Кам сана тунӑ?
1 Пӗлӗтпе ҫӗре Турӑ тунӑ (Бытие 1:1).
2 Туррӑн ячӗ пур. Унӑн ячӗ — Иегова (Исход 15:3).
Иегова пӗлӗтре пурӑнать. Вӑл — сывлӑш. Эсӗ ӑна курма пултараймастӑн (Исаия 66:1; Иоанн 1:18; 4:24).
3 Иегова Турӑ пӗлӗт ҫинче нумай ангел тунӑ. Вӗсем те сывлӑшсем. Вӗсем пурте лайӑх пулнӑ. Ҫынсем вӗсене курма пултарччӑр тесе малтан вӗсем хушӑран этем сӑнне илнӗ (Еврейсем 1:7).
4 Ҫынсенчен чылай малтан Иегова чӗрчунсене тунӑ (Бытие 1:25).
5 Иегова ҫавӑн пекех Адам ятлӑ арҫынна тата Ева ятлӑ унӑн арӑмне тунӑ (Бытие 1:27).
Турӑ вӗсене илемле сад пахчине, урӑхла каласан, рая, вырнаҫтарнӑ. Вӑл Адам валли пӗр арӑм ҫеҫ тунӑ. Арҫыннӑн ҫавӑнпа та хӑйӗн пӗр арӑмӗпе кӑна пурӑнмалла пулнӑ (Бытие 2:8, 21, 22, 24).
6 Ҫын вӑл чун (Бытие 2:7).
7 Чӗрчунсем — вӗсем чунсем (Бытие 1:24).