47-МӖШ СЫПӐК
Армагеддон ҫывӑххине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
ПАЛЛӐ мӗнне пӗлетӗн-и? ~ Эпир 46-мӗш сыпӑкра пӗр паллӑ ҫинчен вуларӑмӑр, вӑл Турӑ урӑх нихӑҫан та ҫак тӗнчене шывпа пӗтерес ҫуккине аса илтерет. Апостолсем вара Иисус хӑҫан килессине тата ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине кӑтартакан паллӑ ҫинчен пӗлесшӗн пулнӑ (Матфей 24:3).
Иисуса пӗлӗтре курма пулманран ҫынсене вӑл хӑҫан патшана ларса ертсе пыма пуҫланине пӗлме пулӑшакан паллӑ кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус ҫӗр ҫинче мӗнле ӗҫсем пулса иртесси ҫинчен каланӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсен мӗнле событисем ҫине уйрӑмах тимлемеллине ӑнлантарнӑ. Ҫавсем пулса пыма тытӑнсан, Иисус патшана ларса ертсе пыма пуҫлани уҫҫӑнах курӑнӗ.
Вӗренекенӗсене сыхӑ пулни питӗ кирлине кӑтартас тесе Иисус каланӑ: «Смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха: вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр». Ҫу ҫывхарса килнине мӗнле уйӑрса илмеллине эсӗ пӗлетӗн вӗт. Ҫавӑн пекех, Иисус сӑмахӗсем пурнӑҫланса пынине курсан эсӗ Армагеддон ҫывӑххине ӑнланса илӗн (Лука 21:29, 30).
Ҫак тата тепӗр страницӑсенче тӗрлӗ событисене кӑтартса панӑ, Иисус вӗсем паллӑн пайӗ пулаҫҫӗ тенӗ. Ҫав событисем Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине кӑтартаҫҫӗ. Ҫавсем пурте пурнӑҫлансан, эпир ун ҫинчен 46-мӗш сыпӑкра вуларӑмӑр ӗнтӗ, Турӑ Патшалӑхӗ Христос ертсе пынипе ытти пур правительствӑна та тӗп тӑвӗ.
Умӗнхи икӗ страницӑри ӳкерчӗксене тимлесе пӑх-ха. Атя вӗсене сӳтсе явар. Ҫакӑнта мӗн ӳкерсе пани ҫинчен Матфей 24:6—14-мӗшӗсенче тата Лука 21:9—11-мӗшӗсенче ҫырса панӑ. Ҫавӑн пекех кашни ӳкерчӗкӗн номер пуррине асӑрха-ха. Ҫав ӳкерчӗксене ӑнлантарса паракан абзацсен пуҫламӑшӗнче те ҫавнашкал номерсене курма пулать. Халӗ вара Иисус кӑтартнӑ паллӑсем пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланса пынипе пыманнине пӑхар.
1. Иисус каланӑ: «Эсир вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтӗр... халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ». Эсӗ хӑҫан та пулин вӑрҫӑсем ҫинчен пӗлтернине илтнӗ-и? ~ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулта пуҫланнӑ та 1918 ҫулта вӗҫленнӗ. Каярахпа, 1939 ҫулта, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапраннӑ. Вӑл 1945 ҫулчченех пынӑ. Ҫав вӑхӑтчен ҫӗр ҫинче нихӑҫан та тӗнче вӑрҫисем пулман! Халӗ вара пӗтӗм тӗнчипех вӑрҫӑсем пыраҫҫӗ. Кашни кун тенӗ пекех радиопа тата телевизорпа вӑрҫӑсем ҫинчен илтме е хаҫатсенче вулама пулать.
2. Иисус ҫавӑн пекех каланӑ: «Выҫлӑх... пулӗ». Эсӗ нумай ҫыннӑн ҫимелли ҫителӗклӗ маррине пӗлетӗн пулӗ. Кашни ҫулах пин-пин ҫын выҫӑпа вилет.
3. Иисус малалла каланӑ: «Мур пулӗ». Мур мӗнне эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Ку чир, ӑна пула нумай ҫын вилет. «Испанка» ятлӑ гриппа чирлесе пӗр ҫулталӑкра 20 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ! Пирӗн вӑхӑтра вара СПИДа пула тата ытларах ҫын вилме пултарать. Кашни ҫулах пин-пин ҫын ракпа, чӗре чирӗпе тата ытти нумай чирпе чирлесе вилет.
4. Иисус паллӑн тепӗр пайӗ пирки каланӑ: «Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ». Ҫӗр чӗтренни мӗн иккенне пӗлетӗн-и? ~ Ҫав вӑхӑтра ура айӗнчи ҫӗр чӗтренет тата кисренет. Ҫуртсем ишӗлсе анаҫҫӗ тата ытларах чухне ҫынсем вилеҫҫӗ. 1914 ҫултан пуҫласа кашни ҫулах чылай вырӑнта ҫӗр чӗтренет. Эсӗ хӑҫан та пулин ҫӗр чӗтренни ҫинчен илтнӗ-и? ~
5. Иисус паллӑн тата тепӗр пайӗ ҫине тимлеттернӗ, ку «йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пыни». Акӑ мӗншӗн тӗнчере вӑрласси тата пусмӑр анлӑ сарӑлнӑ. Ҫынсем пур ҫӗрте те хӑйсен килне вӑрӑсем кӗресрен хӑраҫҫӗ. Ҫакӑн чухлӗ преступленипе хаярлӑх унччен нихӑҫан та пулман. Ҫакӑ пурте пӗтӗм тӗнчипех пулса иртет.
6. Иисус паллӑн тата пӗр питӗ кирлӗ пайне кӑтартнӑ, вӑл каланӑ: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14). Эсӗ «ҫак Евангелие», е ырӑ хыпара, ӗненетӗн пулсан санӑн ӑна ыттисене каласа памалла. Ҫапла тунипе эсӗ паллӑн пайӗ пурнӑҫланса пытӑр тесе тӑрӑшма пултаратӑн.
Хӑш-пӗр ҫынсем Иисус малтанах каласа хуни унччен те пулнӑ тесе хирӗҫлесе калама пултараҫҫӗ. Анчах та шухӑшласа пӑх-ха, ҫав событисем пурте пӗр вӑхӑтра тата нумай ҫӗрте унччен нихӑҫан та пулса иртмен. Паллӑ мӗне пӗлтернине халӗ ӑнланатӑн-и? ~ Ҫав событисем пурте пурнӑҫланса пынине курсан эпир ҫак тӗнче пӗтесси питӗ ҫывӑххине тата Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчи кӗҫех ҫитессине ӑнланатпӑр!
Паллӑ ҫинчен каланӑ чухне Иисус пӗр вӑхӑта асӑннӑ. Вӑл каланӑ: «Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр» (Матфей 24:20). Вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ-ши, эсӗ мӗнле шутлатӑн? ~
Пӗр-пӗр хӑрушлӑхран хӗлле тарса ҫӑлӑнма ҫӑмӑл-и? ~ Паллах, ҫук. Мӗншӗн тесен хӗлле ҫанталӑк питӗ сивӗ тӑрать, ҫавӑнпа ҫакӑн пек ҫанталӑкра чупма питӗ йывӑр. Тен, ҫӑлӑнма та май килмӗ. Кам та пулин хӑйӗн ӗҫӗсене пула ҫула тухма васкаманран тата асӑрхаттарса каланине тимлеменрен ҫеҫ вилчӗ пулсан, питӗ шел пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла-и? ~
Тарса ҫӑлӑнас тесен Иисус мӗншӗн хӗл ларасса кӗтмелле мар тенине эсӗ халӗ ӑнланатӑн-и? ~ Армагеддон ҫывӑххине пӗлнӗрен пирӗн халех Турра юратнине кӑтартмалла, уншӑн хастаррӑн ӗҫлемелле. Шӑп ҫакна каласшӑн пулнӑ Иисус. Анчах та эпир тӑхтаса тӑратпӑр пулсан кая юлма пултаратпӑр. Вара эпир ҫӗре шыв иличчен пурӑннӑ ҫынсем пекех пулӑпӑр: вӗсем Ной мӗн ҫинчен асӑрхаттарса каланине илтнӗ, апла пулин те карапа кӗреймен.
Халӗ вара Армагеддон, Туррӑн аслӑ вӑрҫи, хыҫҫӑн пурнӑҫ мӗнле пуласси пирки калаҫар. Эпир Турӑ хӑйне юратакансем тата хӑйшӗн ӗҫлекенсем валли пурин валли те мӗн хатӗрлесе хуни ҫинчен пӗлӗпӗр.
Армагеддон ҫывӑххине кӑтартакан акӑ тата тепӗр темиҫе сӑвӑ йӗрки: 2 Тимофей 3:1—5 тата 2 Петр 3:3, 4.
[244—246-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]
Смоква пирки каланӑ чухне Иисус пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
[249-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Хӗлле тарасси пирки каланӑ чухне Иисус пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?