Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 6 урок, 10—11 с.
  • Рай ҫывӑх!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Рай ҫывӑх!
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Рай хӑҫан пулать?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
  • Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет-ши?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Армагеддон ҫывӑххине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 6 урок, 10—11 с.

6-МӖШ УРОК

Рай ҫывӑх!

Ҫӗр ҫинче пулса иртекен пӗтӗм усал ӗҫсем Рай ҫывӑххи ҫинчен калаҫҫӗ. Рай пуличчен эпир хӑрушӑ вӑхӑтсем курӑпӑр тесе Библире малтанах каласа хунӑ. Халӗ эпир ҫавӑн пек вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Акӑ Библире малтанах каласа хунӑ пулӑмсем:

Warplanes

Пысӑк вӑрҫӑсем. «Халӑх ҫине халӑх тӑрӗ тата патшалӑха хирӗҫ патшалӑх кайӗ» (Матфей 24:7). Ҫак пророкла калани пурнӑҫланчӗ. 1914 ҫултанпа икӗ тӗнче вӑрҫипе нумай пӗчӗк вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Ҫак вӑрҫӑсенче миллионшер ҫынсем вилнӗ.

Чирсем сарӑлни. «Вырӑнӗ вырӗнӗпе эпидемисем» пулӗҫ (Лука 21:11). Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланчӗҫ-и? Ҫапла. Рак, чӗре чирӗсем, туберкулез, маляри, СПИД тата ытти чирсем миллионшер ҫыннӑн пурнӑҫне татрӗҫ.

Sick, starving people

Апат-ҫимӗҫ ҫитменлӗхӗ. Ҫӗр ҫинче пур ҫӗрте те апат-ҫимӗҫ ҫитмесӗр пурӑнакан ҫынсем пур. Кашни ҫул выҫлӑхпа миллионшер ҫын вилет. Ҫакӑ вӑл Рай кӗҫех пулассине кӑтартакан тата тепӗр паллӑ. Библире апат-ҫимӗҫ ҫитменни пулӗ тесе каланӑ (Марк 13:8).

Ҫӗр чӗтренни. «Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтрӗ» (Матфей 24:7). Ҫакӑ та хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланчӗ. 1914 ҫултанпа ҫӗр чӗтреннисенче миллион ытла ҫын вилнӗ.

A man holds up a woman at gunpoint

Усал ҫынсем. Ҫынсем «укҫана юратакансем» тата «хӑйсене юратакансем» пулӗҫ. Вӗсем «Турра юратмасӑр киленсе пурӑнма юратакансем» пулӗҫ. Ачисем «ашшӗ-амӑшне пӑхӑнакан» пулмӗҫ (2 Тимофей 3:1—5). Халӗ ҫынсем чӑннипех ҫакӑн пек пулнипе килӗшместӗн-и эсӗ? Вӗсем Турра хисеплемеҫҫӗ, Турӑ ҫинчен пӗлме тӑрӑшакансене вара вӗсем ырӑ мар япаласем тӑваҫҫӗ.

Преступлени тӑвасси. Ҫавӑн пекех «йӗркесӗр ӗҫ нумайланӗ» (Матфей 24:12). Халӗ преступлени тӑвасси темиҫе ҫул каяраххинчен ӳснипе эсӗ килӗшетӗн пуль. Ҫынсене пур ҫӗрте те ҫаратма, улталама тата урӑх усал япала тума пултараҫҫӗ.

Ҫаксем пурте Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине кӑтартаҫҫӗ. Библире каланӑ: «Ҫаксем пула пуҫланине курсан, Турӑ патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр вара» (Лука 21:31). Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ? Вӑл ҫӗре Рай туса хуракан Туррӑн пӗлӗтри правительстви. Ҫынсен правительствисем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ пулать (Даниил 2:44).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр