Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 86 калав
  • Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова Иисуса хӳтӗленӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус патне астрологсем килеҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Вӗсем усал пуҫлӑхран тараҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Турӑ Иисуса мӗнле хӳтӗленӗ?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Библи калавӗсен кӗнеки
my 86 калав
Астрологсем ҫӑлтӑр хыҫҫӑн каяҫҫӗ

86-МӖШ КАЛАВ

Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать

ҪАК арҫынсенчен пӗри йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑлтӑр ҫине тӗллесе кӑтартнине куратӑн-и? Вӗсем Иерусалимра́н тухсан, ҫӑлтӑр курӑнса кайнӑ. Ҫак ҫынсем Тухӑҫ енчен килнӗ, вӗсем ҫӑлтӑрсене тӗпчеҫҫӗ. Ҫак ҫӗнӗ ҫӑлтӑр вӗсене темӗнле аслӑ ҫын патне илсе тухасса вӗсем ӗненеҫҫӗ.

Вифлеем тӗлӗнче ҫӳлте пӗлӗтре ҫӑлтӑр ҫутатать

Вӗсем Иерусалима́ ҫитсен: «Иудейсен патши пулма ҫуралнӑ ача ӑҫта?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Изра́иль ҫыннисене тепӗр майлӑ «иудейсем» тесе чӗнеҫҫӗ. «Тухӑҫра пулнӑ чухне эпир ҫуралнӑ ачан ҫӑлтӑрне куртӑмӑр,— тесе пӗлтереҫҫӗ вӗсем,— вара ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр».

Ҫакна Иерусали́м патши И́род илтсен пӑшӑрханса ӳкет. Вӑл хӑйӗн вырӑнне урӑх патшана лартасшӑн мар. Ҫавӑнпа та И́род священниксене пуҫтарать те вӗсенчен ыйтать: «Пулас патша ӑҫта ҫуралмалла?» — Вӗсем хуравлаҫҫӗ: «Библире каланӑ тӑрӑх — Вифлеемра́».

Вара И́род Тухӑҫ енчен килнӗ ҫынсене хӑй патне чӗнсе илет те вӗсене хушать: «Кайӑр та ачана шыраса тупӑр. Ӑна тупсан, вара мана пӗлтерӗр. Манӑн та кайса ӑна пуҫҫапас килет». Чӑннипе вара И́род пӗчӗк ачана шыраса тупса вӗлересшӗн!

Унтан ҫӑлтӑр ҫак ҫынсене Вифлеема́ илсе каять те пӗчӗк ача пулнӑ вырӑна ҫитсен чарӑнса тӑрать. Вӗсем ҫурта кӗреҫҫӗ те Марийӑпа пӗчӗк Иисуса кураҫҫӗ. Вара вӗсем парнесене кӑларса Иисуса пырса параҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн хыҫҫӑн тӗлӗкре Иегова вӗсене И́род патне каялла таврӑнма хушмасть. Ҫавӑнпа та вӗсем тӑван ҫӗршыва урӑх ҫулпа каяҫҫӗ.

Тухӑҫран килнӗ ҫынсем кайнине пӗлсен И́род ҫав тери ҫилленсе каять. Вара Вифлеемри́ арҫын ачасене, икӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан кӗҫӗннисене, пурне те вӗлерсе тухма хушать. Анчах та тӗлӗкре Иегова Иосифа асӑрхаттарать, вара вӑл хӑйӗн ҫемйипе Египета́ тарать. Каярахпа, И́род вилни ҫинчен пӗлсен, Иосиф Марийӑпа Иисуса илет те килне, Назаре́т хулине, таврӑнать. Кунта Иисус ӳссе ҫитӗнет.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫак ҫӗнӗ ҫӑлтӑра кам ҫутӑлса каймалла тунӑ? Аса ил-ха, ҫӑлтӑра курсанах ҫак ҫынсем чи малтан Иерусалима́ тухса кайнӑ. Сатана́ Шуйттан Туррӑн Ывӑлне вӗлересшӗн пулнӑ, ҫавӑн пекех вӑл Иерусали́м патши И́род та ӑна вӗлерме тӑрӑшассине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫӑлтӑра Сатана́ ҫутӑлса каймалла тунӑ.

Матфей 2:1—23; Михей 5:2.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр