Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 4 сыпӑк, 26—31 с.
  • Турӑн ячӗ пур

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑн ячӗ пур
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Ҫунакан тӗм
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Чӑн Турӑ — кам вӑл?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Турӑ мӗн ятлӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 4 сыпӑк, 26—31 с.

4-МӖШ СЫПӐК

Турӑн ячӗ пур

ҪЫНПА паллашнӑ чухне эсӗ ялан тенӗ пекех малтан мӗнле ыйту паратӑн? ~ Ҫапла, эсӗ мӗн ятлӑ тесе ыйтатӑн. Пирӗн кашнин ят пур. Турӑ пӗрремӗш ҫынна ят панӑ. Вӑл ӑна Адам ят хунӑ. Адамӑн арӑмне Ева тесе чӗннӗ.

Анчах та ҫынсен кӑна мар ят пур. Шухӑшласа пӑх-ха, кама е мӗне тата ят параҫҫӗ. Сана пукане е йытӑ ҫури парнелерӗҫ пулсан, эсӗ, паллах ӗнтӗ, ӑна валли ят шутласа тупнӑ пулӑттӑн, ҫапла-и? ~ Ҫапла, ят пурри питӗ кирлӗ.

Каҫпа пӗлӗтелле пӑхсан, шутсӑр нумай ҫӑлтӑр курма пулать. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӗсен ячӗсем пур-и? ~ Турӑ кашни ҫӑлтӑрах ят панӑ иккен. Библире Турӑ «ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать» тенӗ (Псалом 146:4).

Сан шутпа, Ҫут тӗнчере кам чи асли? ~ Турӑ, паллах. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, унӑн ят пур-и? ~ Ҫапла, пур, ҫакӑн ҫинчен Иисус каланӑ. Пӗррехинче Иисус Турра кӗлтунӑ: «Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм» (Иоанн 17:26). Пӗлетӗн-и, Турӑ мӗн ятлӑ? ~ Турӑ хӑй пире хӑйӗн ятне пӗлтерет. Вӑл Библи урлӑ калать: «Турӑ вӑл — Саваоф Турӑ; Унӑн ячӗ — Пурри [Иегова]». Эппин, Турӑ ячӗ ИЕГОВА (Осия 12:5, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ, 1998).

Ыттисем санӑн ятна манса кайманни сана килӗшет-и? ~ Иеговӑна та ҫынсем унӑн ятне пӗлни килӗшет. Ҫавӑнпа Турӑ ҫинчен калаҫнӑ чухне пирӗн унӑн ячӗпе усӑ курмалла. Аслӑ Вӗрентекен ҫынсене Иегова ҫинчен каласа панӑ чухне яланах унӑн ячӗпе усӑ курнӑ. Пӗррехинче Иисус каланӑ: «Иеговӑна, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе... юрат» (Марк 12:30, ҪТ).

Иегова — чи кирлӗ ят, Иисус ҫавна пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене Туррӑн ячӗпе усӑ курма вӗрентнӗ. Кӗлтунӑ чухне вӑл Турра ятран чӗнмелле тенӗ. Турӑ хӑйӗн ятне, Иегова ята, пур ҫынна та пӗлтересшӗн пулнине Иисус пӗлнӗ.

Пӗррехинче Турӑ хӑйӗн ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлине Моисее кӑтартнӑ. Ҫакӑ тахҫанах пулса иртнӗ. Моисей Израиль ҫынни пулнӑ. Израильтянсем вӑл вӑхӑтра Египетра пурӑннӑ. Ҫав ҫӗршывра пурӑнакансене египтянсем тенӗ. Вӗсем израильтянсене чурасем тунӑ та хӑйсене вӗсемпе питӗ хаяррӑн тытнӑ. Ӳссе ҫитсен Моисей хӑйӗн халӑхӗнчи пӗр ҫынна пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен фараон, Египет патши, пӗлнӗ те питӗ вӑйлӑ тарӑхса кайнӑ. Вӑл Моисее вӗлерме хушнӑ! Ҫавӑнпа Моисейӗн Египетран тухса тарма тивнӗ.

Моисей урӑх ҫӗршывра пурӑнма тытӑннӑ. Ӑна Мадиан ҫӗрӗ тенӗ. Унта Моисей авланнӑ та хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшма пуҫланӑ. Вӑл кӗтӳҫӗ пулса тӑнӑ. Пӗррехинче, пысӑк ту патӗнче сурӑхсем кӗтнӗ чухне, Моисей тӗлӗнмелле япала курнӑ. Шухӑшласа пӑх-ха, йӗплӗ хӑва тӗмӗ ҫулӑмпах ҫуннӑ, ҫапах та ҫунса пӗтмен! Моисей лайӑхрах курас тесе ҫывӑхарах пыма шут тытнӑ.

Унта мӗн пулса иртнӗ-ха? ~ Ҫунакан тӗмӗ ӑшӗнчен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Моисей! Моисей!» Пӗлетӗн-и, ҫакна кам каланӑ? ~ Ку Турӑ пулнӑ! Турӑ Моисее питӗ пысӑк ӗҫ шанса парасшӑн пулнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух». Турӑ Моисее ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе тума пулӑшма сӑмах панӑ.

Анчах та Моисей Турра каланӑ: «Акӑ эпӗ Израиль ывӑлӗсем патне пырӑп та вӗсене: сирӗн аҫӑрсенӗн Турри мана сирӗн пата ячӗ, тейӗп. Вӗсем мана: Вӑл мӗн ятлӑ? тейӗҫ. Манӑн вӗсене мӗн калас? Турӑ Моисее татах каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [Яхве]... мана сирӗн патӑра ячӗ. Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм» (Тухни 3:1—15). Ҫапла, Турӑ ячӗ Яхве, е Иегова. Библи куҫарӑвӗсенче ытларах чухне Иегова тесе куҫараҫҫӗ. Турӑ хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхех сыхласа хӑварасшӑн. Вӑл ӑна нихӑҫан та улӑштармӗ. Турӑ хӑйне яланах Иегова тесе чӗнтересшӗн.

Ҫапла вара, Моисей Египета таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра египтянсем Иегова вӑл Израиль халӑхӗн нимех те тума пултарайман турри ҫеҫ тесе шутланӑ. Вӗсем Иегова пӗтӗм ҫӗрӗн Турри пулни пирки шухӑшласа пӑхма та пултарайман. Ҫавӑнпа Иегова Египет патшине «пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма» пӗлтерӗп тенӗ (Тухни 9:16). Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫланӑ. Вӑл ҫакна мӗнле тунине пӗлетӗн-и? ~

Вӑл Моисее израильтянсене Египетран илсе тухма хушнӑ. Вӗсем Хӗрлӗ тинӗс патне пырса тӑрсан Иегова тинӗс шывне уйӑрнӑ та вара израильтянсем типӗ тинӗс тӗпӗпе тепӗр енне каҫнӑ. Фараонпа унӑн ҫарӗ вӗсене хӑвалама ыткӑннӑ. Анчах икӗ енчен те стена пек тӑракан шыв каялла таврӑннӑ та египтянсене хупласа хунӑ. Вӗсем пурте вилнӗ.

Ҫакӑн ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ. Пӗтӗм халӑх ҫыннисем Иегова Хӗрлӗ тинӗс патӗнче мӗн туни ҫинчен илтнӗ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? ~ Ҫакӑ пулса иртнӗ хыҫҫӑн 40 ҫул иртсен израильтянсем Иегова хӑйӗн халӑхне пама пулнӑ Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ. Унта Раав ятлӑ пӗр хӗрарӑм икӗ израильтянина ҫапла каланӑ: «Эпир... эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине... пӗлетпӗр» (Иисус Навин 2:10).

Паян нумай ҫын ҫав египтянсем евӗрлӗ. Вӗсем Иегова пӗтӗм ҫӗрӗн Турри пулнине ӗненмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Иегова хӑй ҫинчен ытти ҫынсене калаттарасшӑн. Иисус шӑпах ҫакна тунӑ та. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра Иисус Иеговӑна кӗлтунӑ: «Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм» (Иоанн 17:26).

Санӑн Иисус пек пулас килет-и? ~ Апла пулсан, Турӑ Иегова ятлине ыттисене каласа пар. Эсӗ нумай ҫын ҫакна пӗлменнине курӑн. Эсӗ вӗсене Библирен Тухни кӗнекене, 15-мӗш сыпӑка, 3-мӗш сӑвӑ йӗркине кӑтартма пултаратӑн. Хӑвӑн Библине ил те ҫак вырӑна атя пӗрле уҫар. Унта каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве [«Иегова», ҪТ] Унӑн ячӗ».

Ҫак сӑвӑ йӗркинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? ~ Ҫапла, Иегова — чи кирлӗ ят. Ҫак ят — Пурне те Тума Пултараканӑн, Иисус Ашшӗн ячӗ. Кам пурне те пултарнӑ, Ҫавӑн ячӗ. Иисус пирӗн Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратмалла тенине аса ил-ха. Эсӗ вара Иеговӑна юрататӑн-и? ~

Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ~ Пирӗн унпа туслашмалла та ӑна лайӑхрах пӗлсе пымалла. Унсӑр пуҫне, Турӑ Иегова ятлине ыттисене каласа памалла. Эпир ҫак ята Библи уҫса кӑтартма пултаратпӑр. Иегова мӗн тери нумай илемлӗ япала пултарни тата пирӗншӗн мӗн чухлӗ ыррине туни ҫинчен те каласа пар. Ҫакӑ Иеговӑна ҫав тери савӑнтарӗ! Вӑл ҫынсене хӑй ҫинчен пӗлтересшӗн вӗт. Эпир вара ҫав пӗлӳсене ытти ҫынсене каласа пама пултаратпӑр, ҫапла-и? ~

Анчах та кашниех Иегова ҫинчен итлесшӗн пулмӗ. Иисус Турӑ ҫинчен каласа панӑ чухне ӑна та, Аслӑ Вӗрентекене, хӑшӗ-пӗрисем итлемен. Апла пулин те вӑл ун ҫинчен каласа пама пӑрахман.

Атя Иисусран тӗслӗх илсе Иегова ҫинчен пурне те каласа парар. Ҫакӑ Иегова Турра питӗ савӑнтарӗ, мӗншӗн тесен эпир ҫапла туса унӑн ячӗ пирӗншӗн питӗ хаклине кӑтартатпӑр.

Халӗ атя Библирен темиҫе сӑвӑ йӗрки пӗрле вулар. Ҫак сӑвӑ йӗркисем Турӑ ячӗ питӗ кирлине кӑтартаҫҫӗ: Исаия 12:4, 5; Матфей 6:9; Иоанн 17:6 тата Рим 10:13.

[27-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Кашни ҫӑлтӑрӑн ят пуррине эсӗ пӗлнӗ-и?

[28-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Ҫунакан йӗплӗ хӑва тӗмӗ патне пырсан Моисей мӗн питӗ кирлине пӗлнӗ?

[29-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Турӑ хӑйӗн ятне мӗнле майпа чапа кӑларнӑ?

[30-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Иисус ҫынсене Турӑ ятне пӗлтернӗ. Эсӗ Турӑ ятне Библире кӑтартма пултаратӑн-и?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр