8-МӖШ СЫПӐК
Вӗсем усал пуҫлӑхран тараҫҫӗ
ИИСУСӐН ҪЕМЙИ ЕГИПЕТА ТАРАТЬ
ИОСИФ ХӐЙӖН ҪЕМЙИПЕ НАЗАРЕТА ПУРӐНМА КУҪАТЬ
Иосиф ҫӗр варринче Марийӑна вӑратать те пӗр хыпар пӗлтерет. Тин кӑна ӑна тӗлӗкре Иеговӑн ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн» (Матфей 2:13).
Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, Иосифпа Мария хӑйсен ывӑлӗпе ҫӗр варринчех ҫула тухаҫҫӗ. Ҫавна вӗсем питӗ вӑхӑтра тӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен Ирод хӑйне астрологсем улталанине ӑнланса илет. Вӑл вӗсене хӑйӗн патне таврӑнма тата ача ӑҫта пулнине пӗлтерме хушнӑ. Анчах лешсем ҫавна тумаҫҫӗ: вӗсем хӑйсен ҫӗршывне урӑх ҫулпа таврӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ Ирода питӗ ҫиллентерсе ярать. Иисуса вӗлерес тесе вӑл Вифлеемри тата ун таврашӗнчи иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасене вӗлерме хушать. Ирод шучӗпе, хӑйне хӗвелтухӑҫран килнӗ астрологсем калани тӑрӑх, ача шӑп ҫав ҫулсенче пулмалла пулнӑ.
Ҫав арҫын ачасене вӗлересси вӑл — мӗн тери тискер ӗҫ! Мӗн чухлӗ ача вӗлернине эпир пӗлместпӗр, анчах та вӗсен амӑшӗсем уласа, кӑшкӑрса макӑрнипе Библире Иеремия ятлӑ Туррӑн пророкӗ ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ (Иеремия 31:15).
Ҫав вӑхӑтра Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Египета тарать, унта вара вӗсем пӗр вӑхӑт хушши пурӑнаҫҫӗ. Пӗррехинче каҫхине Иосифа тӗлӗкре каллех Иеговӑн ангелӗ курӑнать. «Тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай,— тесе калать ангел,— Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ» (Матфей 2:20). Ҫавӑнпа Иосиф тӑван ҫӗршывне таврӑнать. Ҫакӑнпа Библири тепӗр пророкла каланӑ сӑмахсем — Турӑ Ывӑлне Египетран чӗнсе тухнӑ текен сӑмахсем — пурнӑҫланаҫҫӗ (Осия 11:1).
Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Иудейӑра, тен, Египета тариччен пурӑннӑ Вифлеем ҫумӗнче, тӗпленсе пурӑнма шутлать. Анчах та вӑл Иудейӑра Иродӑн усал ывӑлӗ Архелай патшара ларнине пӗлет. Турӑ каллех Иосифа тӗлӗкре курӑнать те хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарать. Вара Иосиф хӑйӗн ҫемйипе ҫурҫӗрелле — Галилейӑри Назарет хулине, Иерусалимран аякра ларакан хулана — ҫул тытать. Унта Иисус ӳссе ҫитӗнет. Ҫавна пула «Ӑна Назарет ҫынни тейӗҫ» тесе калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ (Матфей 2:23).