Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ie 22—24 с.
  • Ҫын вилсен чунпа мӗн пулать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫын вилсен чунпа мӗн пулать?
  • Ҫын вилсен унпа мн пулать?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Вилнисен шухӑш та, туйӑм та ҫук
  • Чун вилме пултарать
  • «Тухнӑ» тата «таврӑннӑ»
  • «Куҫу тапхӑрӗ» чӑнах та пур-и?
  • Чун-чӗм мӗн вӑл?
  • Ҫыннӑн чӑнах та вилӗмсӗр чун пур-и?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Библире чун пирки мӗн каланӑ?
    Ҫын вилсен унпа мн пулать?
  • Мӗн вӑл чун?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
Ҫын вилсен унпа мн пулать?
ie 22—24 с.

Ҫын вилсен чунпа мӗн пулать?

«Этем чунӗ вилӗмсӗр тата ҫын вилнӗ хыҫҫӑн ӳчӗ ҫӗрсе пӗтсен те вӑл малалла пурӑнать тени христиансен философийӗпе теологийӗн тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри шутланать»

КАТОЛИКСЕН ҪӖНӖ ЭНЦИКЛОПЕДИЙӖ

1. Католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче ҫын вилсен те чунӗ пурӑнать тени пирки мӗн каланӑ?

АНЧАХ та ҫав энциклопедирех «ҫын вилсен те чунӗ пурӑнать тенине Библире тупма йывӑр» тенӗ. Апла пулсан, ҫын вилсен чунпа мӗн пулни ҫинчен Библи чӑннипе мӗн вӗрентет?

Вилнисен шухӑш та, туйӑм та ҫук

2, 3. Вилнисем пирки мӗн калама пулать тата ҫавна Библири мӗнле сӑвӑ йӗркисем кӑтартса параҫҫӗ?

2 Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен Екклесиаст 9:5, 10-мӗшӗсенче уҫҫӑн каланӑ: «Вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ... ...Ху кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук». Ҫапла вара, вилӗм вӑл — ҫын ҫук пулса тӑни. Ҫын вилсен «вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет» тесе ҫырнӑ псалом юрлакан (Псалом 145:4).

3 Эппин, вилнисен шухӑш та, туйӑм та ҫук, вӗсем ним тума та пултараймаҫҫӗ. Адам пирки приговор йышӑннӑ чухне Турӑ ӑна: «Эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн»,— тенӗ (Пултарни 3:19). Турӑ Адама тӑпраран тӑвиччен тата унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшне вӗрсе кӗртиччен Адам пулман. Вилсен, Адамӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, вӑл ниҫта та ҫук. Леш тӗнчене пурӑнма куҫни мар, вилӗм уншӑн наказани пулнӑ.

Чун вилме пултарать

4, 5. Чун вилме пултарнине кӑтартакан Библири тӗслӗхсене илсе парӑр.

4 Адам вилсен унӑн чунӗпе мӗн пулнӑ? Аса илӗр-ха, Библире «чун» тесе час-часах ҫын пирки каланӑ. Ҫавӑнпа та Адам вилнӗ тени Адам ятлӑ чун вилнине пӗлтерет. Ҫакӑ вилӗмсӗр чун пуррине ӗненекенсене тӗлӗнтерме пултарать. Анчах та Библире: «Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ»,— тенӗ (Иезекииль 18:4). Ҫавӑн пекех Йыша шутлани 23:10-мӗшӗнче Валаам: «Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр»,— тенӗ.

5 3 Патшасен 19:10-мӗшӗнче те чун ҫинчен ҫавнашкалах каланине курма пулать. Хуйхӑ пуснӑ вӑхӑтра Илия «пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн» тенӗ. Ҫавӑн пекех Иаков 5:20-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать». Иисус «чуна... пӗтермелле-и?» сӑмахсемпе усӑ курнӑ, Кассиан епископ куҫарӑвӗнче (выр.) вара ҫак сӑмахсенех «чуна... вӗлермелле-и?» тесе куҫарнӑ (Марк 3:4). Эппин, чун вилни ҫын вилнине пӗлтерет.

«Тухнӑ» тата «таврӑннӑ»

6. Библире Рахилӗн «чунӗ тухнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

6 Иккӗмӗш ывӑлне ҫуратнӑ чухне Рахиль сарӑмсӑр вилни ҫинчен мӗн калама пулать вара? Пултарни 35:18-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачине Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ». Ҫак сӑмахсем Рахиль вилнӗ чухне ун ӑшӗнчен темскер тухса кайнине кӑтартса параҫҫӗ-и? Паллах, ҫук. Аса илӗр-ха, «чун» сӑмах ҫын пурнӑҫне те пӗлтерме пултарать. Апла пулсан, ҫав сӑвӑ йӗркинче Рахиль «чунӗ» тесе унӑн пурнӑҫӗ пирки каланӑ. Ҫавӑнпа Библин пӗр куҫарӑвӗнче «чунӗ тухнӑ чухне» сӑмахсене «ҫуратнӑ чухне вилнӗ» тесе куҫарнӑ («Современный перевод»). Ҫак сӑмахсем Рахиль вилнӗ хыҫҫӑн унӑн темӗнле пайӗ пурӑнма юлнине пачах та кӑтартса памаҫҫӗ.

7. Тӑлӑх арӑмӑн чӗрӗлсе тӑнӑ ывӑлӗн чунӗ «таврӑннӑ» тени мӗне пӗлтерет?

7 Патшасен 3-мӗш кӗнекинчи 17-мӗш сыпӑкри тӗслӗх пирки те ҫавнах калама пулать. Унта тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне чӗртсе тӑратни пирки ҫырнӑ. 22-мӗш сӑвӑ йӗркинче Илия ачан кӗлетки тӗлӗнче кӗлтунӑ хыҫҫӑн «Ҫӳлхуҫа Илия сассине илтнӗ, вара ҫав ачан чунӗ каялла таврӑннӑ та, ача чӗрӗлнӗ» тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркинче те «чун» сӑмах «пурнӑҫа» пӗлтерет. Ҫавӑнпа та ҫӳлерех асӑннӑ Библи куҫарӑвӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Арҫын ачан пурнӑҫӗ унӑн ӑшне каялла таврӑннӑ та вӑл чӗрӗлнӗ». Ҫапла, сӑмах куҫа курӑнман чун ҫинчен мар, ача ӑшне пурнӑҫ каялла таврӑнни ҫинчен пырать. Ҫакӑ Илия ачан амӑшне «курсам, чӗрӗ сан ывӑлу» тенипе килӗшсе тӑрать (3 Патшасен 17:23).

«Куҫу тапхӑрӗ» чӑнах та пур-и?

8. Хӑйсем пирки христиансем текенсем пуласлӑхра вилнисем чӗрӗлнӗ чухне мӗн пулса иртессе ӗненеҫҫӗ?

8 Хӑйсем пирки христиансем текенсенчен нумайӑшӗ пуласлӑхра вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине, ун чухне вӗсен ӳт-пӗвӗ вилӗмсӗр чунпа пӗрлешессине ӗненеҫҫӗ. Унтан вара чӗрӗлсе тӑнисем хӑйсене мӗн кӗтнине пӗлӗҫ: ырӑ ӗҫсем туса пурӑннисене тивлет пулӗ, усал ӗҫсем тунисене — тавӑру.

9. «Куҫу тапхӑрӗ» мӗн вӑл тата хӑшӗ-пӗрисем ҫак тапхӑрта чунпа мӗн пулать теҫҫӗ?

9 Пӗрре пӑхсан, ҫак вӗрентӳ ансат пек курӑнать. Анчах та чун вилӗмсӗр тенине ӗненекенсене ҫын вилнӗ вӑхӑтран пуҫласа вӑл чӗрӗлсе тӑриччен чунпа мӗн пулса иртнине ӑнлантарса пама йывӑр. Ҫапла, «куҫу тапхӑрӗ» текен вӑхӑт пирки ҫынсем ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен чунӗ ҫылӑхсенчен тасалмалли вырӑна лекет, унта вӑл пӗлӗтре пурӑнма тивӗҫлӗ пулмашкӑн каҫарӑнакан ҫылӑхсенчен тасалатьa.

10. Ҫын вилсен чун ҫылӑхран тасалмалли вырӑна лекет тени мӗншӗн Сӑваплӑ Ҫыру ҫинче никӗсленмен теме пулать тата Лазарьпе пулса иртни ҫакна мӗнле ҫирӗплетсе парать?

10 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, чун тесе ҫын пирки калаҫҫӗ. Ҫын вилсен чун вилет. Ҫавӑнпа ҫын вилсен унӑн нимӗнле пайӗ те малалла пурӑнмасть. Тӗслӗхрен, Иисус Христос Лазарь вилсен унӑн чунӗ ҫылӑхран тасалмалли вырӑнта е мӗнле те пулин урӑх вырӑнта пулнӑ темен. Иисус: «Лазарь... ҫывӑрать»,— тесе ҫеҫ каланӑ (Иоанн 11:11). Паллӑ ӗнтӗ, Иисус ҫын вилсен чунпа мӗн пулни ҫинчен чӑннине пӗлнӗ, вилнӗ Лазарь нимӗн те туйманнине, нимӗн те пӗлменнине, вӑл ҫук пулса тӑнине ӗненнӗ.

Чун-чӗм мӗн вӑл?

11. Мӗншӗн «чун-чӗм» тени ҫын вилсен унӑн мӗнле те пулин пайӗ ӳт-пӳрен уйрӑлса малалла пурӑннине кӑтартса памасть?

11 Библире ҫын вилнӗ чухне «чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет» тенӗ (Псалом 145:4). Ҫакӑ ҫын вилсен чун-чӗм ӳт-пӳрен уйрӑлса малалла пурӑннине кӑтартать-и? Унашкал пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен псалом юрлакан малалла ҫапла калать: «Ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет». Апла пулсан, мӗн вӑл чун-чӗм, вӑл ҫын вилнӗ самантра ун ӑшӗнчен «тухать» тенине мӗнле ӑнланмалла?

12. Библире «чун-чӗм» сӑмахпа куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

12 Библире тӗл пулакан «чун-чӗм» сӑмах (еврей сӑмахӗ ру́ах; грек сӑмахӗ пне́вма) ытларах чухне «сывлани» тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пирки «чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн» теес вырӑнне Р.   Э.  Нокс хӑйӗн куҫарӑвӗнче 145-мӗш псаломра, 4-мӗш сӑвӑ йӗркинче «сывлан сывлӑшӗ унӑн кӗлеткине хӑварать» тесе куҫарнӑ. Анчах та «чун-чӗм» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ анлӑрах, сывлӑшпа сывланине ҫеҫ пӗлтермест. Тӗслӗхрен, Пултарни 7:22-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ вӑхӑтра ҫынсен тата чӗрчунсен пурнӑҫне пӗтерни ҫинчен ҫапла ҫырса панӑ: «Типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сывлӑшне [еврей сӑмахӗ ру́ах] сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ». Эппин, «чун-чӗм» тени пурнӑҫ вӑйне пӗлтерме пултарать, вӑл ҫынсен те, чӗрчунсен те пур, сывлани вара ҫак вӑя ӗҫлесе тӑма пулӑшать.

13. Ҫыннӑн чун-чӗмӗпе электричество токӗ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

13 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар: хӑш-пӗр приборсем электричествӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Электричество токӗ пыма чарӑнсан прибор ӗҫлеме пӑрахать. Ҫавӑн хыҫҫӑн ток уйрӑм механизм пулса тӑмасть. Ҫынпа та ҫавӑн пекех пулса иртет: вӑл вилсен чун-чӗмӗ те урӑх ҫук, ҫавӑнпа ӳт-пӳри клеткӑсем ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Чун-чӗм ӳт-пӗве хӑварса урӑх ҫӗре пурӑнма каймасть (Псалом 103:29).

14, 15. Ҫын вилсен чун-чӗм Турӑ патне таврӑнать тенине мӗнле ӑнланмалла?

14 Апла пулсан, мӗншӗн-ха Екклесиаст 12:7-мӗшӗнче ҫын вилсен «чун [ру́ах] вара хӑйне панӑ Турӑ патне таврӑнӗ» тенӗ? Ҫакӑ чун-чӗм чӑнах та пӗлӗте Турӑ патне вӗҫсе кайнине пӗлтерет-и? Ҫук, ҫак сӑвӑ йӗркинче апла каламан. Аса илӗр-ха, чун-чӗм вӑл — пурнӑҫ вӑйӗ. Пурнӑҫ вӑйӗ ҫынна хӑварчӗ пулсан, ӑна Турӑ ҫеҫ каялла тавӑрса пама пултарать. Ҫавӑнпа, чун-чӗм «Турӑ патне таврӑнӗ» тени вилнӗ ҫын каллех пурӑнасси пӗтӗмпех Турӑран килнине пӗлтерет.

15 Турӑ кӑна чун-чӗме, е пурнӑҫ вӑйне, каялла тавӑрса пама пултарать, вара ҫын каллех пурӑнма пуҫлӗ (Псалом 103:30). Анчах та Турӑ ҫакна тӑвас тет-и?

[Сноска]

a Католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗ тӑрӑх, «ытларах чухне [чиркӳ] Ашшӗсем ҫылӑхсенчен тасалмалли вырӑн пур тесе уҫҫӑнах вӗрентнӗ». Анчах та ҫав энциклопедирех католиксен ҫак вӗрентӗвӗ Сӑваплӑ Ҫыру ҫинче мар, йӑла-йӗрке ҫинче никӗсленнӗ тенӗ.

[23-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Унчченхи пурнӑҫа аса илни

ҪЫН вилсен унӑн нимӗнле пайӗ те малалла пурӑнмасть пулсан, мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем унчченхи пурнӑҫ ҫинчен астӑватпӑр теҫҫӗ?

Индус философӗ Никхилананда «вилсен мӗн пулса иртнине ӑс-тӑнпа ӑнланма ҫук» тет. Хӑйӗн пӗр лекцийӗнче Ганс Кюнг теолог палӑртать: «Унчченхи пурнӑҫ ҫинчен каласа панисенчен пӗрне те тӗрӗслеме ҫук, вӗсенчен ытларахӑшне ачасем е реинкарнацие ӗненекен ҫӗршывсенчи ҫынсем каласа панӑ» (Models of Belief in Eternity in the Religions). Унтан вӑл хушса калать: «[Ҫак ыйтӑва тӗплӗн тата наука мелӗпе тӗпчекенсенчен] нумайӑшӗ хӑйсем тунӑ тӗпчевсем ҫӗр ҫинче темиҫе хут та пурӑнма май пуррине татӑклӑн ҫирӗплетсе паманнипе килӗшеҫҫӗ».

Енчен те сире унчченхи пурнӑҫ асра юлнӑ пек туйӑнать пулсан? Ҫавнашкал туйӑмсем тӗрлӗрен сӑлтава пула пулма пултараҫҫӗ. Эпир хамӑр илтекен пӗтӗм информаципе усӑ курман пирки вӗсенчен нумайӑшӗ ӑс-тӑнра шалта упранса юлаҫҫӗ. Манӑҫа тухнӑ информаци ҫиеле тухсан, хӑш-пӗр ҫынсем ҫакӑ хӑйсем унччен пурӑннине кӑтартса парать теҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, паянхи пурнӑҫсӑр пуҫне урӑх пурнӑҫ пуррине кӑтартакан пӗр ҫирӗплетӳ те ҫук. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗн унчченхи пурнӑҫ ҫинчен аса илесси нихӑҫан та пулман; хӑйсем унччен пурӑнни ҫинчен шухӑш вӗсене пуҫа та килмен.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр