Вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни ӑҫтан пуҫланса кайнӑ?
«Леш тӗнче ҫинчен калаҫма пуҫласан, ҫынна хӑй вилсен хӑйпе мӗн пуласси пуринчен ытла хумхантарать»
ТӖН ТАТА ЭТИКА ЭНЦИКЛОПЕДИЙӖ
1—3. Чун вилӗмсӗр текен шухӑш мӗне пула анлӑ сарӑлнӑ?
ҪИТМӖЛ ҫула ҫитнӗ ӑсчаха тата вӗрентекене Турра ӗненмест тесе тата хӑйӗн вӗрентӗвӗсемпе ҫамрӑксен ӑс-тӑнне пӑсать тесе айӑплаҫҫӗ. Вӑл судра хӑйне питӗ чаплӑ хӳтӗлет пулин те, ун ҫинчен йӑнӑш шухӑшлакан присяжнӑйсем вӑл айӑплӑ, ӑна вӗлермелле теҫҫӗ. Хӑйне вӗлериччен темиҫе сехет маларах ватӑ вӗрентекен хӑйне итлеме пухӑннӑ вӗренекенӗсене чун вилӗмсӗр тата вилӗмрен хӑрамалла мар тесе калать, ҫак тӗлӗшрен вӑл тӗрлӗрен ҫирӗплетӳ илсе парать.
2 Вӗлермелле айӑпланӑ ҫак ҫын вара пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте пурӑннӑ грексен паллӑ философӗ Сократ пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗ Платон ҫав событисем ҫинчен хӑйӗн «Апология Сократа» тата «Федон» ятлӑ ӗҫӗсенче ҫырса панӑ. Сократпа Платон чун вилӗмсӗр текен шухӑша аталантарнӑ ҫынсем хушшинче малтанхисем пулнӑ. Анчах та ҫак вӗрентӗве вӗсем шухӑшласа кӑларман.
3 Ҫынсем ӗлӗк-авалах этем вилӗмсӗр тесе шухӑшланӑ. Сократпа Платон вара ҫак шухӑша аталантарнӑ та философи вӗрентӗвӗ туса хунӑ, ҫапла майпа ҫак вӗрентӳ вӗреннӗ ҫынсем хушшинче ҫав вӑхӑтра та, каярахпа та анлӑ сарӑлса пынӑ.
Пифагортан пуҫласа пирамидӑсем таран
4. Грексем Сократ ҫураличченех леш тӗнче пирки мӗн шутланӑ?
4 Сократпа Платон ҫураличченех грексем ҫын вилсен чунӗ вилмест тесе ӗненнӗ. Пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗрти грексен паллӑ математикӗ Пифагор чун вилӗмсӗр тата ҫын вилсен чунӗ урӑх чӗрӗ япалана куҫать тесе шутланӑ. Унран та маларах грексен чи малтанхи паллӑ философӗ Фалес Милетский вилӗмсӗр чун ҫынсен, чӗрчунсен тата ӳсентӑрансен кӑна мар, сӑмахран, магнитӑн та пур тесе шухӑшланӑ, мӗншӗн тесен магнит тимӗр япаласене хӑй патне туртма пултарать. Авалхи грексем ӗненнӗ тӑрӑх, вилнисен чунӗсем Стикс ятлӑ юханшыв урлӑ каҫаҫҫӗ те ҫӗр айӗнчи питӗ пысӑк патшалӑха, леш тӗнчене, лекеҫҫӗ. Унта судьясем чунсенчен хӑшӗсене ҫӳллӗ стеналлӑ тӗрмене асапланма, хӑшӗсене вара Элизиума, урӑхла каласан, ӗмӗр савӑнса пурӑнмалли вырӑна ямалли пирки йышӑну тӑваҫҫӗ.
5, 6. Перси ҫыннисем чун пирки мӗн шутланӑ?
5 Пирӗн эрӑчченхи VII ӗмӗрте Иранра, е Персире, Зороастр пророк пурӑннӑ. Вӑл пуҫҫапмалли йӗрке шутласа кӑларнӑ, ӑна зороастризм теҫҫӗ. Греци тӗнче империйӗ пулса тӑриччен зороастризм пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарса тӑнӑ Перси империйӗн тӗнӗ пулнӑ. Ҫав тӗнӗн сӑваплӑ кӗнекинче каланӑ: «Тӳрӗ ҫыннӑн чунӗ Вилӗмсӗр тата яланах Савӑнса пурӑнӗ, Суеҫӗн чунне вара, паллах ӗнтӗ, асап ҫитӗ. Ҫак Законсене Ахурамазда [ҫакӑ «ҫӳлхуҫа ӑслӑ» тени пулать] ҫирӗплетнӗ, мӗншӗн тесен чи аслӑ власть Унӑн аллинче».
6 Иранра зороастризм пуҫланса кайичченех чун вилӗмсӗр тесе вӗрентнӗ. Тӗслӗхрен, леш тӗнчере чунсен мӗн кирли пурте пултӑр тесе Иранри авалхи йӑхсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тумтир парнелӗх парса тӑнӑ.
7, 8. Авалхи египтянсем шутланӑ тӑрӑх, ӳт вилсен чунпа мӗн пулать?
7 Вилнӗ хыҫҫӑн та пурнӑҫ пуррине ӗненни Египет тӗнӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ. Египтянсем вилнисен чунӗсене леш тӗнчен чи аслӑ турри Осирис суд тӑвать тесе шутланӑ. Тӗслӗхрен, пирӗн эрӑчченхи XIV ӗмӗрти пӗр папирус ҫинче вилнисене хӳтӗлекен Анубис турра ӳкерсе панӑ, унта вӑл Ханафар ҫыруҫӑн чунне Осирис патне илсе пырать. Тарасан пӗр ҫатми ҫине ҫыруҫӑн совеҫне сӑнарлакан чӗрине хунӑ, теприн ҫинче чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхӗн турри хӑй пуҫӗ ҫинче йӑтса ҫӳрекен калем выртать. Тот ятлӑ турӑ вара тараса мӗн кӑтартнине палӑртать. Питех айӑпа кӗмен пирки Ханафар чӗри калемрен ҫӑмӑлтарах туртать, ҫавӑнпа Ханафара Осирис патшалӑхне илсе килеҫҫӗ те ӑна вилӗмсӗр тӑваҫҫӗ. Папирус ҫинче ҫавӑн пекех тискер чӗрчуна ӳкернӗ, вӑл тарасапа юнашарах тӑрать тата ытлашши йывӑр чӗреллисене ҫисе яма хатӗр. Египтянсем вилнисен ӳчӗсене ҫӗресрен ырӑ шӑршӑллӑ япаласем те сӗрнӗ, фараонсен ӳчӗсене вара шутсӑр пысӑк пирамидӑсене хунӑ, мӗншӗн тесен чун чӗрӗ юласси ӳт мӗн таран лайӑх упранса юлнинчен килет тесе шутланӑ.
8 Эппин, ӗлӗк-авалхи цивилизацисем пӗр япаланах — чун вилӗмсӗррине — ӗненнӗ. Ҫак вӗрентӳ ӑҫтан пуҫланса кайнине пӗлме пулать-и?
Ӑҫтан пуҫланса кайнӑ?
9. Авалхи Египет, Перси тата Греци ҫӗршывӗсем ҫине мӗнле тӗн витӗм кӳнӗ?
9 Пӗр кӗнекере ҫырнӑ: «Авалхи Египет, Перси тата Греци ҫине Вавилон тӗнӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ» (The Religion of Babylonia and Assyria). Унтан ҫапла ӑнлантарса ҫырнӑ: «Тель-эль-Амарна табличкисем ӗлӗк-авал Египетпа Вавилон хушшинче тачӑ ҫыхӑну пулнине, ҫавна пула египтянсем Вавилонӑн тӗн ӗненӗвӗсемпе йӑли-йӗркине тытса тӑма пуҫланине кӑтартса параҫҫӗ. Перси ҫыннисем Митрӑна пуҫҫапнинчен вӗсем ҫине Вавилон вӗрентӗвӗсем витӗм кӳни курӑнать... Семит вӗрентӗвӗсем хутӑшса кайнине мифологире те, грексен тӗн йӑли-йӗркинче те курма пулать — паянхи тӗпчевҫӗсем ҫав ҫыхӑну пирки уҫҫӑн калаҫҫӗ, ҫав тӗлӗшрен вӗсен тавлашасси-хирӗҫесси ҫук. Тӗпрен илсен, семитсен ҫав вӗрентӗвӗсене Вавилон вӗрентӗвӗсем теме пулать»a.
10, 11. Вавилонянсем вилӗм хыҫҫӑнхи пурнӑҫ пирки мӗн шутланӑ?
10 Египтянсем, перссем тата грексем ҫын вилсен унпа мӗн пулни пирки мӗнле шухӑшлани Вавилон вӗрентӗвӗсенчен уйрӑлса тӑмасть-и-ха вара? Тӗслӗхшӗн Гильгамеш ҫинчен калакан Вавилон эпосне пӑхса тухар. Гильгамеша вилӗмрен хӑтӑлса юлма ҫукки канӑҫ паман; вӑл вилӗмсӗрлӗх шырама каять, анчах та ӑна тупаймасть. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче вӑл хӗрлӗ эрех янӑ кӑкшӑм ҫӗклесе пыракан хӗре тӗл пулать, лешӗ ӑна паянхи пурнӑҫпа май килнӗ таран киленсе пурӑнма ӳкӗте кӗртме тӑрӑшать, мӗншӗн тесен ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ниепле те тупма ҫук. Эпосӑн тӗп шухӑшӗ — вилӗмрен пӑрӑнма ҫук тата ӗмӗр пурӑнасса шанни пуш ӗмӗт ҫеҫ. Ҫакӑ вавилонянсем леш тӗнче пуррине ӗненнине кӑтартса парать-и?
11 Пенсильвани университетӗнчи (АПШ) профессор, Моррис Ястров кӗҫӗнни, ҫырнӑ: «Халӑхӑн та, тӗн пуҫлӑхӗсен те пӗррехинче ҫут тӗнчене мӗн килни кайран тӗппипех ҫухаласси пуҫра та пулман. Вилӗм [вӗсен шучӗпе] — пурнӑҫӑн урӑх формине куҫмалли мел. Вилӗмсӗрлӗх ҫук тенипе вӗсем ҫын вилсен унпа пулмалли улшӑнусенчен пӑрӑнма ҫуккине ҫеҫ кӑтартасшӑн пулнӑ». Ҫапла, вавилонянсем те вилӗм хыҫҫӑн пурнӑҫ малалла тӑсӑлнине, пурнӑҫ форми кӑна улшӑннине ӗненнӗ. Ҫавӑнпа вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне вӗсем унпа юнашар леш тӗнчере кирлӗ пулма пултаракан япаласем хунӑ.
12—14. а) Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн чун вилӗмсӗр тенине ӑҫта ӗненме пуҫланӑ? ӑ) Ҫак вӗрентӳ мӗнле майпа пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ?
12 Чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни авалхи Вавилонта пуҫланса кайни уҫҫӑн курӑнать. Библире, истори тӗлӗшӗпе шанчӑклӑ кӗнекере, ҫырнӑ тӑрӑх, Вавилона Нойӑн мӑнукӗ Нимрод никӗсленӗ. Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе пӗр тӗн анчах пулнӑ. Апла пулин те хула никӗслесен, унта башня тума пуҫласан Нимрод урӑх тӗн пуҫарса янӑ. Вавилонра чӗлхене арпаштарса янӑ хыҫҫӑн башня тӑвакансем ӗҫӗ ӑнманран ҫӗр тӑрӑх саланса кайнӑ, унта та хӑйсен тӗннех тытса тӑнӑ тенӗ Библире (Пултарни 10:6—10; 11:4—9). Ҫакӑн пек Вавилон тӗнӗн вӗрентӗвӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саланнӑ.
13 Халӑхра ҫӳренӗ сӑмах тӑрӑх, Нимрод хӑй вилӗмӗпе вилмен. Вӑл Вавилона никӗслекенӗ, туса лартаканӗ тата унӑн пӗрремӗш патши пулнӑран ҫав хулара пурӑнакансем ӑна вилнӗ хыҫҫӑн чыслама пуҫланӑ пулмалла. Мардук (Меродах) турӑ Вавилон хулине никӗслекенӗ шутланнӑран хӑш-пӗр ученӑйсем Мардук вӑл ҫынсем турӑ вырӑнне хунӑ Нимрод тесе ҫирӗплетсе каланӑ. Ҫапла пулсан, чун вилӗмсӗр текен шухӑш сахалтан та Нимрод вилнӗ вӑхӑтранпах пулнӑ. Эппин, ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни Вавилонра пуҫланса кайнине истори ҫирӗплетсе парать.
14 Анчах та ҫак вӗрентӳ мӗнле майпа паянхи тӗнсенчен ытларахӑшӗнче тӗп вӗрентӳ пулса тӑнӑ? Тепӗр сыпӑкра эпир ҫак вӗрентӳ Хӗвелтухӑҫра мӗнле сарӑлнине пӑхса тухӑпӑр.
[Сноска]
a Тель-эль-Амарна вӑл — пирӗн эрӑчченхи XIV ӗмӗр патнелле туса лартнӑ Египетри Ахетатон хулин ишӗлчӗкӗсен вырӑнӗ.
[6-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Египтянсем чун леш тӗнчере пурӑнать тесе шутланӑ
[7-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Сократ чун вилӗмсӗр тенӗ