Библире чун пирки мӗн каланӑ?
«Этем вара чӗрӗ чун пулса тӑнӑ»
ПУЛТАРНИ 2:7, ҪТ
1. Библире чун пирки мӗн каланине ӑнланас тесен пирӗн мӗн пӑхса тухмалла?
ҪЫНСЕМ чун ҫинчен тӗрлӗрен шухӑшланине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Эпӗ мӗне ӗненни Библи ҫинче никӗсленсе тӑрать текенсем те чун пирки тата ҫын вилсен унпа мӗн пулни пирки тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Чӑннипе вара чун ҫинчен Библире мӗн каланӑ-ха? Ҫакна ӑнланмашкӑн Библире «чун» тесе куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсен пӗлтерӗшне пӑхса тухар.
«Чун» сӑмахӑн тӗп пӗлтерӗшӗ
2, 3. а) Еврей Ҫырӑвӗсенче мӗнле сӑмаха «чун» тесе куҫарнӑ тата унӑн тӗп пӗлтерӗшӗ мӗнле? ӑ) «Чун» сӑмах ҫынна пӗлтернине Пултарни 2:7-мӗшӗ мӗнле ҫирӗплетсе парать?
2 «Чун» сӑмахпа куҫарнӑ еврей сӑмахӗ не́феш Еврей Ҫырӑвӗсенче (Авалхи Халалра) 754 хутчен тӗл пулать. Не́феш тени мӗне пӗлтерет? Пӗр словарьте каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах ялан тенӗ пекех чӗрӗ япалана, пӗтӗмӗшпех, пӗлтерет (The Dictionary of Bible and Religion).
3 Сӑмахран, Пултарни 2:7-мӗшӗнче (ҪТ) каланӑ: «Иегова Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн сӑмси шӑтӑкне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чун пулса тӑнӑ». Асӑрхӑр-ха, Адамӑн чун пулман — вӑл хӑй чун пулнӑ, тӗслӗхрен, тухтӑр пулса тӑнӑ ҫын ҫинчен тухтӑр теҫҫӗ. Эппин, «чун» сӑмах ҫынна веҫех, пӗтӗмӗшпех, пӗлтерет.
4, 5. а) «Чун» сӑмах ҫынна пӗлтернине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр. ӑ) Ҫын хӑй чун пулнине пӗр словарь мӗнле ҫирӗплетсе парать?
4 Ҫакӑ тӗрӗссине Еврей Ҫырӑвӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ, унта «ҫылӑх тӑвакан чун» (Иезекииль 18:20), «пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн» (Левит 23:30), «пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар» (Саккуна астутарни 20:16), «Самсон чунне вилесле пусса ҫитернӗ» (Тӳресен 16:16), «манӑн чунӑма хӑвӑр сӑмахӑрпа хӑҫанччен асаплантарӑр-ши» (Иов 19:2), «хӗн-асапа пула чунӑм халсӑрланчӗ» (Псалом 118:28) тесе ҫырнисем тӗл пулаҫҫӗ.
5 Ҫак сӑвӑ йӗркисенче чун вӑл куҫа курӑнман мӗлке тата ҫын вилсен вӑл малалла пурӑнать текен шухӑш ҫук. «„Ҫывӑх ҫыннӑн чунӗ Турӑ патне кайрӗ“, е „вилӗмсӗр чун“ тенисене Авалхи Халала ҫырнӑ вӑхӑтри ҫынсем ӑнланман та пулӗччӗҫ»,— тенӗ маларах асӑннӑ словарьте.
6, 7. Грек Ҫырӑвӗсенче мӗнле сӑмаха «чун» тесе куҫарнӑ тата вӑл мӗне пӗлтерет?
6 Грек Ҫырӑвӗсенче (Ҫӗнӗ Халалра) «чун» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ психе́ ҫӗр хут ытла тӗл пулать. Не́феш пекех, ҫак сӑмах ытларах чухне ҫынна пӗлтерет. Тӗслӗхшӗн ҫак сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухӑр: «халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать» (Иоанн 12:27), «пур чун та хӑраса тӑнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 2:43), «шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ» (1 Петр 3:19, 20), «пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр» (Рим 13:1).
7 Психе́ те, не́феш те ҫынна пӗлтерни уҫҫӑн курӑнать. Найджел Тернер ученӑй каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах «ҫынна хӑйне, Турӑ руа́х [сывлӑш] вӗрсе кӗртнӗ унӑн ӳт-пӗвне пӗлтерет. [...] Сӑмах ҫын ҫинчен пырать».
8. Чӗрчунсем ҫинчен чунсем теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.
8 Библире ҫынсем ҫинчен ҫеҫ мар, чӗрчунсем ҫинчен те «чун» тенӗ. Сӑмахран, тинӗсри чӗрчунсене тунӑ чухне, Пултарни 1:20-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ хушнӑ: «Шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр». Тепӗр пултару кунӗнче Турӑ каланӑ: «Ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр» (Пултарни 1:24; танлаштарӑр: Йыша шутлани 31:28).
«Чун» тата мӗне пӗлтерет?
9. а) «Чун» сӑмах тата мӗне пӗлтерме пултарать? ӑ) Ҫакӑ ҫын хӑй чун пулнине хирӗҫлет-и?
9 Хӑш-пӗр чухне «чун» сӑмах ҫынсен е чӗрчунсен пурнӑҫне пӗлтерет. Ҫакӑ Библире «чун» ҫынна е чӗрчуна пӗлтернине хирӗҫлемест. Ҫыншӑн чи хакли пурнӑҫ теҫҫӗ хушӑран. Ҫавӑн пекех, чӗрӗ ҫын вӑл — чун. Кунта сӑмах чӗрӗ ҫын пирки пырать, ҫавӑнпа ҫыннӑн «чун» пур тесе калама пулать.
10. «Чун» сӑмах ҫынсен тата чӗрчунсен пурнӑҫне пӗлтернине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисем илсе парӑр.
10 Тӗслӗхрен, Турӑ Моисее каланӑ: «Санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ» (Тухни 4:19). Тӑшманӗсем Моисее вӗлересшӗн пулни тӳрех курӑнать. «Чун» сӑмахӑн ҫав пӗлтерӗшӗпе ҫак сӑвӑ йӗркисенче те усӑ кураҫҫӗ: «эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр» (Иисус Навин 2:14), «ывӑлӑм... манӑн чуна шырать» (2 Патшасен 16:11), «Этем Ывӑлӗ... нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ» (Марк 10:45), «мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ» (Ӳлӗмхине 12:11). Илсе панӑ кашни тӗслӗхрех «чун» сӑмах «пурнӑҫа»a пӗлтерет.
11. Библире «чун» сӑмахпа мӗнле усӑ курни ҫинчен мӗн калама пулать?
11 Эппин, Библире тӗл пулакан «чун» сӑмах ҫынна е чӗрчуна, ҫавӑн пекех вӗсен пурнӑҫне пӗлтерет. Библире чун мӗнне ӑнлантарса панине ӑнланма ҫӑмӑл, унти шухӑшсем ҫыхӑнуллӑ тата вӗсем ҫине философи вӗрентӗвӗсемпе ҫынсен тӗшмӗшӗсем витӗм кӳмен. Анчах ҫын вилсен чунпа мӗн пулать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес умӗн пирӗн ҫынсем мӗншӗн вилнине пӗлмелле.
[Сноска]
a Матфей 10:28-мӗш сӑвӑ йӗркинче те «чун» тени «пурнӑҫа» пӗлтерет.
[20-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Вӗсем пурте — чунсем