Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-22 2—6 с.
  • Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?
  • Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Пӗлме пулӑшакан май — тӗнчери лару-тӑру
  • Тӗнче пуҫлӑхӗсем камсем пулни паллӑ
  • Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрӑр
  • Усал сывлӑш вӑйӗсене хирӗҫ тӑр
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Ангелсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ-и?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Шуйттана тата унӑн чеелӗхӗсене хирӗҫ тӑр
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
Ытларах пӗлӗр
Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?
T-22 2—6 с.

Чӑннипе тӗнче пуҫлӑхӗ кам?

Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак ыйту ҫине пӗр сӑмахпа хуравланӑ пулӗччӗҫ — Турӑ. Анчах та ҫакна палӑртмалла, Иисус Христос е унӑн Ашшӗ пирки ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ тесе Библире нихӑш ҫӗрте те каламан. Иисус пачах урӑхла каланӑ: «Ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласах кӑларӗҫ». Ҫавӑн пекех вӑл каланӑ: «Ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ килет; унӑн Манра нимӗн те ҫук» (Иоанн 12:31; 14:30; 16:11).

Апла пулсан, ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ Иисуса хирӗҫ пырать. Кам-ши вӑл?

Пӗлме пулӑшакан май — тӗнчери лару-тӑру

Лайӑх пурнӑҫ тӑвас тесе ҫынсем чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, этемлӗх яланах питӗ нумай хӗн-хур курнӑ. Ҫакӑн пек пулса пыни шухӑшлакан ҫынсене тӗлӗнтерет, сӑмахран, Дейвид Лоренс ҫыравҫӑ хӑйӗн статьинче каланӑ: «Кашни тенӗ пекех ҫӗр ҫинче мирлӗ пурӑнасшӑн. Ҫынсенчен пурте тенӗ пекех пӗр-пӗрне ырӑ тӑвасшӑн. Апла пулсан, мӗншӗн пурнӑҫра ун пек мар? Ҫынсен мирлӗ тата ырӑ туса пурӑнас килет пулин те, мӗншӗн вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх пур?»

Ҫакӑ питӗ тӗлӗнтерет, ҫапла мар-и? Ҫынсен мирлӗ пурӑнас килет пулин те, вӗсенчен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне кураймаҫҫӗ тата вӗлереҫҫӗ, ҫитменнине тата, ҫакна питӗ тискеррӗн тӑваҫҫӗ. Усал ӗҫсене никама шеллемесӗр, калама ҫук тискеррӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫынсем пӗр-пӗрне пӗр хӗрхенмесӗр асаплантарас тата чылайӑшне вӗлерес тесе газ камерисемпе, концлагерьсемпе, огнемётсемпе, напалм бомбисемпе тата ытти хӑрушӑ меслетсемпе усӑ курнӑ.

Пӗр-пӗринпе мирлӗ, телейлӗ пурӑнма тем пек тӑрӑшнӑ ҫӗртех, ҫынсем хӑйсем тӗллӗн усал ӗҫсене калама ҫук тискеррӗн тума пултараҫҫӗ-ши? Мӗнле вӑйсем ҫынсене ҫавӑн пек ирсӗр ӗҫсем тума тӗртсе тӑраҫҫӗ? Мӗнле вӑйсем ҫынсемпе чеен мӗн тӑвас килнине тӑваҫҫӗ те вара ҫынсен ниҫта кайса кӗме ҫук пирки ирӗксӗрех усал ӗҫсем тума тивет? Куҫа курӑнман, темле усал вӑй ҫынсене пӗр-пӗрне пусмӑрлама хистесе тӑмасть-ши тесе шухӑшласа пӑхман-и эсир?

Тӗнче пуҫлӑхӗсем камсем пулни паллӑ

Ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хуравлас тесе аптраса тӑма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен кашни ҫынна тата халӑхсене пуҫ пулса тытса тӑракан пур тесе Библире уҫҫӑн каланӑ, ҫавӑн пекех ҫав пуҫлӑх куҫа курӑнмасть тата унӑн ӑс-тӑн пур тесе каланӑ. «Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ] тӑрать»,— тенӗ унта. Ҫавӑн пекех Библи вӑл кам пулни ҫинчен тӳррӗн калать: «Шуйттан теекен, сатана теекен... пӗтӗм тӗнчене илӗртсе пурӑнакан» (1 Иоанн 5:19; Апокалипсис 12:9).

Пӗррехинче Иисуса Шуйттан сӑнанӑ, урӑхла каласан илӗртнӗ, ҫавӑн чухне Сатана тӗнче пуҫлӑхӗ пулнӑ пирки Иисус пӗртте иккӗленмен. Мӗн пулса иртни ҫинчен Библи ҫапла каласа парать: «Ӑна шуйттан тата пит ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та, тӗнчери мӗнпур патшалӑхсене, вӗсенӗн чапне кӑтартса, каланӑ Ӑна: мана ӳксе пуҫҫапсан, ҫаксене пурне те Сана парӑп, тенӗ. Иисус вара ӑна каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан» (Матфей 4:1, 8—10).

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сатана Иисуса илӗртнӗ чухне «тӗнчери мӗнпур патшалӑхсене» сӗннӗ. Сатана чӑннипех те ҫав патшалӑхсен пуҫлӑхӗ пулман пулсан, Сатана сӗннине илӗртӳ тесе калама пулатчӗ-ши? Паллах, ҫук. Тата ҫакна асӑрхӑр: ҫак тӗнчери пӗтӗм правительствӑсем Сатана аллинче мар тесе Иисус нимӗн те каламан, анчах та вӗсем Сатана аллинче пулман пулсан, вӑл ун ҫинчен каланӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Сатана, Шуйттан, чӑннипех куҫа курӑнман тӗнче пуҫлӑхӗ! Библи ун пирки «ҫак ӗмӗрӗн турри» тесе калать (2 Коринф 4:3, 4). Анчах Сатана, ҫав тери усалскер, мӗнле майпа тӗнче пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ-ши?

Турӑ тунӑ ангелсенчен пӗри Сатана пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ вырӑнне йышӑнасшӑн пулнипе Турра ӑмсанма пуҫланӑ. Туррӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк ҫук тесе каланӑ Сатана. Вӑл ҫӗленпе усӑ курса пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, улталанӑ, ҫапла вара Адампа Ева Турра итлес вырӑнне Сатанана итлеме пуҫланӑ (Пултарни 3:1—6; 2 Коринф 11:3). Ҫавӑн пекех вӑл Адампа Евӑран ҫуралас пур ӑрӑва та Турӑран пӑрса яма пултаратӑп тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та Сатана хӑй мӗн каланине чӑннипех тума пултарнине кӑтартса патӑр тесе Турӑ ӑна вӑхӑт панӑ, анчах та Сатана тӑрӑшни ӑнӑҫсӑр пулнӑ (Иов 1:6—12; 2:1—10).

Сатана пӗртен-пӗр тӗнче пуҫлӑхӗ пулманнине асра тытӑр. Вӑл Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӑш-пӗр ангелсене те хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Ҫав ангелсем Сатанапа пӗр шухӑшлӑ пулса, демонсем пулса тӑнӑ. Библи вӗсем ҫинчен каланӑ чухне христиансене ак ҫапла асӑрхаттарать: «Шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултармашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнса хурӑр, пирӗн ӳтпе, юнпа (ҫынсемпе) вӑрҫмалла мар, ҫак ӗмӗрти тӗттӗм тӗнчене (ҫылӑхлӑ ҫынсене) тытса тӑракан пуҫлӑхсемпе, аслисемпе, пӗлӗт айӗнчи усал сывлӑшсемпе вӑрҫмалла» (Ефес 6:11, 12).

Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрӑр

Ҫынсем Турра пуҫҫапма пӑрахчӑр тесе ҫак куҫа курӑнман тӗнче пуҫлӑхӗсем этемлӗхе улталама ҫирӗп шут тытнӑ. Вӗсен улталамалли меслечӗсенчен пӗри вӑл — вилсен те ҫын пурӑнать тени, анчах та Турӑ Сӑмахӗ вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, туймаҫҫӗ тесе уҫҫӑн калать (Пултарни 2:17; 3:19; Иезекииль 18:4; Псалом 145:3, 4; Екклесиаст 9:5, 10). Ҫавӑнпа та усал сывлӑш, вилнӗ ҫыннӑн сассипе калаҫса, унӑн чӗрӗ тӑванӗсемпе е тусӗсемпе калаҫма пултарать, ҫакна вӑл юмӑҫ яракан ҫын урлӑ е леш тӗнчерен килекен «сасӑ» пек тума пултарать. Ҫак «сасӑ» вилнӗ ҫыннӑн сасси пек калать пулин те, тӗрӗссипе вӑл — демон!

Ҫавӑнпа та эсир хӑҫан та пулин ҫавӑн пек «сасӑ» илтсен, хӑвӑра улталама ан парӑр. Вӑл тем каласан та, ан итлӗр ӑна тата Иисус каланӑ пек: «Кай Ман патӑмран, шуйттан»,— тесе калӑр (Матфей 4:10; Иаков 4:7). Леш тӗнчере мӗн те пулин пуррипе ҫуккине пӗлесшӗн интересленнине пула усал сывлӑшсемпе явӑҫса каймалла ан пултӑр. Усал сывлӑшсемпе явӑҫса кайнине спиритизм теҫҫӗ, Турӑ вара хӑйне пуҫҫапакансене спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен сыхланма хушать. Библи «пӗлӗмҫӗне, юмӑҫа... сывлӑшсене чӗнсе кӑларакана... вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекене» сивлет (Саккуна астутарни 18:10—12; Галатия 5:19—21; Апокалипсис 21:8).

Спиритизмпа явӑҫса кайнӑ ҫынсене демонсем хӑйсен аллине ярса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫав тери илӗртӳллӗ е кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ пулин те вӗсене сирсе ярӑр. Спиритизм шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: «асамлӑ чулпа» юмӑҫ яни, юмӑҫ карчӑкӗсем патне ҫӳрени, экстрасенсорика, ал тупанӗ ҫинчи йӗрсене пӑхса юмӑҫ яни (хироманти) тата астрологи. Демонсем ҫавӑн пекех хӑйсен аллине ярса илнӗ кил-ҫуртсенче шӑв-шав кӑларма пултараҫҫӗ тата ытти тӗрлӗрен тӗлӗнтермӗш япаласем туса кӑтартаҫҫӗ.

Ҫитменнине тата, усал сывлӑшсем литература, кинофильмсем тата телевидени программисем урлӑ аскӑн пурнӑҫӑн ирсӗрлӗхӗпе нӗрсӗрлӗхне кӑтартса тӑнипе ҫынсенче ҫылӑх тӑвас кӑмӑла аталантарса тӑраҫҫӗ. Тӗрӗс мар шухӑшсене пуҫран кӑларса пӑрахмасан, вӗсем ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнине тата ҫав шухӑшсем ҫынсене, демонсем пекех, ирсӗр, аскӑн ӗҫсем тума хистесе тӑнине демонсем пӗлеҫҫӗ (Пултарни 6:1, 2; 1 Фессалоника 4:3—8; Иуда 6).

Усал сывлӑшсем тӗнче пуҫлӑхӗсем тенинчен хӑш-пӗрисем, тен, кулма пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем ӗненменнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен Библи калать: «Шуйттан хӑй те... ҫутӑ Ангел евӗрлӗ пулать» (2 Коринф 11:14). Сатана хӑй тата унӑн демонӗсем ҫук тесе ӗнентернипе ҫынсене питӗ ӑста улталать. Анчах та хӑвӑра улталама ан парӑр! Шуйттанпа унӑн демонӗсем ­чӑнах та пур, ҫавӑнпа та сирӗн яланах вӗсене хирӗҫ тӑмалла (1 Петр 5:8, 9).

Телее, Сатанапа ун майлисен пӗтес вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх! «Тӗнче [тӗнче шутне демон-пуҫлӑхсем те кӗреҫҫӗ] пӗтет,— тесе шантарса калать Библи,— Турӑ ирӗкне туса тӑракан ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Усал тӑвакансем пӗтсен, чунтан савӑнса ҫӑмӑллӑн сывласа ярӑпӑр! Ҫавӑнпа та Турӑ ирӗкне туса тӑракансем тата Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче, тӳрӗлӗх тӗнчинче, ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнакансем хушшинче пулас тесе тӑрӑшар (Псалом 36:9—11, 29; 2 Петр 3:13; Апокалипсис 21:3, 4).

Нимӗн те кӑтартман пулсан, Еврей Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ» куҫарӑвӗнчен, Грек Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнчен илнӗ. ҪТ — цитатӑсене акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑ «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библирен илнине пӗлтерет.

[4-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫак патшалӑхсем Сатана аллинче пулман пулсан, вӑл вӗсене Иисуса сӗнме пултарнӑччӗ-ши?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр