Вӗрентӳ иудаизмра, христианствӑра тата исламра сарӑлать
«Тӗн ҫынна хӑҫан та пулин пурпӗрех вилессипе те ҫырлахма пулӑшать — вилсен лайӑхрах пурнӑҫ пуласса, урӑх ӳт-пӳпе ҫураласса е ун пек те, кун пек те пуласса шантарать»
ГЕРХАРД ГЕРМ, НИМӖҪ ҪЫРАВҪИ
1. Вилсен пурнӑҫ пур тесе вӗрентекен тӗнсенчен ытларахӑшӗ мӗнле вӗрентӗве тӗпе хурать?
ВИЛСЕН пурнӑҫ пур тесе шантарнипе тӗнсем пурте тенӗ пекех вилӗмсӗр чун — ҫын вилсен леш тӗнчере пурӑнакан е урӑх чӗрӗ япалана куҫакан чун — пуррине ӗненнине кӑтартса параҫҫӗ. Умӗнхи сыпӑкра палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, Хӗвелтухӑҫри тӗнсем чи пуҫламӑшӗнченех чун вилӗмсӗр тесе вӗрентнӗ. Анчах та иудаизм, христианство тата ислам ҫинчен мӗн калама пулать? Чун вилӗмсӗр тени ҫак тӗнсенче мӗнле майпа тӗп вӗрентӳ пулса тӑнӑ?
Иудаизм грек вӗрентӗвӗсене йышӑнать
2, 3. Иудей энциклопедийӗ тӑрӑх, еврейсен сӑваплӑ ҫырӑвӗсенче чун вилӗмсӗр тени пур-и?
2 Иудаизм 4 000 ҫула яхӑн каялла, Авраам кунӗсенчех, пуҫланса кайнӑ. Еврейсен сӑваплӑ ҫырӑвӗсене пирӗн эрӑчченхи XVI ӗмӗрте ҫырма пуҫланӑ та Сократпа Платон вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан теорие йӗркеленӗ вӑхӑталла ҫырса пӗтернӗ. Ҫак ҫырусем чун вилӗмсӗр тесе вӗрентеҫҫӗ-и?
3 Хуравне эпир иудей энциклопедийӗнче тупма пултаратпӑр: «Библи ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑнхи тапхӑрта ҫеҫ вилӗмсӗр чун пуррине ҫирӗп ӗненме пуҫланӑ... тата [ҫак ӗненӳ] еврейсен тата христиансен тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ» (Encyclopaedia Judaica). Ҫавӑн пекех унта каланӑ: «Библи ҫырнӑ вӑхӑтра этемӗн уйрӑлса каякан пай ҫук тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа чунпа ӳт-пӳ хушшинче уйрӑмлӑх курман». Ӗлӗк-авал еврейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненнӗ, энциклопедире палӑртнӑ тӑрӑх вара, «ҫакӑ чун вилӗмсӗр тенине... ӗненнипе килӗшсе тӑман».
4—6. Чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни мӗнле майпа иудейсен «тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри» пулса тӑнӑ?
4 Мӗнле майпа ҫав вӗрентӳ иудаизмри «тӗп вӗрентӳсенчен пӗри» пулса тӑнӑ-ха? Ҫак ыйту ҫине истори хуравлать. Пирӗн эрӑчченхи 332 ҫулта Александр Македонский Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӑн пысӑк пайне тӗлӗнмелле кӗске вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ. Александр Иерусалима килсен еврейсем ӑна хапӑл тусах кӗтсе илнӗ. I ӗмӗрти еврей историкӗ Иосиф Флавий каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӑна 200 ҫул маларах ҫырса хунӑ Даниил кӗнекинчи пророкла сӑмахсене кӑтартнӑ, унта «Греци патши», Александр, ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ (Даниил 8:5—8, 21). Александр хыҫҫӑнхи патшасем унӑн ӗҫне малалла тӑсас тесе грек чӗлхине, культурине тата философине пӗтӗм империйӗпех сарса пынӑ. Ҫавна пула икӗ культура — грексен тата еврейсен — хутӑшса кайнӑ.
5 Еврей Ҫырӑвӗсене пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче пӗрремӗш хут грек чӗлхине куҫарма пуҫланӑ, ӑна Септуагинта теҫҫӗ. Ҫав куҫару нумай халӑха еврейсен ӗненӗвӗ ҫинчен лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ, вӗсем ҫав тӗне хисеплеме пуҫланӑ, хӑшӗ-пӗрисем вара вӗсен тӗнне йышӑннӑ. Еврейсем те грексен шухӑшлавӗсемпе лайӑхрах паллашнӑ; хӑшӗ-пӗрисем философсем те пулса тӑнӑ, ҫакӑн пекки вара еврейсем хушшинче нихӑҫан та пулман. Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте пурӑннӑ Филон Александрийский ҫавнашкал еврей философӗсенчен пӗри пулнӑ.
6 Филон Платона хисепленӗ тата грек философийӗпе усӑ курса иудаизм ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Пӗр кӗнекере каланӑ: «Платон философине Библи вӗрентӗвӗсемпе хӑйне евӗрлӗ пӗрлештернӗ хыҫҫӑн Филон христиансен [ҫавӑн пекех иудейсен] пулас ӑсчахӗсем валли ҫул уҫнӑ» (Heaven—A History). Чун пирки Филон мӗн шухӑшланӑ-ха? Ҫав кӗнекерех каланӑ: «Унӑн шучӗпе, вилӗм ҫыннӑн чунне малтанхи, ҫураличчен пулнӑ тӑрӑма тавӑрать. Чунӑн вырӑнӗ леш тӗнчере, ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ вӑл — кӗске вӑхӑта пыракан, хӗн-хурлӑ тапхӑр». Чун вилӗмсӗр тенине ытти еврей философӗсем те ӗненнӗ, сӑмахран, X ӗмӗрте пурӑннӑ еврей тухтӑрӗ Исаак Израэли тата XVIII ӗмӗрте пурӑннӑ нимӗҫ халӑхӗнчен тухнӑ еврей философӗ Мозес Мендельсон.
7, 8. а) Талмудра чун пирки мӗн ҫырнӑ? ӑ) Еврейсен асамлӑ кӗнекисенче чун ҫинчен мӗн каланӑ?
7 Еврейсен шухӑшлавӗпе пурнӑҫӗ ҫине Талмуд та вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, ӑна пирӗн эрӑри II ӗмӗртен пуҫласа вӑтам ӗмӗрсем таран раввинсем ҫырса пынӑ. Унта сӑмах вӗҫҫӗн панӑ теекен законсен пуххине тата законсене каярахпа ӑнлантарса панисене кӗртнӗ. Иудей энциклопедийӗнче: «Талмуд ҫырнӑ раввинсем ҫын вилсен чунӗ пурӑнать тенине ӗненнӗ»,— тенӗ. Талмудра вилнисем чӗрӗ ҫынсемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ тесе те ҫырнӑ. «Тен, платонизм витӗмне пула [раввинсем] чун яланах пулнине ӗненме пуҫланӑ»,— тенӗ тепӗр энциклопедире (Encyclopædia of Religion and Ethics).
8 Каярах вара еврейсем Каббалан асамлӑ кӗнекисенче реинкарнаци ҫинчен вӗрентме пуҫланӑ. Ҫакӑн ҫинчен пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Ҫак вӗрентӳ Индирен килнӗ пулас. [...] Каббалара вӑл пӗрремӗш хут Бахир ятлӑ кӗнекере тӗл пулать, Зохар кӗнеке тухсан ҫак вӗрентӗве питӗ нумай асамҫӑ йышӑннӑ тата вӑл хасидсен ӗненӗвӗнче те, литературинче те пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫланӑ» (The New Standard Jewish Encyclopedia). Паян Израильте реинкарнаци иудаизм вӗрентӗвӗ шутланать.
9. Паян иудаизм юхӑмӗсенчен чылайӑшӗ чун ҫинчен мӗн вӗрентеҫҫӗ?
9 Эппин, грек философийӗ витӗм кӳнине пула иудаизмра та чун вилӗмсӗр тесе вӗрентме пуҫланӑ, халӗ ҫав вӗрентӳ иудаизмӑн пур юхӑмӗнче те сарӑлнӑ. Христиансем хушшинче вара ҫак вӗрентӳ мӗнле сарӑлнӑ-ха?
Платон вӗрентӗвӗсене христианство та йышӑнать
10. Чун вилӗмсӗр тенине Иисус ӗненни-ӗненменни ҫинчен Испанири пӗр паллӑ философ мӗн каланӑ?
10 Чӑн христиан тӗнне Иисус Христос пуҫласа янӑ. Мигель де Унамуно, Испанире XX ӗмӗрте пурӑннӑ философ, Христос ҫинчен ҫырнӑ: «Вӑл грек философӗ Платон чун вилӗмсӗр тесе вӗрентнине мар, еврейсем пекех, ӳт чӗрӗлессине ӗненнӗ пулмалла... Ҫирӗплетӳсене вара ҫак темӑна тӳрӗ кӑмӑлпа сӳтсе явнӑ кирек хӑш кӗнекере те тупма пулать». Юлашкинчен вӑл: «Вилӗмсӗр чун... суя тӗнлисен философи вӗрентӗвӗ»,— тенӗ.
11. Грек философийӗ христианствӑра хӑҫан сарӑлма пуҫланӑ?
11 «Суя тӗнлисен философи вӗрентӗвӗ» хӑҫан тата мӗнле майпа христиансем хушшинче сарӑлнӑ? Британири пӗр паллӑ энциклопедире ҫакӑн ҫинчен каланӑ: «Пирӗн эрӑри II ӗмӗр варринчен пуҫласа грек философине пӗлнӗ христиансен хӑйсен ӗненӗвӗ ҫинчен философи терминӗсемпе усӑ курса каласа парас килсе кайнӑ, ҫакна вӗсем хӑйсен ӑс-хакӑлне ӳстерес тесе те, суя тӗнлисен вӗреннӗ ҫыннисене хӑйсен тӗнне йышӑнтарас тесе те тунӑ. Платон философийӗ вӗсене пуринчен ытларах килӗшнӗ» (New Encyclopædia Britannica).
12—14. Платон философийӗпе христиансен вӗрентӗвӗсем пӗрлешсе кайнинче Оригенпа Августинӑн тӳпи пур-и? Ӑнлантарса парӑр.
12 Христиансен вӗрентӗвӗсем ҫине ытларах ҫав вӑхӑтри икӗ философ витӗм кӳнӗ. Вӗсенчен пӗри Ориген пулнӑ (пирӗн эрӑри 185—254 ҫулсем), тепри вара — Августин (пирӗн эрӑри 354— 430 ҫулсем). Вӗсем ҫинчен католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче каланӑ: «Хӗвелтухӑҫра пурӑннӑ Оригенпа Хӗвеланӑҫра пурӑннӑ Августин Блаженный философсем хыҫҫӑн ҫеҫ чун ҫинчен ҫын вилсен ӳт-пӳрен уйрӑлса каякан пай тата философи терминӗ теме пуҫланӑ» (New Catholic Encyclopedia). Оригенпа Августин мӗне тӗпе хурса чун ҫинчен вӗрентнӗ?
13 «Ориген Климент Александрийскийӑн вӗренекенӗ пулнӑ, Климент чун ҫинчен грексем пекех вӗрентме пуҫланӑ Аттесенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ»,— тенӗ католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче. Платон чун ҫинчен мӗн шухӑшлани Оригена вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вернер Йегер теолог палӑртнӑ тӑрӑх, Ориген Платон вӗрентӗвӗсене илнӗ те вара чун ҫинчен пур енлӗ ӑнлантарса панисене христиансен вӗрентӗвӗ туса хунӑ (The Harvard Theological Review).
14 Хӑш-пӗр христиансем Августин пирки авалхи вӑхӑтри чи аслӑ философ теҫҫӗ. 33 ҫула ҫитнӗ Августин «христиан» тӗнне йышӑниччен философипе питӗ интересленнӗ тата неоплатоникa пулнӑ. Ҫӗнӗ тӗне йышӑнсан та вӑл неоплатониксем пек шухӑшлама пӑрахман. «Вӑл мӗнле витӗм кӳнине тимӗр шӑратмалли кӑмакан хӗрӳлӗхӗпе танлаштарма пулать, унта Ҫӗнӗ Халал тӗнӗ тата грек философийӗнчи Платон вӗрентӗвӗсем пӗр шӑранчӑк пулса тӑнӑ»,— тенӗ ҫӗнӗ Британи энциклопедийӗнче. Августин «[чун ҫинчен] мӗне вӗрентни Хӗвеланӑҫӗнче... неоплатонизм витӗм кӳнине пула XII ӗмӗр вӗҫленичченех тытӑнса тӑнӑ» тесе палӑртнӑ католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче.
15, 16. XIII ӗмӗрте Аристотель вӗрентӗвӗсемпе ытларах интересленме пуҫласан, чиркӳ чун ҫинчен урӑхла вӗрентме пуҫланӑ-и?
15 Аристотель вӗрентӗвӗсем XIII ӗмӗрте Европӑра сарӑлсах пынӑ, мӗншӗн тесен араб ӑсчахӗсем унӑн ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнӑ комментарисем латин чӗлхипе те пулнӑ. Аристотель шухӑшӗсем католиксен философне Фома Аквинские питӗ килӗшнӗ. Фома Аквинский ӗҫӗсене пула Аристотелӗн шухӑшӗсем чиркӳ вӗрентӗвӗсем ҫине Платонӑн шухӑшӗсенчен вӑйлӑрах витӗм кӳнӗ. Анчах та чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни ним чухлӗ те улшӑнман.
16 Аристотель чуна ӳт-пӳрен уйӑрма ҫук, ҫын вилсен чун ӳт-пӳрен уйрӑм пурӑнма пултараймасть тесе вӗрентнӗ. Ҫапах та ҫынра темскер вилӗмсӗрри пур пулсан та, вӑл ҫакӑ ахаль ӑс-хакӑл ҫеҫ пулма пултарать тесе шутланӑ. Ҫакнашкал шухӑшлани чиркӳ мӗне вӗрентнинчен уйрӑлса тӑнӑ: чиркӳ ҫын вилсен чунӗ малалла та кӗлеткерен уйрӑм пурӑнать тесе вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа Фома Аквинский Аристотель чун ҫинчен мӗн вӗрентнине кӑшт улӑштарнӑ та чун вилӗмсӗррине ӑнлантарса пама пулать тесе ҫирӗплетсе каланӑ. Ҫапла вара, чиркӳ чун ҫинчен мӗн вӗрентни пачах улшӑнман.
17, 18. а) Чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни XVI ӗмӗрти Реформаци хыҫҫӑн мӗнле те пулин улшӑннӑ-и? ӑ) Христианство юхӑмӗсенчен ытларахӑшӗ чун вилӗмсӗр тени ҫинчен мӗн шутлать?
17 XIV—XV ӗмӗрсенче, наукӑпа искусство вӑйлӑ аталанма пуҫланӑ тапхӑрта, Платон ӗҫӗсемпе ҫӗнӗрен интересленме тытӑннӑ. Италире пурте пӗлекен Медичи ҫемйи Платон философине тӗплӗнрех тӗпчеме май пултӑр тесе Флоренцире академи йӗркелеме те пулӑшнӑ. XVI—XVII ӗмӗрсенче Аристотель ӗҫӗсемпе сахалрах интересленнӗ. XVI ӗмӗрти Реформаци хыҫҫӑн та чун вилӗмсӗр тесех вӗрентнӗ. Протестантсем ҫылӑхсенчен тасалмалли вырӑн (чистилище) пирки хирӗҫлесе каланӑ пулин те, чун ӗмӗр асапланасси е ӗмӗр савӑнса пурӑнасси вӗсене пачах иккӗлентермен.
18 Эппин, христианство юхӑмӗсенчен ытларахӑшӗ чун вилӗмсӗр тесе вӗрентет. Ҫакӑн пирки Америкӑри пӗр философ ҫырнӑ: «Тӗн пирӗнтен нумайӑшӗшӗн, тӗпрен илсен, вилӗмсӗрлӗхе пӗлтерет, урӑх ниме те мар. Турӑ вӑл — вилӗмсӗрлӗхе туса кӑлараканӗ».
Вилӗмсӗрлӗх тата ислам
19. Ислам хӑҫан пуҫланса кайнӑ тата кам ӑна йӗркеленӗ?
19 Ислам тӗнӗ 40 ҫулхи Мухаммед пирки пророк теме тытӑннӑ вӑхӑтран пуҫланса кайнӑ. Мусульмансем Мухаммед 20—23 ҫул хушши (пирӗн эрӑри 610 ҫул патнелле пуҫласа 632 ҫулта хӑй виличчен) ҫӳлтен пӗлӳ илсе тӑнине ӗненеҫҫӗ. Ҫав пӗлӳсене мусульмансен Коран ятлӑ сӑваплӑ кӗнекине ҫырса хунӑ. Ислам пуҫланса кайнӑ вӑхӑталла Платон чун ҫинчен мӗн вӗрентни иудаизмпа христианствӑн вӗрентӗвӗ пулса тӑнӑ.
20, 21. Мусульмансем леш тӗнче ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ?
20 Мусульмансем хӑйсен ӗненӗвӗ пирки Турӑ ӗлӗк-авал шанчӑклӑ еврейсемпе христиансене панӑ пӗлӳсенчен чи юлашкийӗ теҫҫӗ. Коранра Еврей ҫырӑвӗсенчен те, Грек ҫырӑвӗсенчен те цитатӑсем илсе панӑ. Чун вилӗмсӗр тесе вӗрентнине илсен вара, Коранпа Сӑваплӑ Ҫыру уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Коранра ҫын вилсен чунӗ пурӑнма юлать тенӗ. Унта ҫавӑн пекех вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси, суд кунӗ тата чунпа юлашкинчен мӗн пуласси ҫинчен (вӑл е рай пахчинче пӗлӗтре пурӑнасси, е вутлӑ тамӑкра ҫунасси ҫинчен) каланӑ.
21 Мусульмансем ҫын вилсен чунӗ барзака куҫать, урӑхла каласан, суд пуласса кӗтмелли вырӑна каять тесе шутлаҫҫӗ (Сура 23:99, 100, The Holy Qur-an, сноска). Чун пурне те ӑнланать тата туять: ҫын тӳрӗ пулман пулсан, ҫак тапхӑрта ӑна леш тӗнчере наказани парӗҫ, тӳрӗ ҫын вара телей курӗ. Анчах та тӳрӗ ҫынсен те кӑшт асапланмалла, мӗншӗн тесен пурӑннӑ чухне вӗсем те ҫылӑхсем тунӑ. Суд кунӗнче кашнинех хӑйне мӗнле ӗмӗрлӗх пуласлӑх кӗтнине пӗлтереҫҫӗ, ҫакӑнпа вара ҫак тапхӑр вӗҫленет.
22. Чуна мӗн кӗтни ҫинчен араб философӗсем мӗн-мӗн каланӑ?
22 Иудаизмпа христианство Платон вӗрентӗвӗсен витӗмне пула чун вилӗмсӗр теме пуҫланӑ, анчах та исламра ҫак шухӑш чи пуҫламӑшӗнченех пулнӑ. Ҫакӑ араб ученӑйӗсем мусульмансен вӗрентӗвӗсене грек философийӗпе пӗрлештерес тесе нимӗн те туманнине пӗлтермест. Тӗрӗссипе каласан, арабсен пӗтӗм тӗнчине Аристотель ӗҫӗсем вӑйлӑ витӗм кӳрсе тӑнӑ. Арабсен паллӑ ученӑйӗсем вара, тӗслӗхрен, Ибн Сина (Авиценна) тата Ибн Рушд (Аверроэс) Аристотель вӗрентӗвӗсене тӗпе хурса хӑйсен теорийӗсене ӑнлантарнӑ тата аталантарнӑ. Анчах та грексен шухӑшлавне мусульмансем чун пирки мӗн шухӑшланипе пӗрлештерме хӑтланса вӗсем тӗрлӗрен теорисем шутласа кӑларнӑ. Сӑмахран, Авиценна ҫын чунӗ вилӗмсӗр тенӗ. Аверроэс вара ҫавна хирӗҫленӗ. Чун пирки тӗрлӗрен шухӑшсем пур пулсан та, мусульмансем ҫаплипех чун вилӗмсӗррине ӗненеҫҫӗ.
23. Чун вилӗмсӗр тени пирки иудаизм, христиан тӗнчи тата ислам мӗн шутлать?
23 Эппин, иудаизм, христиан тӗнчи тата ислам чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни уҫҫӑн курӑнать.
[Сноска]
a Платон философине ҫӗнӗлле ӑнлантаракан, неоплатонизм майлӑ тӑракан ҫын; неоплатонизма Римра III ӗмӗрте Плотин йӗркеленӗ.
[14-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Александр Македонский ытти ҫӗршывсене ҫӗнтерсе илнине пула грексемпе иудейсен йӑли-йӗрки хутӑшса кайнӑ
[15-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ориген (ҫӳлте) тата Августин христиансен вӗрентӗвӗпе Платон философине пӗрлештерме хӑтланнӑ
[16-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Авиценна (ҫӳлте) чун вилӗмсӗр тенӗ. Аверроэс вара ҫавна хирӗҫленӗ