8-мӗш урок
Турра юрӑхлӑ ҫемье пурнӑҫӗ
Упӑшка ҫемьере мӗнле вырӑн йышӑнать? (1)
Упӑшкан хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытмалла? (2)
Ҫемьере ашшӗн мӗн тумалла? (3)
Ҫемьере арӑм тивӗҫне мӗн кӗрет? (4)
Ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасенчен Турӑ мӗн тума ыйтать? (5)
Уйрӑм пурӑнассипе хут уйӑрттарасси ҫине Библи мӗнле пӑхать? (6, 7)
1. Библире упӑшка ҫемье пуҫлӑхӗ тесе каланӑ (1 Коринфсем 11:3). Упӑшкан пӗр арӑм кӑна пулмалла. Упӑшкипе арӑмӗн ҫӗршывра йышӑннӑ закон тӑрӑх ҫырӑнмалла (1 Тимофей 3:2; Тит 3:1).
2. Упӑшкин арӑмне хӑйне юратнӑ пек юратмалла. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ, упӑшкин те хӑйне арӑмӗпе ҫавӑн пекех тытас пулать (Ефессем 5:25, 28, 29). Упӑшкан арӑмне ҫапма е унпа мӗнле те пулин япӑх тытма юрамасть. Пачах урӑхла, унӑн хӑйӗн арӑмне чысланине тата хисепленине кӑтартмалла (Колоссысем 3:19; 1 Пётр 3:7).
3. Ашшӗн, хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе, тӑрӑшса ӗҫлемелле. Унӑн хӑйӗн арӑмӗпе ачисене апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе тата ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерсе тӑрас пулать. Ашшӗн ҫавӑн пекех хӑйӗн ҫемйине духовнӑй енчен мӗн кирлипе ҫырлахтармалла (1 Тимофей 5:8). Вӑл, хӑйӗн ҫемйине Турра тата унӑн шухӑшӗсене пӗлсе пыма пулӑшас тесе, ертсе пырассине хӑйӗн ҫине илет (Саккуна астутарни 6:4—9; Ефессем 6:4).
4. Арӑмӗн упӑшкишӗн ырӑ пулӑшакан пулмалла (Пултарни 2:18). Унӑн хӑйӗн упӑшкине ачасене вӗрентес тата пӑхса ӳстерес енчен пулӑшса тӑмалла (Ытарлӑх 1:8). Иегова арӑмран хӑйӗн ҫемйишӗн юратса тӑрӑшма ыйтать (Ытарлӑх 31:10, 15, 26, 27; Тит 2:4, 5). Унӑн хӑйӗн упӑшкине чӗререн хисеплемелле (Ефессем 5:22, 23, 33).
5. Турӑ ачасенчен ашшӗ-амӑшӗсене итлеме хушать (Ефессем 6:1—3). Вӑл ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑйсен ачисене ӑса вӗрентессе тата тӳрлетессе кӗтет. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисем валли, вӗсемпе Библи вӗренмешкӗн, вӗсене духовнӑй тата кӑмӑл-туйӑм енчен мӗн кирлипе ҫырлахтармашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла (Саккуна астутарни 11:18, 19; Ытарлӑх 22:6, 15). Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне хӑйсен нихӑҫан та тӳрккес тата хаяр пулмалла мар (Колоссысем 3:21).
6. Мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе пурӑнма йывӑр пулсан, вӗсен Библи канашӗсене тытса пыма тӑрӑшмалла. Библи юратма тата каҫарма чӗнет (Колоссысем 3:12—14). Турӑ Сӑмахӗ каланӑ тӑрӑх, пысӑках мар йывӑрлӑхсене уйрӑм пурӑннипе татса памалла мар. Анчах 1) упӑшки кутӑнлашса хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтермест пулсан, 2) хӑйне ҫав тери хаяр тытнипе арӑмӗн сывлӑхӗпе пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет пулсан е 3) хаяррӑн хирӗҫ тӑнипе арӑмне Иеговӑна пуҫҫапма чӑрмантарать пулсан, вара арӑмӗ упӑшкинчен уйрӑм пурӑнма пултарать (1 Коринфсем 7:12, 13).
7. Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулмалла. Мӑшӑрсӑр пуҫне ыттисемпе аскӑн ӗҫ туни вӑл — Турра тата мӑшӑра хирӗҫ ҫылӑх туни (Еврейсем 13:4). Библи каланӑ тӑрӑх, мӑшӑртан уйрӑлмалли тата тепӗр хут мӑшӑрланмалли пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑрсӑр пуҫне, ыттисемпе ар хутшӑнӑвне кӗни (Матфей 19:6—9; Римсем 7:2, 3). Библире каланине пӑхмасӑрах, ҫынсем уйрӑлса тепӗр ҫынпа мӑшӑрланнине Иегова кураймасть (Малахия 2:14—16, ҪТ).
[16, 17-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]
Юратакан ашшӗ хӑйӗн ҫемйине апат-ҫимӗҫ, тумтир, кил-ҫурт тата духовнӑй енчен мӗн кирлипе ҫырлахтарать
[17-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Турӑ ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑйсен ачисене ӑса вӗрентессе тата тӳрлетессе кӗтет