Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 46 сыпӑк, 238—243 с.
  • Шыв тӗнчене пӗтернӗ. Ҫавнашкалли каллех пулӗ-ши?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Шыв тӗнчене пӗтернӗ. Ҫавнашкалли каллех пулӗ-ши?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Ной ковчег тӑвать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Ӗлӗк пулнӑ ӗҫсем мӗне вӗрентеҫҫӗ
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Пӗтӗм ҫӗре шыв илни. Кам итленӗ? Кам итлемен?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • Ной ковчег тӑвать
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 46 сыпӑк, 238—243 с.

46-МӖШ СЫПӐК

Шыв тӗнчене пӗтернӗ. Ҫавнашкалли каллех пулӗ-ши?

ЭСӖ хӑҫан та пулин тӗнче пӗтесси ҫинчен илтнӗ-и? ~ Халь ҫакӑн ҫинчен нумай ҫын калаҫать. Хӑш-пӗрисем тӗнче ядерлӑ вӑрҫӑпа пӗтет тесе шутлаҫҫӗ. Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн, Турӑ ҫынсене пирӗн илемлӗ ҫӗре пӗтерме ирӗк парӗ-и? ~

Библире тӗнче пӗтесси ҫинчен каланине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. «Тӗнче... пӗтет»,— тенӗ Библире (1 Иоанн 2:17). Анчах ҫакӑ ҫӗр пӗтессине пӗлтерет-и? ~ Ҫук, пӗлтермест, Библире Турӑ ҫӗре «пурӑнма» тунӑ тенӗ (Исаия 45:18). Псалом 36:29-мӗшӗнче каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ». Акӑ мӗншӗн Библире ҫӗр ӗмӗр-ӗмӗр пулӗ тенӗ (Псалом 103:5; Екклесиаст 1:4).

Анчах та тӗнче пӗтни ҫӗр пӗтессине пӗлтермест пулсан, ҫак сӑмахсене вара мӗнле ӑнланмалла? ~ Ҫавна пӗлмешкӗн Ной вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен атя шухӑшласа пӑхар. Библире каланӑ: «Ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ» (2 Петр 3:6).

Ной вӑхӑтӗнче ҫӗре шыв илнӗ чухне кам та пулин чӗрӗ юлнӑ-и? ~ Библире Турӑ «ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ» тенӗ (2 Петр 2:5).

Эппин, мӗнле тӗнче пӗтнӗ-ха? Ҫӗр пӗтнӗ-и е усал ҫынсем-и? ~ Библире «ҫылӑхлисенӗн тӗнчи» пӗтнӗ тенӗ. Асӑрха-ха, Ной пирки «вӗрентекен» тенӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӑл мӗн ҫинчен вӗрентнӗ? ~ Ной ҫынсене «ун чухнехи тӗнче» пӗтет тесе асӑрхаттарнӑ.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫӗре шыв иличчен ҫынсем мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен каланӑ. Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман». Унтан Иисус ҫак тӗнче пӗтес умӗн ҫынсем хӑйсене ҫавнашкалах тытассине ӑнлантарнӑ (Матфей 24:37—39).

Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, пӗтӗм тӗнчене шыв илес умӗн мӗн пулса иртнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Атя ҫак кӗнекен 10-мӗш сыпӑкне аса илер. Ҫӗре шыв иличчен пурӑннӑ ҫынсем пирки мӗн калама пулать? ~ Хӑш-пӗрисем питӗ хаяр пулнӑ тата тискер ӗҫсем тунӑ. Анчах та, Иисус каланӑ тӑрӑх, Турӑ Ноя хӑйӗн хыпарне пӗлтерме ярсан нумайӑшӗ ӑна пачах итлемен.

Пӗррехинче Иегова Ноя тӗнчене шыв илтересси тата усал ҫынсене тӗп тӑвасси ҫинчен каланӑ. Шыв пӗтӗм ҫӗре тата ту тӑррисене те хупласа хурать тенӗ. Иегова Ноя шутсӑр пысӑк карап, е ковчег, тума хушнӑ. Ҫав ковчег питӗ вӑрӑм, пысӑк ещӗк евӗрлӗ пулнӑ. Вӑл мӗнлерех пулнине 238-мӗш страницӑра ӳкерсе кӑтартнӑ.

Нойӑн ҫемйи тата питӗ нумай чӗрчун ковчегра вырнаҫма пултарччӑр тесе Турӑ ковчега шутсӑр пысӑк тумалла тенӗ. Ҫавӑнпа Нойпа унӑн ҫемйи пӗтӗм вӑя хурса ӗҫленӗ. Вӗсем питӗ пысӑк йывӑҫсене каснӑ, вара пӗренесенчен ковчег тунӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне вӗҫличчен нумай-нумай ҫул иртнӗ, мӗншӗн тесен ҫав ковчег калама ҫук пысӑк пулнӑ.

Эсӗ астӑватӑн-и, ковчег тунисӗр пуҫне Ной тата мӗн тунӑ? ~ Ҫапла, вӑл Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ, тӗнчене кӗҫех шыв илесси ҫинчен ҫынсене асӑрхаттарнӑ. Кам та пулин унӑн сӑмахӗсене тимленӗ-и? Хӑйӗн ҫемйи кӑна итленӗ. Ыттисем вара урӑх ӗҫсемпе ӗҫлӗ пулнӑ. Астӑватӑн-и, вӗсем мӗн-мӗн тунӑ? Иисус ҫавӑн ҫинчен мӗн каланӑ? ~ Ҫав ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, авланнӑ тата качча кайнӑ. Вӗсем хӑйсене япӑх ҫынсем тесе шутламан, ҫавӑнпа Ной сӑмахӗсене итлеме вӑхӑт уйӑрман. Вӗсемпе мӗн пулнине атя пӗлер.

Нойпа унӑн ҫемйи ковчега кӗрсен Иегова вӗсем хыҫҫӑн алӑка хупнӑ. Ковчега кӗмен ҫынсем тӗнчене шыв илессине пурпӗрех ӗненмен. Анчах сасартӑк ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Ку ахаль ҫумӑр пулман, вӑл витререн тӑкнӑ пек чашлаттарнӑ! Кӗҫех шыв кӗрлесех юхма пуҫланӑ, хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн пуррине йӑлтах юхтарса кайнӑ. Шыв йывӑҫсене тӑпӑлтарса кӑларнӑ, пысӑк чулсене пӗчӗк чулсене йӑвантарнӑ пек йӑвантарнӑ. Ковчега кӗмен ҫынсемпе вара мӗн пулнӑ? ~ Иисус каланӑ: «Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтер[нӗ]». Ҫапла, ҫав ҫынсем пурте вилнӗ. Мӗншӗн-ши? ~ Иисус каланӑ тӑрӑх, «ун ҫинчен никам та шухӑшламан». Ҫапла, вӗсем итлемен! (Матфей 24:39, ҪХ; Пултарни 6:5—7.)

Аса ил-ха, Иисус ҫавӑн чухне мӗн пулса иртни пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑрать тенӗ. Ҫӗре шыв илни пире мӗне вӗрентет-ха? ~ Тӗнчене шыв илнӗ чухне усал ҫынсем кӑна вилмен, Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тӑвас тенине пӗлме вӑхӑт уйӑрман ҫынсем те пӗтнӗ. Ҫав ҫынсем пек пулас мар тесен пирӗн хамӑра питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑмалла, эсӗ ҫакӑнпа килӗшетӗн-и? ~

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, хӑҫан та пулин Турӑ тӗнчене каллех шывпа пӗтерӗ-ши? ~ Ҫук, Турӑ унашкал урӑх тумастӑп тесе сӑмах панӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл... халал палли пултӑр». Ҫапла, Иегова асамат кӗперӗ пирки «тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси» урӑх пулмассине кӑтартакан паллӑ пулать тенӗ (Пултарни 9:11—17).

Иегова урӑх нихӑҫан та тӗнчене шывпа пӗтерес ҫуккине эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Апла пулин те, эпир Библире тӗнче пӗтесси ҫинчен каланине пӗлтӗмӗр. Турӑ ҫак тӗнчене пӗтернӗ чухне кам чӗрӗ юлӗ-ши? ~ Хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ, Турӑ ҫинчен пӗлме тӑрӑшман ҫынсем-и? Е Библи вӗренме нихӑҫан та вӑхӑт ҫитереймен ҫынсем-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? ~

Эпир Турӑ ҫӑлса хӑваракан ҫынсем хушшинче пуласшӑн, аха-и? ~ Чӑн та, пирӗн ҫемье Ной ҫемйи пек пулчӗ пулсан, вара Турӑ пире ҫӑлса хӑварчӗ пулсан, мӗн тери чаплӑ пулӗччӗ, ҫапла-и? ~ Тӗнче пӗтнӗ чухне чӗрӗ юлас тесен пирӗн Турӑ ҫак тӗнчене мӗнле пӗтерессине тата вӑл тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнче мӗнле туса парассине пӗлмелле. Атя ҫавӑн ҫинчен пӗлер.

Хуравне Библире, Даниил кӗнекинче, 2-мӗш сыпӑкра, 44-мӗш сӑвӑ йӗркинче тупма пулать. Унта пирӗн кунсем пирки ҫапла каланӑ: «Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх [е правительство] туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ».

Эсӗ ҫак сӑвӑ йӗркине ӑнлантӑн-и? ~ Кунта Турӑ правительстви паянхи этем правительствисене пурне те пӗтерет тенӗ. Мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ суйласа лартнӑ Патшана пӑхӑнмаҫҫӗ. Ҫак Патша вара кам-ши? ~ Ҫапла, ку Иисус Христос!

Иеговӑн мӗнле правительство ҫӗре тытса тӑрасси пирки йышӑну тума тивӗҫ пур. Вӑл вара Патша пулма хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, суйласа илнӗ. Кӗҫех Туррӑн Патши, Иисус Христос, ҫак тӗнчери мӗнпур правительствӑна пӗтерет. Вӑл ҫавна мӗнле тӑвасси ҫинчен Библире, Ӳлӗмхине кӗнекере, 19-мӗш сыпӑкра, 11—16-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ. Ҫакӑ пире мӗн пулса иртессине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать. Турӑ ҫак тӗнчери пур правительствӑна пӗтерекен вӑрҫӑ пирки Библире Хар-Магедон, е Армагеддон, тенӗ.

Ҫапла, Турӑ хӑйӗн Патшалӑхӗ этем правительствисене пурне те пӗтерӗ тесе сӑмах парать. Турӑ пире ҫав вӑрҫа хутшӑнтарасшӑн-и? ~ Ҫук, Библире Армагеддон пирки «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнчи вӑрҫӑ» тенӗ (Ӳлӗмхине 16:14, 16). Ҫапла, Армагеддон вӑл — Туррӑн вӑрҫи, ҫав вӑрҫӑра Иисус Христоспа унӑн пӗлӗтри ҫарӗ, ангелсем, ҫапӑҫӗҫ. Анчах та ҫав вӑрҫӑ кӗҫех пуҫланӗ-ши? Ҫавӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр.

Турӑ хӑҫан усал ҫынсене пӗтересси тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑласси ҫинчен атя вулар: Ытарӑшсем 2:21, 22; Исаия 26:20, 21; Иеремия 25:31—33 тата Матфей 24:21, 22.

[238-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ной вӑхӑтӗнче мӗнле тӗнче пӗтнӗ пулнӑ?

[241-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн савӑнасси тата канасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла мар?

[243-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Турӑ суйласа лартнӑ Иисус Христос Патша ҫак тӗнчене Армагеддонра пӗтерӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр