Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 96 калав
  • Иисус чирлисене сыватать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус чирлисене сыватать
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус патша пек пырса кӗрет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • «Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ»: ӗҫлемелли вӑхӑт тата канмалли вӑхӑт пур
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Шӑматкун пучахсене татма юрать-и?
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Шӑматкун мӗн тума юрать?
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Библи калавӗсен кӗнеки
my 96 калав
Иисус чирлӗ хӗрарӑма сыватнине кура тӗн пуҫлӑхӗсем тарӑхса каяҫҫӗ

96-МӖШ КАЛАВ

Иисус чирлисене сыватать

ИИСУС ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳрет, чирлисене сыватать. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен пур хуласемпе ялсене хыпар сарӑлать. Ҫавӑнпа та Иисус патне уксах-чӑлахсене, суккӑррисене, хӑлха илтменнисене тата ытти нумай чирлӗ ҫынсене илсе пыраҫҫӗ. Вара вӑл вӗсене пурне те сыватать.

Иоа́нн Иисуса шыва кӗртнӗренпе виҫӗ ҫул ытла иртнӗ. Иисус хӑйӗн апостолӗсене кӗҫех Иерусалима́ каясси ҫинчен, унта хӑйне вӗлересси ҫинчен, ун хыҫҫӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен пӗлтерет. Халӗ вара вӑл чирлисене сыватать.

Пӗррехинче Иисус шӑматкун вӗрентнӗ. Шӑматкун вара иудейсемшӗн канмалли кун пулнӑ. Эсӗ куракан хӗрарӑм йывӑр чирлет. Вӑл 18 ҫул хушши пӗкӗрӗлсе ҫӳрет, тӳрӗ тӑма пултараймасть. Иисус ун ҫине аллине хурать те, хӗрарӑм тӳрленсе тӑрать. Вӑл сывалать!

Ҫакӑ тӗн пуҫлӑхӗсене ҫиллентерсе ярать. «Пирӗн ӗҫлемешкӗн ултӑ кун пур,— тесе кӑшкӑрать вӗсенчен пӗри.— Чиртен сывалмашкӑн шӑматкун мар, ҫав кунсенче килӗр!»

Ҫакна хирӗҫ Иисус калать: «Чӗресӗр ҫынсем эсир. Шӑматкун сирӗнтен кашни хӑйӗн ашакне вӗҫертет те шӑварма илсе каять. Мӗншӗн-ха 18 ҫул хушши чирпе асапланакан ҫак хӗрарӑма шӑматкун сыватма юрамасть?» Иисус ҫакӑн пек калани ҫак усал ҫынсене намӑслантарать.

Унтан Иисуспа унӑн апостолӗсем Иерусалима́ каяҫҫӗ. Вӗсем Иерихо́н хулинчен тухсанах ҫул хӗрринче ыйткаласа ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пыни ҫинчен илтеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем кӑшкӑраҫҫӗ: «Иисус, пулӑшсам пире!»

Иисус вӗсене чӗнсе илет те ыйтать: «Эсир мана хӑвӑршӑн мӗн тутарасшӑн?» Вӗсем калаҫҫӗ: «Эй Вӗрентекен, пирӗн куҫӑмӑрсене куракан тусамччӗ». Иисус вӗсен куҫӗсене сӗртӗнет те, вара вӗсем ҫав самантрах куракан пулаҫҫӗ! Иисус ҫак пур тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗншӗн тунине пӗлетӗн-и? Мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене юратать тата вӗсене хӑйне ӗнентересшӗн. Ҫавӑнпа та эпир, Иисус Патша пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра, ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та чирлемӗ тенине шанма пултаратпӑр.

Матфей 15:30, 31; Лука 13:10—17; Матфей 20:29—34.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр