Эпир мӗншӗн вилетпӗр?
Вӑхӑт — сӑхӑ. Ҫитӗ ӗмӗр каҫӗ —
Улталаймӑн шӑпуна пӗрех.
Этемсем килеҫҫӗ те каяҫҫӗ —
Пурӑнӑҫ пырать хӑй йӗркипех.
Мӗншӗн ҫавӑн пек-ши вӑл, ҫак тытӑм?
Мӗншӗн шӑп ҫапла? Пӗлместӗп эп.
Сӑлтавне камран кайса эп ыйтӑп
Калаканӗ тупӑнмӗ — сисеп
ПЕТӖР ҪӐЛКУҪ, «ШӐПА»
1, 2. а) Ҫынсене мӗнле туртӑмпа тунӑ? ӑ) Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ мӗнле пулнӑ?
ТУРӐ ҫынсене ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпех пурӑнас туртӑмпа тунӑ. Библире «этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ» тенӗ (Екклесиаст 3:11). Анчах та Турӑ ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл кӑна паман, вӑл вӗсене ӗмӗр пурӑнмашкӑн май та туса панӑ.
2 Пирӗн мӑн асаттепе мӑн асаннене, Адампа Евӑна, пӗр ҫитменлӗхсӗр пултарнӑ, вӗсен ӑс-тӑнӗнче е ӳт-пӗвӗнче пӗр кӑлтӑк та пулман (Саккуна астутарни 32:4). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: вӑраха тӑсӑлакан чирсем те, хӗн-асап та, шикленесси те, пӑшӑрханасси те ҫук! Унсӑр пуҫне, Турӑ вӗсене питӗ илемлӗ рая вырнаҫтарнӑ. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, этемӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ тата вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемпе тулмалла пулнӑ (Пултарни 1:31; 2:15). Апла пулсан эпир мӗншӗн вилетпӗр-ха?
Итлеменни вилӗм патне илсе ҫитернӗ
3. Адампа Евӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла пулнӑ?
3 Турӑ Адама хушнӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:16, 17). Апла пулсан, Турра итлесе пурӑнсан ҫеҫ Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ.
4. Мӗншӗн Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка ҫухатнӑ?
4 Шел пулин те, Адампа Ева Туррӑн законне пӑснӑ (Пултарни 3:1—6). Вӗсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен «ҫылӑх вӑл — йӗркесӗр ӗҫ» (1 Иоанн 3:4). Ҫапла вара Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка ҫухатнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «ҫылӑх вилӗм кӳрет» (Рим 6:23). Ҫавӑнпа приговор йышӑннӑ чухне Турӑ ҫынна: «Эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн»,— тенӗ. Ун хыҫҫӑн пирӗн мӑн асаттепе мӑн асаннене райран хӑваласа кӑларса янӑ. Ҫылӑха кӗнӗ кунран пуҫласа вӗсем майӗпен-майӗпен вилӗм патне ҫывхарса пынӑ, вилессинчен вӗсем ниепле те хӑтӑлма пултарайман (Пултарни 3:19, 23, 24).
«Пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ»
5. Ҫынсем пурте мӗнле майпа вилӗмлӗ пулса тӑнӑ?
5 Ҫылӑх Адампа Евӑн генӗсенче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫавӑнпа, кӑлтӑклӑ формӑра тунӑ детальсем пурте кӑлтӑклӑ пулнӑ пекех, вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр ачасем ҫуратма пултарайман (Иов 14:4). Ҫапла, кирек кам ҫуралсан та, эпир пирӗн мӑн асаттепе мӑн асанне хӑйсем кӑна мар, вӗсен ачи-пӑчи те чирленине тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнманнине куратпӑр. Павел апостол ҫырнӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12; танлаштарӑр: Псалом 50:7).
6. Эпир мӗншӗн вилетпӗр?
6 Паян ученӑйсем ҫынсем мӗншӗн ватӑлнине тата вилнине тӗп-тӗрӗс калама пултараймаҫҫӗ. Библире вара Адампа Евӑран пирӗн ҫине ҫылӑх куҫнӑран эпир ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр, ҫавӑнпа вилетпӗр тесе ӑнлантарнӑ. Анчах та вилсен ҫынпа мӗн пулать-ха?