсенчен пӗри Ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ҫак усал ангел — Сатана Шуйттан.

Усал ангел, Сатана Шуйттан, Евӑпа ҫӗлен урлӑ калаҫнӑ

Иегова Адампа Евӑна пахчари пӗр улма-ҫырла йывӑҫҫи ҫине кӑтартнӑ та унӑн ҫимӗҫӗсене ҫисен эсир вилетӗр тенӗ.

Сатана Адампа Евӑна Иеговӑна итлеттересшӗн пулман. Ҫавӑнпа та вӑл ҫӗленпе усӑ курнӑ. Ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисен вилместӗн, Турӑ пек пулатӑн тесе ҫак ҫӗлен Евӑна каланӑ. Паллах, ку суя пулнӑ (Пултарни 3:1—5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр