Ҫак тӗнче пӗтет-ши?
Нихӑш вӑхӑтра та тӗнче пӗтесси ҫинчен ҫав тери нумай калаҫни пулман. Нумайӑшӗ тӗнче ядерлӑ вӑрҫӑра пӗтесрен хӑраҫҫӗ. Теприсем ҫутҫанталӑка вараласа пӗтернипе тӗнче пӗтме пултарать тесе шутлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем экономика пӑтранса тӑнипе ҫынсем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑма пуҫласран хӑраҫҫӗ.
Ку тӗнче чӑнах та пӗтме пултарать-ши? Пӗтет пулсан, ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши? Хӑҫан та пулин тӗнче пӗтни пулнӑ-ши?
Пӗр тӗнче пӗтет — ӑна тепри улӑштарать
Ҫапла, тӗнче пӗтни пӗрре пулнӑ. Ной вӑхӑтӗнчи тӗнче питӗ усал пулса кайни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. «Ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ»,— тесе Библи ӑнлантарса парать. Ҫавӑн пекех Библи калать: «[Турӑ] малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: йӗркерен тухнӑ тӗнчене шыв тултарсан, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ» (2 Петр 2:5; 3:6).
Ҫав тӗнче пӗтни мӗне пӗлтернипе мӗне пӗлтерменни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тӗнче пӗтни ҫынсем пӗтӗмпех пӗтнине пӗлтермен. Нойпа унӑн ҫемьи пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗр тата ҫӑлтӑрлӑ хитре пӗлӗт тӑрса юлнӑ. Анчах «йӗркерен тухнӑ тӗнче» пӗтнӗ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Нойӑн ӑрӑвӗ йышлӑланса-йышлӑланса пынӑ, вара тепӗр тӗнче пуҫланса кайнӑ. Ҫак иккӗмӗш тӗнче паян кун та пур. Ҫак тӗнче историне пӑхса тухсан, унта питӗ нумай вӑрҫӑ, усал ӗҫсем тӑвасси тата пӗр-пӗрне пусмӑрласси курӑнса тӑрать. Ҫак тӗнчепе мӗн пулӗ-ши? Ҫак тӗнче пӗтет-ши?
Ҫак тӗнчен пуласлӑхӗ
Ной вӑхӑтӗнчи тӗнче пӗтнӗ тесе каланӑ хыҫҫӑн, Библи малалла калать: «Хальхи пӗлӗтпе ҫӗр ҫав сӑмахпах вут-ҫулӑм валли упранса тӑраҫҫӗ» (2 Петр 3:7, ҪТ). Чӑнах та, Библире тепӗр ҫӗрте: «Тӗнче те [хальхи вӑхӑтри тӗнче] пӗтет»,— тенӗ (1 Иоанн 2:17).
Библи ҫӗрпе пӗлӗт пӗтет тесе каланӑ чухне эпир пурӑнакан Ҫӗр тата ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пӗтет тенине пӗлтермест, мӗншӗн тесен вӗсем Ной вӑхӑтӗнче те пӗтмен (Псалом 103:5). Ҫавӑнпа та ҫак тӗнчери «пӗлӗтпе ҫӗр» вут-ҫулӑмра пӗтнӗ пек пӗтет тесе калани вӑл — Сатана аллинчи влаҫа тытса тӑракан пуҫлӑхсене тата ытти ҫынсене пӗтернине пӗлтерет (Иоанн 14:30; 2 Коринфсем 4:4). Шыв илес умӗнхи тӗнче пӗтнӗ пек, хальхи тӗнче те пурпӗрех пӗтет. Иисус Христос та «Ной вӑхӑтӗнче епле пулни» ҫинчен каласа панӑ чухне, ҫак тӗнче пӗтес умӗн мӗн пулассине ӑнлантарса панӑ (Матфей 24:37—39).
Ҫакна асра тытас пулать, хӑйӗн апостолӗсем: «Эсӗ килессипе, тӗнче пӗтессин палли епле пулӗ?» — тесе ыйтсан, Иисус Ной вӑхӑтӗнче епле пулни ҫинчен каласа панӑ (Матфей 24:3). Ҫак тӗнче пӗтесси пирки Иисусӑн вӗренекенӗсем пӗлнӗ. Ҫакӑн пек пуласлӑх хӑратса тӑнӑ-ши вӗсене?
Ҫук, Иисус тӗнче пӗтес умӗн мӗн пуласси ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн, вӑл вӗсене савӑнма хавхалантарнӑ, «мӗншӗн тесен вӗсен ҫӑлӑнас вӑхӑчӗ ҫывӑхарса» пынӑ (Лука 21:28). Ҫапла, ҫакӑ вӗсем Сатанаран тата унӑн усал тӗнчинчен ҫӑлӑнса мирлӗ ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнассине пӗлтернӗ! (2 Петр 3:13).
Анчах хӑҫан ҫак тӗнче пӗтет? Иисус хӑй «килессипе тӗнче пӗтессине» кӑтартакан мӗнле «паллӑ» панӑ?
«Паллӑ»
Ҫакӑнта парусия теекен грек сӑмахне «килесси» тесе куҫарнӑ, анчах та сӑмахран сӑмаха куҫарсан ҫак сӑмах «пурри» тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа «паллӑ» курӑнма пуҫласан, ҫакӑ Христос часах килессине мар, вӑл таврӑннине тата пуррине пӗлтерет. Ҫакӑ Христос пӗлӗтри патша пулса куҫа курӑнмасӑр ертсе пынине тата вӑл кӗҫех хӑйӗн тӑшманӗсене тӗп тӑвассине пӗлтерет (Апокалипсис 12:7—12; Псалом 109:1, 2)
Иисус «паллӑ» ҫинчен каланӑ чухне пӗр ӗҫ пулса иртесси ҫинчен кӑна каламан. Вӑл пӗтӗм тӗнчипе пулса иртекен нумай ӗҫсем ҫинчен каланӑ. Ҫак ӗҫсем пурте Библире «юлашки кунсем» тесе калакан вӑхӑтра пулса иртмелле (2 Тимофей 3:1—5; 2 Петр 3:3, 4). Иисус «юлашки кунсенче» мӗн пулассине малтанах каласа хунӑ, ҫавсенчен хӑш-пӗрисене айтӑр пӑхса тухар.
«Халӑх ҫине халӑх тӑрӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх тӑрӗ» (Матфей 24:7). Ӗлӗк пулнӑ вӑрҫӑсемпе танлаштарсан, хальхи вӑхӑтра питӗ пысӑк вӑрҫӑсем пулнӑ. Пӗр историк палӑртнӑ тӑрӑх: «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи [1914 ҫулта пуҫланни] пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ пӗрремӗш вӑрҫӑ пулнӑ». Анчах та, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вара тата аркатуллӑрах пулнӑ. Вӑрҫӑсем ку таранчченех ҫӗре тустарса тӑраҫҫӗ. Чӑнах та, Иисус каланӑ сӑмахсем авӑ мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ!
«Выҫлӑхсем... пулӗҫ» (Матфей 24:7). Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн, нихҫан пулман выҫлӑх пуҫланса кайнӑ теме пулать. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн та питӗ хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланнӑ. Паян ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнать, ҫавӑнпа та кашни ҫул выҫлӑха пула 14 миллиона яхӑн ача вилет. Паянхи пурнӑҫра «выҫлӑхсем» чӑнах та пур!
«Ҫӗр пит хытӑ чӗтӗрӗ» (Лука 21:11). Иртнӗ ӗмӗрсемпе танлаштарсан, 1914 ҫултанпа ҫӗр чӗтреннине пула вӑтамран вунӑ хут ытларах ҫын вилет. Ҫӗр ҫинче пулнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар: 1920 ҫулта Китайра 200 000 ҫын вилнӗ, 1923 ҫулта Японире — 140 000 (вӗсен шутне хыпарсӑр ҫухалнисем те кӗреҫҫӗ), 1939 ҫулта Турцире — 32 700, 1970 ҫулта Перура — 66 800, юлашкинчен вара, 1976 ҫулта Китайра — 240 000, хӑш-пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх — 800 000 ҫын. Чӑнах та, «ҫӗр пит хытӑ чӗтренет»!
«Вырӑнӗ-вырӑнӗпе... мурсем [ерекен чирсем]... пулӗҫ» (Лука 21:11). Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑнах испанка текен грипп чирӗнчен 21 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ. «Сайенс дайджест» журналра ҫакӑн пек каланӑ: «Этемлӗх историйӗнче вилӗм ҫынсене ҫакӑн пек тискеррӗн тата питӗ хӑвӑрт хирсе тухни нихӑҫан та пулман». Унтанпа чӗре чирӗсем, рак, СПИД тата ытти чирсем ҫӗршер миллион ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
«Йӗркесӗр ӗҫ нумайланни» (Матфей 24:12). 1914 ҫултан пуҫласа эпир пурӑнакан тӗнчере усал ӗҫсем тӑвасси тата пусмӑрласси анлӑ сарӑлнӑ. Нумай вырӑнсенче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра та урам тӑрӑх ҫӳреме хӑрушӑ. Каҫхине вара ҫынсем урама тухма хӑранипе тимӗр алӑкӗсене питӗрсе илсе хӑйсен килӗсенче лараҫҫӗ.
Юлашки кунсем вӑхӑтӗнче тата нумай ӗҫсем пулса иртмелле тесе малтанах каласа хунӑ, вӗсем пурте халӗ пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Ҫаксем пурте тӗнче пӗтесси ҫывӑх пулнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах, телее, ҫӑлӑнса юлакансем те пулаҫҫӗ. «Тӗнче пӗтет»,— тесе каланӑ хыҫҫӑн, Библире ҫапла сӑмах панӑ: «Турӑ ирӗкне туса тӑракан ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17).
Ҫавӑнпа пирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе пымалла тата ҫав ирӗке туса тӑмалла. Ҫапла эпир ку тӗнче пӗтнӗ чухне ҫӑлӑнса юлма тата Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчери пиллӗхӗсене илсе ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пултаратпӑр. Ҫав вӑхӑтра «Турӑ вӗсен [ҫынсен] куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук»,— тесе Библи сӑмах парать (Апокалипсис 21:3, 4).
Нимӗн те кӑтартман пулсан, Еврей Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ» куҫарӑвӗнчен илнӗ, Грек Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнчен илнӗ. ҪТ — цитатӑсене акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑ «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библирен илнине пӗлтерет.
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Photo Credits: Airplane: USAF photo. Child: WHO photo by W. Cutting. Earthquake: Y. Ishiyama, Hokkaido University, Japan.