15-мӗш сыпӑк
Турра хисеплекен ҫемьене мӗнле тумалла
1—3. Мӗншӗн хӑшпӗр ҫынсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа тата ачасене пӑхса ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пултараймаҫҫӗ, тата ҫак ӗҫре Библи мӗнле пулӑшать?
ЭСӖ ҫурт тӑвасшӑн тейӗпӗр. Малтан эсӗ ҫӗр илетӗн. Ҫӗнӗ ҫурт мӗнле пулассине шухӑшласа хуратӑн. Анчах та санӑн кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсем тата ҫурт-йӗр лартас ӗҫри хӑнӑху ҫук пулсан? Эс тӑрӑшни кӑлӑхах пулӗччӗ!
2 Телейлӗ ҫемье тӑвас тесе, мӑшӑрланакансенчен нумайӑшӗ ҫакӑн валли кирлӗ «ӗҫ хатӗрӗсемпе» хӑнӑхусене туянман. Туй хыҫҫӑнах часах киревсӗр йӑласем палӑрма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапӑҫусемпе харкашусем кулленхи япала пулса тӑраҫҫӗ. Ачасем ҫуралсан, ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсем ачасене пӑхса ӳстересси ҫинчен, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫинчен пекех, сахал пӗлнине ӑнланса илеҫҫӗ.
3 Телее пула, Библи питӗ лайӑх пулӑшу парать. Унӑн принципӗсем телейлӗ ҫемье тума пулӑшакан ӗҫ хатӗрӗсем пекех (Ытарлӑн каланисем 24:3). Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнине пӑхса тухар.
ТЕЛЕЙЛӖ ҪЕМЬЕ ТУМАЛЛИ «ӖҪ ХАТӖРӖСЕМ»
4. Мӗншӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ, тата Библире мӗнле канашсем панӑ?
4 Мӑшӑрсем пӗр-пӗриншӗн темӗнле юрӑхлӑ пулсан та, ҫапах та вӗсем пурнӑҫ ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ, кашнинех вӗсен хӑйӗн ачалӑхӗ тата ҫемьи пулнӑ. Ҫавӑнпа та туй хыҫҫӑн хӑшпӗр ыйтусем тухса тӑраҫҫех. Мӗнле татса памалла вӗсене? Ҫурт лартнӑ чухне, ӑна тӑвакансем архитектура планне тытӑнса пыраҫҫӗ. Вӗсен архитектор хушнине туса пымалла. Библире телейлӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫа мӗнле тумалли пирки Турӑ кӑтартнисем пур. Вӗсенчен хӑшпӗрисене пӑхса тухар.
5. Шанчӑклӑх питӗ кирлӗ пулнине Библире мӗнле палӑртнӑ?
5 Шанчӑклӑх. Иисус каланӑ: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр»a (Матфей 19:6). Павел апостол ҫырнӑ: «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр: ясаррисене, аскӑн ӗҫ тӑвакансене Турӑ сут тӑвать» (Еврейсем 13:4). Ҫавӑнпа та, мӑшӑрсен Турӑ умӗнчи яваплӑхне туймалла тата хӑйсен мӑшӑрӗсемшӗн шанчӑклӑ пулмалла (Пултарни 39:7—9).
6. Шанчӑклӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварма мӗнле пулӑшать?
6 Шанчӑклӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хӳтӗлет тата ӑна хисеп кӳрет. Шанчӑклӑ мӑшӑрсем пӗлеҫҫӗ: темӗн пулсан та, пӗри теприне пулӑшать (Екклесиаст 4:9—12). Мӗнлерех уйрӑлса тӑраҫҫӗ вӗсем пӗрремӗш тавлашу хыҫҫӑнах уйрӑлакансенчен! Ун пек ҫынсем тӳрех «мӑшӑрта йӑнӑшрӑм», «пӗр-пӗрне урӑх юратмастпӑр» тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ, пӗртен-пӗр ҫул — кама та пулсан урӑххине шыраса тупни теҫҫӗ. Анчах ҫавӑн пек шутлани вӗсене кӑмӑл-туйӑм енчен аталанса ҫитме чӑрмантарать. Пачах урӑхла, шанчӑксӑр мӑшӑрсем проблемисене хӑйсен ҫӗнӗ мӑшӑрӗсем ҫине куҫараҫҫӗ. Ҫын хӑйӗн лайӑх ҫурчӗн ҫийӗ шыв янине курсан, вӑл, паллах, ӑна саплама хӑтланать. Вӑл тӳрех тепӗр ҫурта куҫмасть. Мӑшӑра улӑштарни те ҫавӑн пекех — ҫемье ыйтӑвӗсене татса памалли мел мар. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, часрах уйрӑлас тесе ан шутла — пӗтӗм вӑйран ҫемьене упраса хӑварма тӑрӑш. Ҫакӑн пек шанчӑклӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа сыхлать, хӳтӗлет тата упрать.
7. Мӗншӗн хутшӑну тӑтӑшах мӑшӑрсен начар вырӑнӗ, анчах та эпир «ҫӗнӗ этем» тумне тӑхӑнсан, пӗтӗмпех мӗнле улшӑнӗ?
7 Хутшӑну. «Канаш пулмасан, ӗҫ юхӑнса каять»,— тенӗ Библири пӗр ытарлӑн каланинче (Ытарлӑн каланисем 15:22, СК). Анчах хӑшпӗр мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма йывӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсен хутшӑнас кӑмӑл тӗрлӗрен. Ку час-часах пӗр-пӗрне ӑнланманни тата кӑмӑл сивӗнни патне илсе ҫитерет. Ҫакӑн сӑлтавӗ ҫынна мӗнле пӑхса ӳстернинче пулма пултарать. Тӗслӗхрен, хӑшпӗрисем ашшӗ-амӑшӗсем яланах хирӗҫнине курса ӳснӗ. Халӗ вӗсем ҫитӗнсе ҫитнӗ те хӑйсем те мӑшӑрлӑ пурӑнаҫҫӗ, анчах хӑйсен мӑшӑрӗсемпе ҫемҫен те лӑпкӑн калаҫма пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та санӑн кил харкашу килӗ ан пултӑр тесен, мӗн те пулин тума пулатех (Ытарлӑн каланисем 17:1). Библи«ҫӗнӗ этем» пулса тӑмаллине ҫирӗплетсе калать, вӑл вара тарӑху, кӑшкӑрашу тата ятлаҫу валли вырӑн хӑвармасть (Ефес 4:22—24, 31).
8. Хирӗҫӳсем пулса тухсан, мӗне асра тытмалла?
8 Хирӗҫӳсем пулса тухсан, эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Лару-тӑру хӗрсе пырать пулсан, Ытарлӑн каланисен кӗнекинчи 17:14-мӗшӗнчи (СК) канашӗпе усӑ курни лайӑх: «Тавлашу хӗрсе каиччен унран пӑрӑнса юл». Ҫапла, эсӗ калаҫӑва туйӑмсем лӑпланса ҫитичченхи вӑхӑта хӑварма пултаратӑн (Екклесиаст 3:1, 7). Темӗнле пулсан та, «итлеме хатӗр пул, сӑмахне час ан ӗҫерт, ҫиллине чарса тӑр» (Иаков 1:19). Санӑн тавлашура ҫӗнтерме мар, ӗҫе татса пама тӑрӑшмалла (Пултарни 13:8, 9). Хӑвна тата санӑн мӑшӑрна лӑплантарма пултаракан сӑмахсене калама тӑрӑш (Ытарлӑн каланисем 12:18; 15:1, 4; 29:11). Унсӑр пуҫне, хӑвӑн ӑшунта тарӑхнине пухса ан тӑр — Турӑран пулӑшу ыйт, тата хӑвӑн мӑшӑрупа йӑвашшӑн кӗл ту (Ефес 4:26, 27; 6:18).
9. Мӗншӗн хутшӑну уҫҫи чӗрере тесе калама пулать?
9 Библири ытарлӑн калани калать: «Ӑслин чӗри унӑн чӗлхине ӑслӑ тӑвать тата унӑн ҫӑварӗнчи пӗлӳне ӳстерет» (Ытарлӑн каланисем 16:23, СК). Тӗрӗссипе, пӗр-пӗринпе лайӑх калаҫасси чӗлхерен килместь, чӗререн. Эсӗ хӑвӑн мӑшӑрупа хӑвна мӗнле тытатӑн? Библи христиансене «ҫын асапне ҫӗклеме» сӗнет (1 Петр 3:8). Санӑн мӑшӑр мӗншӗн те пулин хытӑ пӑшӑрханать пулсан, эсӗ ҫакна тума хатӗр-и? Ҫапла пулсан, эсӗ кирлӗ сӑмахсем тупма пултаратӑн (Исаия 50:4).
10, 11. 1 Петр 3:7-мӗшӗнчи канашпа упӑшки мӗнле усӑ курма пултарать?
10 Чыс тата хисеп. Христианла упӑшкасене хӑйсен арӑмӗсене «черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрама... вӗсене хисеп тума» каланӑ (1 Петр 3:7). Арӑма хисеп туни ӑна хакланине пӗлтерет. Арӑмӗпе хӑйне «ырӑ ӑспа» тытакан упӑшка унӑн туйӑмӗсем ҫине питӗ ӑнланса пӑхать, унӑн вӑйне тата ӑстӑнне шута илет, тата унӑн тивӗҫлӗхне хисеплет. Унӑн ҫавӑн пекех Иегова хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнине, тата Вӑл ыттисене вӗсемпе мӗнле тыттарасшӑн пулнине пӗлме тӑрӑшмалла.
11 Калӑпӑр, санӑн килте эсӗ питӗ хаклакан черчен ваза пур. Эсӗ ӑна уйрӑмах асӑрхануллӑн тыткаламастӑнччӗ-ши? Ҫавӑн пекех Петр «черченкӗ савӑт-сапа» сӑмахсемпе усӑ курнӑ; ҫак танлаштару христиана арӑмӗпе тимлӗ тата ҫепӗҫ пулма хистемелле.
12. Арӑмӗ упӑшкине хисепленине мӗнле кӑтартма пултарать?
12 Анчах арӑмсене Библи мӗн сӗнет? Павел ҫырнӑ: «Арӑмӗн хӑйӗн упӑшкине хисеплемелле» (Ефес 5:33, ХК). Арӑмне упӑшки ӑна хисепленине тата ачашшӑн юратнине туйни кирлӗ пекех, упӑшкине те вара хӑйне хисеплени кирлӗ. Хисеплекен арӑм, тӗслӗхрен, хӑйӗн упӑшкин йӑнӑшӗсем ҫинчен, вӑл христиан пулни пулманнине пӑхмасӑрах, сӑмах сарса ҫӳремест. Вӑл ӑна куҫ умӗнче е ҫынсем умӗнче сивлесе унӑн тивӗҫлӗхне пусӑрӑнтармасть (1 Тимофей 3:11; 5:13).
13. Хӑвӑн шухӑшна мӗнле лӑпкӑн пӗлтерме пулать?
13 Ҫакӑ арӑмӗ хӑй мӗн шутланине калама пултарайманнине пӗлтермест. Ӑна мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, вӑл ун пирки сӑпайлӑн калама пултарать (Пултарни 21:9—12). Упӑшкине вырӑнлӑ шухӑш пани — ӑна мечӗк персе панӑ пекех. Арӑмӗ ӑна упӑшки ҫӑмӑллӑнах тытма пултартӑр тесе, ҫемҫен персе пама е ӑна ыраттарас тесе, пӗтӗм вӑйран ывӑтма пултарать. Мӑшӑрсем пӗрне-пӗри айӑплассинчен пӑрӑнни тата лӑпкӑн та килӗшӳллӗн калаҫма тӑрӑшни мӗн тери аванрах! (Матфей 7:12; Колоссы 4:6; 1 Петр 3:3, 4).
14. Мӑшӑру Библи принципӗсемпе усӑ курасшӑн мар пулсан, санӑн мӗн тумалла?
14 Эпир курнӑ тӑрӑх, Библи принципӗсем — телейлӗ ҫемье тӑвас ӗҫре хаклама ҫук пулӑшу. Анчах та санӑн мӑшӑру Библи мӗн каланипе интересленмест пулсан? Апла пулсан та, эсӗ хӑв Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳсемпе усӑ курнинчен нумай килет. Петр ҫырнӑ: «Ей арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та, арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе, вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2). Паллах, ҫакӑ арӑмӗ Библине йышӑнман упӑшкасене те тивет. Санӑн мӑшӑру хӑйне мӗнле тытнине пӑхмасӑрах, Библи принципӗсене хӑвна лайӑх еннелле ҫавӑрма ирӗк пар. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ сана ҫавӑн пекех лайӑх ашшӗ е амӑшӗ тӑвать.
АЧАСЕНЕ ТУРӐ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ПӖЛӲПЕ КИЛӖШӲЛЛӖН МӖНЛЕ ПӐХСА ӲСТЕРМЕЛЛЕ
15. Мӗншӗн ачасене тӗрӗс мар пӑхса ӳстересси хӑшпӗр чух ӑруран ӑрӑва куҫса пырать, тата ҫакна мӗнле татма пулать?
15 Ҫыннӑн пӑчкӑ е мӑлатук пурри, вӑл ӑста платник пулнине пӗлтермест. Ҫавӑн пекех камӑн та пулин ачасем пурри, вӑл ӑста ашшӗ е ӑста амӑшӗ пулнине пӗлтермест. Ӑнланса е ӑнланмасӑр, час-часах ашшӗ-амӑшӗсем ачисене хӑйсене мӗнле пӑхса ӳстернӗ пекех ӳстереҫҫӗ. Ҫапла ача тӗрӗс мар пӑхса ӳстересси ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Авалхи Израильти ваттисен сӑмахӗ калать: «Ашшӗсем йӳҫӗ иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ». Анчах Ҫырусенче ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ такӑрлатнӑ ҫулпа кайма кирлех маррине каланӑ. Вӑл Иегова законӗсемпе килӗшсе тӑракан ҫула суйлама пултарать (Иезекииль 18:2, 14, 17).
16. Хӑвӑн ҫемьешӗн тӑрӑшни мӗншӗн кирлӗ, тата ҫавӑнта мӗн кӗрет?
16 Христианла ашшӗ-амӑшӗсенчен Иегова вӗсем ачисене тӗрӗс ертсе пырасса тата вӗсемшӗн кирлӗ таран тӑрӑшасса кӗтет. Павел ҫырнӑ: «Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн тӑрӑшмасть, вӑл тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та кая» (1 Тимофей 5:8). Мӗнле вӑйлӑ сӑмахсем! Турӑран хӑракан ҫыншӑн тӑрантаракан пуласси, е ачасене ӳт-пӳ, Турӑ ҫинчен пӗлес тата кӑмӑл-туйӑм енчен мӗн кирлишӗн тӑрӑшасси,— хисеплӗ тивӗҫ тата яваплӑх. Библире ашшӗ-амӑшӑсемшӗн ачисене аталанма питӗ лайӑх тавралӑх тума пулӑшакан принципсем пур. Вӗсенчен хӑшпӗрисене пӑхса тухар.
17. Турӑ законне ачасен чӗрисене мӗнле кӗртсе хума пулать?
17 Лайӑх тӗслӗх пулӑр. Израильти ашшӗ-амӑшӗсене хушнӑ: «Вӗсене [Турӑ сӑмахӗсене] хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ». Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисене Иегова законӗсене вӗрентмелле пулнӑ. Ҫавӑн пек хушни умӗн ҫак сӑмахсене каланӑ: «Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте пулччӑр» (Саккуна астутарни 6:6, 7). Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ҫук япалана ачисене пама пултараймаҫҫӗ. Эсир Турӑ законӗсем сирӗн ачӑрсен чӗрисенче пулччӑр тетӗр пулсан, малтанах вӗсем сирӗн хӑвӑрӑн чӗрӳсенче пулччӑр тесе тӑрӑшмалла (Ытарлӑн каланисем 20:7; Лука 6:40 танлаштар).
18. Юрату кӑтартас енчен Иегова мӗнле питӗ лайӑх тӗслӗх панӑ?
18 Хӑвӑр юратнине ҫирӗплетсе кӑтартӑр. Иисус шыва кӗрсен, Иегова пӗлтернӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче» (Лука 3:22). Ҫапла Иегова уҫҫӑн хӑйӗн Ывӑлне йышӑннӑ, ӑна ырланине тата юратнине кӑтартнӑ. Каярах Иисус хӑйӗн Ашшӗне каланӑ: «Эсӗ Мана тӗнчене пултариччен малтанах юратнӑ» (Иоанн 17:24). Ҫавӑнпа та, Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ май, ачасене юратма тата ачашлама ан вӑтанӑр тата ҫакна тӑтӑшах тӑвӑр. Яланах асра тытӑр: «Юратни пӗрлештерет» (1 Коринф 8:1).
19, 20. Ачасене тӗрӗс вӗрентессине мӗн кӗрет, тата ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑран мӗне вӗренеҫҫӗ?
19 Хӑвӑрӑн ачӑрсене вӗрентӗр. Библи юратупа вӗрентмеллине палӑртать (Ытарлӑн каланисем 1:8). Ачасене вӗрентмелли тивӗҫ ҫине тимсӗр пӑхакан ашшӗ-амӑшӗсен кайран пӑшӑрханассипе тӗл пулма лекет. Анчах ашшӗ-амӑшӗсене тепӗр енӗнчен те асӑрхаттармалла. «Ей ашшӗсем,— ҫырнӑ Павел,— ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсем салху ан ҫӳреччӗр» (Колоссы 3:21). Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене вӗҫӗмсӗр тӳрлетессинчен, яланах вӗсен йӑнӑшӗсем ҫинчен калассинчен тата вӗсен тӑрӑшнине ниме те хурассинчен асӑрханмалла.
20 Иегова Турӑ, пирӗн ҫӳлти Атте, тӗрӗс вӗрентсе ӳстересси енчен тӗслӗх парать. Наказани панӑ чух вӑл нихӑҫан та ытлашши тумасть. Турӑ хӑйӗн халӑхне каланӑ: «Сана кирлӗ таран наказани парӑп» (Иеремия 46:28, СК). Ашшӗ-амӑшӗсен ҫак енчен Иегова пекех пулмалла. Йӗрке кӗртмелли мелсем ытлашшипех пулса кайрӗҫ пулсан тата тӳрлетессипе вӗрентес тӗллеврен иртрӗҫ пулсан, вӗсем, паллах, ачасене ҫиллентереҫҫӗ.
21. Хӑйсен йӗрке кӗртмелли мелсем мӗн таран вырӑнлӑ пулнине ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ?
21 Хӑйсен йӗрке кӗртмелли мелсем мӗн таран вырӑнлӑ пулнине ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ? Вӗсем хӑйсенчен ыйтма пултараҫҫӗ: ҫакӑ ачана мӗнле пырса тиврӗ? Наказани пани ачана вӗрентмелле. Хӑйне мӗншӗн наказани панине ачан ӑнланмалла. Ашшӗ-амӑшӗсен наказани панӑ хыҫҫӑн мӗн пулассине те курса тӑмалла. Паллах, малтанах пур ача та хӑйне наказани панӑшӑн ҫилленет (Еврейсем 12:11). Анчах тӳрлетекен мелсем нихӑҫан та ачана хӑратса пӑрахмалла мар, ҫавӑн пекех вӑл хӑйне пӑрахнӑ е тӳрленме пултараймасть тесе туймалла мар. Хӑйӗн халӑхне наказани парас умӗн Иегова каланӑ: «Ан хӑра... мӗншӗн тесен Эпӗ санпала» (Иеремия 46:28, СК). Ҫапла, тӳрлетекен мелсемпе ача эсир ӑна юратнине тата уншӑн тӑрӑшнине туйтӑр тесе усӑ курмалла.
«ӐСЛӐ КАНАШСЕНЕ» МӖНЛЕ ТУПМАЛЛА
22, 23. Телейлӗ ҫемье тума ӑслӑ канашсем эсӗ мӗнле тупма пултаратӑн?
22 Пире телейлӗ ҫемье тума кирлӗ «ӗҫ хатӗрӗсене» панишӗн эпир Иеговӑна тав тума пултаратпӑр. Анчах ҫак ӗҫ хатӗрӗсене алра тытса тӑни кӑна ҫителӗксӗр. Пирӗн вӗсемпе тӗрӗс усӑ курмалла. Тӗслӗхрен, хӑйӗн ӗҫ хатӗрӗсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗренсех ҫитеймен ҫурт тӑвакана илер. Тата вӑл пачах урӑх ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курать пулсан вара. Юлашкинчен ҫакӑ ӗҫ пахалӑхӗ ҫинче сисӗнетех пулӗ. Халӗ эсӗ, тен, хӑвӑн ҫемьери ҫитменлӗхсене куртӑн пулӗ. Вӗсенчен хӑшпӗрисене пӗтерме ҫӑмӑлах пулмасть пулӗ ӗнтӗ. Ҫапах та Библири канаша итлени усӑллӑ пулӗ: «Ӑсли итлет те пӗлӗвне ӳстерет, тӑнли те ӑслӑ канашсем тупать» (Ытарлӑн каланисем 1:5, СК).
23 Малалла та Турӑ ҫинчен пӗлӳ илсе пырсан, эсӗ ӑслӑ канашсем тупатӑн. Библири ҫемье пурнӑҫӗ пирки калакан принципсем ҫине асӑрхаса пӑх, тата кирлӗ пулсан, улшӑнусем ирттер. Хӑйсене питӗ лайӑх мӑшӑрсем тата ашшӗ-амӑшӗсем пулса кӑтартнӑ аталанса ҫитнӗ христиансенчен тӗслӗх ил. Вӗсемпе калаҫса пӑх. Унсӑр пуҫне, хӑвӑн ыйтусем пирки Иеговӑна кӗлӗре каласа пар (Псалом 54:23; Филиппы 4:6, 7). Вӑл сана хӑйне чыс кӳрекен ҫемье тума пулӑшӗ.
[Сноска]
a Уйрӑлма тата тепӗр хут мӑшӑрланма Библи ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав — «аскӑн ӗҫ», урӑхла каласан мӑшӑрпа мар, урӑх ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗни (Матфей 19:9).
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Шанчӑклӑх, хутшӑну, мӑшӑрпа хӑвна чыслӑ тата хисеплӗ тытни телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пулма мӗнле пулӑшать?
Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене юратнине мӗнле шантарса кӑтартма пултараҫҫӗ?
Ачасене тӗрӗс вӗрентессине мӗн кӗрет?
[147-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]