Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑн
Ҫемьесем чӑннипех те телейлӗ пулма пултараҫҫӗ-и?
Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать?
Эсӗ телейлӗ те туслӑ ҫемьесене, ҫак трактатра ӳкерсе панӑ пеккисене, пӗлетӗн-и? Ҫемьесем пур ҫӗрте те арканаҫҫӗ. Уйрӑлусем, ӗҫпе ҫыхӑннӑ хумхантаракан ыйтусем, тулли мар ҫемьесенчи ашшӗ-амӑшӗпе ачисен йывӑрлӑхӗсем, ӗмӗт татӑлни — ҫакӑ пурте ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва тата та йывӑрлатать. Ҫемье пурнӑҫне лайӑх пӗлекен пӗр ҫын ӳпкелешсе каланӑ: «Ҫемье арканма пултарасси пирки халӗ кашниех пӗлет».
Паян ҫемьесенче мӗншӗн пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ? Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнас тесен, пирӗн мӗн тумалла?
Ҫемье мӗнле пуҫланса кайнӑ
Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесен пирӗн мӑшӑрлану тытӑмӗ тата ҫемье мӗнле пуҫланса кайнине пӗлмелле. Вӗт вӗсен Пултаракан — Тӑвакан — пур пулсан, ҫемьесен канашсем унра шырамалла, мӗншӗн тесен пирӗн ҫемьеллӗ пурнӑҫпа туллинрех мӗнле савӑнса пурӑнмаллине шӑпах вӑл пуринчен лайӑх пӗлмелле.
Нумайӑшӗ ҫемье тытӑмне Пултаракан ҫук тесе шухӑшлани интереслӗ. «Америка энциклопедийӗнче» (The Encyclopedia Americana) каланӑ: «Хӑш-пӗр ученӑйсем ҫынсем мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланине ҫынтан аяларах тӑракан чӗрчунсем мӑшӑрлӑ пулнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ». Анчах та Иисус Христос арҫынпа хӗрарӑма пултарнӑ тенӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе парас тесе вӑл Библире пӗлтернине илсе панӑ, унтан каланӑ: «Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матфей 19:4—6).
Ҫапла, Иисус Христос тӗрӗс каланӑ. Ӑс-тӑнлӑ Турӑ пӗрремӗш ҫынсене пултарнӑ та вӗсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ телейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Турӑ пӗрремӗш мӑшӑра мӑшӑрлантарса пӗрлештернӗ те упӑшка «арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» тесе каланӑ (Пултарни 2:22—24). Пултаракан хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, кӑтартнӑ нормӑсене хӑйсен пурнӑҫӗнче пӑснӑран мар-и-ха вара ҫемьесенче йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ?
Мӗнле ҫул ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать?
Паянхи тӗнче ҫынсенче хӑйсене мала хурас тата мӗнпур пултарулӑхӗсемпе усӑ курас кӑмӑл-туртӑма аталантарнине эсӗ, паллах ӗнтӗ, пӗлетӗн. «Ҫӑткӑнлӑхра нимӗн япӑххи те ҫук,— каланӑ пӗр финансист Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи аслӑ вӗренӳ заведенийӗнчи вӗренсе тухакан класа.— Эсӗ ҫӑткӑн пулма пултаратӑн, ҫапах та хӑв пирки лайӑх шухӑшлама пултаратӑн». Анчах та пурлӑхшӑн ӑнтӑлни ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшмасть. Пурлӑхшӑн ҫунни — ҫемье пурнӑҫӗшӗн чи пысӑк хӑрушлӑхсенчен пӗри, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене аркатать, вӗсен вӑхӑчӗпе укҫине илет. Ҫакӑнпа танлаштарсан, телейлӗ пулма мӗн кирлӗ пулнине ӑнлантарса паракан Библири икӗ ытарӑша кӑна пӑхса тухар:
«Юратса сӑйланӑ пахчаҫимӗҫ апачӗ кураймасӑр сӑйланӑ ашран — самӑртнӑ вӑкӑр ашӗнчен — аванрах»
«Темӗн чухлӗ выльӑх пусса, анчах харкашса пурӑнакан кил-ҫуртран тип ҫӑкӑр татӑкӗпе тӑнӑҫлӑх аванрах» (Ытарӑшсем 15:17; 17:1).
Питӗ витӗмлӗ сӑмахсем, ҫапла мар-и? Ҫак принципсене кашни ҫемье тытса тӑнӑ пулсан, тӗнче пачах урӑхла пулни ҫинчен те пулин шухӑшласа пӑх-ха! Библи ҫемьерисен пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли пирки те питӗ усӑллӑ канашсем парать. Темиҫе канашне кӑна пӑхса тухар:
Упӑшкасене: «Хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать» (Эфес 5:28—30).
Ансат, анчах мӗн тери усӑллӑ! Библи ҫавӑн пекех упӑшкасене хӑйсен арӑмӗсене хисеп тума сӗнет (1 Петр 3:7). Арӑмӗпе ҫепӗҫ пулса, ӑна ӑнланса тата пулӑшса, упӑшка ӑна ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрать пулсан, вӑл ҫакна тӑвать. Упӑшка ҫавӑн пекех арӑмӗн шухӑшне хаклать тата ӑна тимлӗн итлет. (Пултарни 21:12 танлаштар.) Упӑшка хӑйӗнпе мӗнле тыттарасшӑн, хӑйне арӑмӗпе ҫавӑн пек тытать пулсан, ҫакӑ кирек хӑш ҫемьене те усӑ панипе эсӗ килӗшместӗн-ши вара? (Матфей 7:12.)
Арӑмсене: «Арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр» (Эфес 5:33).
Упӑшкине ҫӑмӑл мар тивӗҫлӗхӗсене туса тӑма пулӑшнипе арӑм ҫемьене телейлӗ тӑвас тесе тӑрӑшать. Шӑп ҫапла шутласа хунӑ пулнӑ та, мӗншӗн тесен Турӑ арӑма, «пулӑшакан... хушса панийӗ» пултӑр тесе, арҫынна панӑ (Пултарни 2:18, ҪТ). Шухӑшласа пӑх, арӑм упӑшкин йышӑнӑвӗсемпе килӗшсе тата ҫемье тӗллевӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшрен упӑшкипе хутшӑнса ӗҫлесе ӑна хисепленине кӑтартать пулсан, ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне мӗнле пиллӗхсем кӳрет?
Мӑшӑрсене: «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр» (Еврейсем 13:4).
Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулсан, ҫемье пурнӑҫӗ, паллах, ырӑлӑх кӳрет. Мӑшӑрсӑр пуҫне урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗни час-часах ҫемьесене аркатать (Ытарӑшсем 6:27—29, 32). Ҫавӑнпа Библи пире мӗн ӳкӗтлесе калать, ҫавӑ тӗрӗс: «Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа... киленсе пурӑн... яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн. Ывӑлӑм, мӗншӗн-ха санӑн айккинче тупӑннӑ арӑма савмалла?» (Ытарӑшсем 5:18—20.)
Ашшӗ-амӑшне: «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент» (Ытарӑшсем 22:6).
Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӑхӑт тата тимлӗх уйӑрать пулсан, ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне лайӑх витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа Библи ашшӗ-амӑшне «килте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та» ачисене тӗрӗс принципсене вӗрентме ӳкӗтлет (Саккуна астутарни 11:19). Библире ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн ачисене вӗрентнӗ май юрату кӑтартмалла тенӗ (Эфес 6:4).
Ачасене: «Ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр» (Эфес 6:1).
Чӑнах та, ҫак йӗркесӗр тӗнчере атте-аннене пӑхӑнса тӑма пур чухне те ҫӑмӑл мар. Анчах та ҫемьене Никӗслекен пире каланине туни тӗрӗс мар-и-ха вара? Вӑл пирӗн ҫемье пурнӑҫне телейлӗ тума мӗн тусан лайӑхрах пулнине пӗлет. Ҫавӑнпа ачасен ашшӗ-амӑшне пӑхӑнса тӑма питӗ тӑрӑшмалла. Вӗсен япӑххине тума хистекен тӗнчери илӗртӳсене ҫирӗппӗн сирсе ямалла (Ытарӑшсем 1:10—19).
Ҫемьере кашни Библи канашӗпе мӗн таран усӑ курать, ҫавӑн чухлӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫ ырӑлӑх кӳрсе тӑрӗ. Ҫемье лайӑх пурнӑҫпа халӗ кӑна мар савӑнса пурӑнӗ, вӑл Турӑ туса пама сӑмах панӑ илемлӗ пуласлӑхри ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма та шанчӑк илӗ (2 Петр 3:13; Ӳлӗмхине 21:3, 4). Ҫавӑнпа та Библие пӗрле вӗренесси сирӗн ҫемьере йӑла пулса тӑтӑр! Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫемье пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑннипех те усӑллӑ канашсем «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнекере тупма пулать.