Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 8 сыпӑк, 47—51 с.
  • Пирӗнтен вӑйлӑраххисем пур

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗнтен вӑйлӑраххисем пур
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • Адампа Ева Турра итлемен
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Мӗншӗн ҫын вилет?
    Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 8 сыпӑк, 47—51 с.

8-МӖШ СЫПӐК

Пирӗнтен вӑйлӑраххисем пур

ПАЛЛАХ ӗнтӗ, эсӗ пирӗнтен иксӗмӗртен вӑйлӑраххисем пуррипе килӗшетӗн. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, камсем вӗсем? ~ Ҫапла, Иегова Турӑ. Унӑн Ывӑлӗ, Аслӑ Вӗрентекен, вара? Сан шутпа, вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах-и? ~ Паллах!

Иисус Турӑпа пӗрле пӗлӗтре пурӑннӑ. Вӑл Туррӑн Ывӑлӗ, е ангел, пулнӑ. Иисуссӑр пуҫне тата урӑх ангелсем пур-и? ~ Ҫапла, пур. Турӑ ангелсене миллионӗ-миллионӗпе тунӑ. Ҫав ангелсем те пирӗнтен вӑйлӑрах (Псалом 103:4; Даниил 7:10).

Астӑватӑн-и, Марийӑпа калаҫнӑ ангел мӗн ятлӑ? ~ Гавриил. Ҫав ангел Марийӑна санӑн ҫуралакан ачу Турӑ Ывӑлӗ пулать тенӗ. Иисус ҫӗр ҫинче ытти ачасем пекех ҫуралтӑр тесе Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен Марийӑн варне куҫарнӑ (Лука 1:26, 27).

Эсӗ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ чӑнах та пулнине ӗненетӗн-и? Иисус пӗлӗтре Турӑпа пӗрле пурӑннине вара ӗненетӗн-и? ~ Ҫавӑн ҫинчен Иисус хӑй каласа панӑ. Анчах та Иисус ҫакна ӑҫтан пӗлнӗ-ши? Вӑл пӗчӗк чухнех Мария хӑйне Гавриил мӗн ҫинчен пӗлтернине ӑна каласа пама пултарнӑ. Иосиф та Иисуса унӑн чӑн Ашшӗ Турӑ пулнине каланӑ пулӗ.

Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах Турӑ пӗлӗтрен «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм» тенӗ (Матфей 3:17). Вилес умӗнхи каҫ Иисус кӗлтунӑ: «Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар» (Иоанн 17:5). Ҫапла, Иисус Турра хӑйне пӗлӗте каялла илме йӑлӑннӑ. Анчах та Ывӑлӗ ыйтнине Иегова мӗнле пурнӑҫлама пултарнӑ-ха? ~ Ҫакна тӑвас тесен унӑн Иисуса каллех куҫа курӑнман ангел тумалла пулнӑ.

Халӗ вара эпӗ сана питӗ кирлӗ ыйту парас тетӗп. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ангелсем пурте лайӑх-ши? ~ Пӗр вӑхӑт хушши ангелсем пурте лайӑх, ырӑ пулнӑ. Вӗсене пурне те Турӑ тунӑ вӗт, Турӑ вара япӑххине нимӗн те тумасть. Анчах каярахпа пӗр ангел япӑхланса кайнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ-ши?

Ҫакна пӗлес тесе атя тахҫанах мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратар: Турӑ пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма, Адампа Евӑна, пултарнӑ вӑхӑта аса илер. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ юмах-халап теҫҫӗ. Анчах та Аслӑ Вӗрентекен ун пек шутламан. Вӑл ҫакӑ чӑнах та пулнине пӗлнӗ.

Адампа Евӑна пултарсан Турӑ вӗсене Эдем ятлӑ илемлӗ пахчана вырнаҫтарнӑ. Ҫак пахча чӑн-чӑн рай пулнӑ. Адампа Евӑн нумай ача пулмалла пулнӑ, вӗсен пысӑк ҫемйи ӗмӗр-ӗмӗрех Райра пурӑнма пултарнӑ. Анчах та вӗсен пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренмелле пулнӑ. Эпир санпа ҫакӑн ҫинчен унччен калаҫнӑччӗ ӗнтӗ. Атя аса илер.

Иегова Адампа Евӑна ҫав пахчара ӳсекен пӗтӗм ҫимӗҫе мӗн чухлӗ ҫиес килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫиме ирӗк панӑ. Анчах пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене ҫиме хушман пулнӑ. Турӑ вӗсене хӑй хушнине итлемесен мӗн пуласси пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл каланӑ: «Эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:17; 3:3). Эппин, Адампа Евӑн мӗне вӗренмелле пулнӑ? ~

Итлеме! Ҫапла, пурнӑҫ Иегова Турра итленинчен килет! Турра итлеме килӗшни ҫеҫ сахал пулнӑ. Адампа Евӑн итленине ӗҫпе кӑтартмалла пулнӑ. Турра итленипе вӗсем ӑна юратнине тата ӑна хӑйсен Пуҫлӑхӗ тӑвас килнине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ. Вара вӗсем Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Анчах та вӗсем ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗ пулсан, ҫакӑ мӗн кӑтартнӑ пулӗччӗ? ~

Ҫакӑ вӗсем хӑйсемшӗн тӑрӑшакан Турра ним чухлӗ те пархатарлӑ пулманнине кӑтартнӑ пулӗччӗ. Эсӗ вара унта пулнӑ пулсан Иеговӑна итленӗ пулӑттӑн-и? ~ Малтанах Адампа Ева Турра итленӗ. Анчах кайран Евӑна такам хӑйӗнчен вӑйлӑрахскер улталанӑ. Вӑл ӑна Иегова хушманнине тума ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫакӑ кам пулнӑ-ха? ~

Библире Евӑпа ҫӗлен калаҫнӑ тенӗ. Анчах та ҫӗленсем калаҫмаҫҫӗ вӗт. Апла пулсан кам калаҫнӑ-ши? ~ Чӑннипе вара ангел калаҫнӑ. Анчах та вӑл пӗтӗмпех ҫӗлен калаҫнӑ пек кӑтартнӑ. Ҫак ангел питӗ усал ӗҫ тума шут тытнӑ. Вӑл Адампа Евӑна хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑй мӗн каланине пурне те тутарасшӑн пулнӑ. Вӑл Турӑ вырӑнне йышӑнма ӗмӗтленнӗ.

Ҫав усал ангел Евӑна япӑххи ҫинчен шухӑшлама хистенӗ. Ҫӗлен урлӑ вӑл ӑна каланӑ: «Турӑ сире улталанӑ. Ҫак йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене ҫисен эсир вилместӗр. Пачах урӑхла, эсир Турӑ пек ӑслӑ пулса тӑратӑр». Эсӗ ҫак сӑмахсене ӗненнӗ пулӑттӑн-и? ~

Евӑн Турӑ хӑйне мӗн паманнине илес килсе кайнӑ. Вӑл ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисе пӑхнӑ, унтан вара ӑна Адама панӑ. Адам ҫӗлен сӑмахӗсене ӗненмен. Анчах Турра юратнинчен ытларах унӑн Евӑпа пӗрле пулас килнӗ. Ҫавӑнпа вӑл та ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ (Пултарни 3:1—6; 1 Тимофей 2:14).

Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? ~ Адампа Ева ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑ, вӗсем ватӑлнӑ, вара вилнӗ. Хӑйсем ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑран вӗсен ачисем ҫине те ҫитменлӗх куҫнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсем пурте ватӑлаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Турӑ тӗрӗссине каланӑ! Пурнӑҫ чӑнах та Турра итленинчен килет (Рим 5:12). Библире Евӑна улталанӑ ангел пирки Сатана Шуйттан тенӗ. Ытти япӑхланса кайнӑ ангелсем пирки вара демонсем тенӗ (Иаков 2:19; Ӳлӗмхине 12:9).

Турӑ пултарнӑ лайӑх ангел мӗншӗн япӑхланса кайнине эсӗ ӑнлантӑн-и? ~ Мӗншӗн тесен вӑл япӑххи ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Унӑн чи асли пулас килнӗ. Вӑл Турӑ Адампа Евӑна ачасем ҫуратма хушнине пӗлнӗ тата унӑн вӗсене пурне те Турра мар, хӑйне пуҫҫаптарас килнӗ. Шуйттан пӗр ҫынна та Иеговӑна итлеттересшӗн мар. Ҫавӑнпа вӑл пире япӑххи ҫинчен шухӑшлаттарма хӑтланать (Иаков 1:13—15).

Шуйттан никам та Иеговӑна чун-чӗререн юратмасть тет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, эсӗ те Иеговӑна юратмастӑн, эпӗ те юратмастӑп тата Турӑ пире мӗн тума ыйтнине эпир тӑвасшӑн мар иккен. Эпир хамӑра кирлӗ чухне кӑна Иеговӑна итлетпӗр тет вӑл. Вӑл тӗрӗс калать-ши вара? Нивушлӗ эпир ҫавнашкал ҫынсем?

Аслӑ Вӗрентекен Шуйттан пирки ултавҫӑ тенӗ! Иисус Иеговӑна итленӗ, ҫапла вӑл ӑна чун-чӗререн юратнине кӑтартнӑ! Иисус итлеме ҫӑмӑл чухне кӑна мар Турра итленӗ. Вӑл яланах итленӗ, ыттисем чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑ чухне те. Вӑл мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Акӑ мӗншӗн Турӑ ӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ.

Эппин, сан шутпа, кам пирӗн чи усал тӑшман? ~ Ҫапла, ку Сатана Шуйттан. Эсӗ ӑна курма пултаратӑн-и? ~ Ҫук, паллах! Анчах та эпир вӑл пуррине пӗлетпӗр. Вӑл пирӗнтен чылай вӑйлӑрах. Кам вара Шуйттанран та вӑйлӑрах? ~ Иегова Турӑ. Ҫавӑнпа Турӑ сана ҫак чее тӑшманран хӳтӗлеме пултарасси пирки нихӑҫан та ан иккӗлен.

Пирӗн пӗр кама ҫеҫ пуҫҫапмалли ҫинчен вула: Саккуна астутарни 30:19, 20; Иисус Навин 24:14, 15; Ытарӑшсем 27:11 тата Матфей 4:10.

[47-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Марийӑпа Иосиф Иисуса мӗн ҫинчен каласа пама пултарнӑ?

[48, 49-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]

Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен Адампа Евӑн мӗн тумалла пулнӑ?

[50-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Кам ҫӗлене Евӑпа калаҫмалла тунӑк?

[50-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Турра итлеме пӑрахсан Адампа тата Евӑпа мӗн пулнӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр