Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
«Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам» (ПС. 85:12).
1, 2. Христиан тӗнчинчи чиркӳсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем Турӑ ячӗ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?
ХРИСТИАН тӗнчинчи чиркӳсем, тӗпрен илсен, Турӑ ячӗпе усӑ курасшӑн мар. Сӑмахран, акӑлчан чӗлхипе куҫарнӑ пӗр Библин умсӑмахӗнче Турра кирек хӑш пайӑр ятпа чӗнни чиркӳсемшӗн «пачах вырӑнсӑр» тенӗ (Revised Standard Version).
2 Вӗсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем хӑйсене Турӑ ячӗпе чӗннишӗн мухтанаҫҫӗ тата ҫав ята чыслаҫҫӗ. (Псалом 85:12; Исаия 43:10 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне ҫав ятӑн пӗлтерӗшне ӑнланни, ҫавӑн пекех ӑна сӑваплӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту ҫинчен пӗлни пирӗншӗн пысӑк чыс (Матф. 6:9). Анчах та ҫав чыса хакламалла. Ҫавӑнпа та виҫӗ ыйту пӑхса тухар: Турӑ ятне пӗлни мӗне пӗлтерет? Иегова хӑйӗн аслӑ ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ пулнине мӗнле кӑтартса парать? Тата эпир Иеговӑн ячӗпе мӗнле ҫӳреме пултаратпӑр?
ТУРӐ ЯТНЕ ПӖЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ
3. Турӑ ятне пӗлни мӗне пӗлтерет?
3 Турӑ ятне пӗлни вӑл «Иегова» текен сӑмаха пӗлни ҫеҫ мар. Ҫавӑн шутне Иегова мӗнле Турӑ пулнине, унӑн лайӑх енӗсене, тӗллевӗсене тата ӗҫӗсене пӗлни кӗрет. Ҫавсене пурне те Библи, сӑмахран, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытни ҫинчен каласа панипе уҫса парать. Паллах ӗнтӗ, Иегова, хӑйӗн тӗллевӗсем пурнӑҫланса пынӑ май, хӑй мӗнле Турӑ пулнине майӗпен-майӗпен ӑнланма пулӑшать (Ытар. 4:18). Иегова хӑйӗн ятне ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрне уҫса панӑ, ҫакна Ева Каина ҫуратнӑ хыҫҫӑн ҫав ятпа усӑ курни ҫирӗплетсе парать (Пулт. 4:1, ҪТ). Шанчӑклӑ патриархсем, Ной, Авраам, Исаак тата Иаков, Турӑ ятне пӗлнӗ. Иегова вӗсене пилленӗҫемӗн, вӗсемшӗн тӑрӑшнӑҫемӗн тата хӑйӗн тӗллевӗн тӗрлӗ енне уҫса панӑҫемӗн вӗсем Турӑ ятне лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Каярахпа Моисее Турӑ ячӗ ҫинчен ятарлӑ пӗлӳ уҫса панӑ пулнӑ.
4. Мӗншӗн Моисей Турӑран унӑн ячӗ пирки ыйтнӑ тата мӗншӗн Моисей пӑшӑрханнине ӑнланма пулать?
4 Тухни 3:10—15 вуласа пар. Моисей 80 ҫулта пулнӑ чухне Турӑ ӑна яваплӑ ӗҫ шанса панӑ. «Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух»,— хушнӑ ӑна Турӑ. Хуравланӑ чухне Моисей ӑна пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйту панӑ. Тӗрӗссипе каласан, Моисей Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» Турӑ ячӗ тахҫанах паллӑ пулнӑ, апла пулсан мӗншӗн-ха Моисей ҫавӑн пек ыйту панӑ? Вӑл Иегова мӗнле Турӑ пулнине ытларах пӗлесшӗн пулнӑ курӑнать, ҫав фактсем вара Турӑ халӑхне, вӗсене Вӑл ҫӑласса, ӗнентернӗ пулӗччӗҫ. Моисей мӗншӗн пӑшӑрханнине ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен израильсем чылай вӑхӑт хушши чуралӑхра пурӑннӑ. Вӗсем хӑйсене мӑн аслашшӗсен Турри ҫӑлма пултарни пирки иккӗленме пултарнӑ. Ҫитменнине тата хӑш-пӗр израильсем Египет туррисене те пуҫҫапма пуҫланӑ! (Иез. 20:7, 8.)
5. Моисей ыйтӑвӗ ҫине хурав панӑ май Иегова хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗ пирки мӗн уҫса панӑ?
5 Моисей ыйтӑвӗ ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ? Вӑл каланӑ: «Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ӗмӗрех Пурри [«ЭПӖ ПУЛСА ТӐРӐП», ҪТ] мана сирӗн патӑра ячӗ тесе кала»a. Унтан вӑл малалла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [Яхве], аҫӑрсенӗн Турри... мана сирӗн патӑра ячӗ». Ҫак сӑмахсемпе Турӑ хӑйӗн ҫинчен ҫакна уҫса панӑ: вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрать тата хӑй сӑмах панине яланах пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та 15-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир Иеговӑн ҫак сӑмахӗсене вулатпӑр: «Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр». Ҫак сӑмахсем Моисейӑн кӑмӑлне хускатмаллипех хускатнӑ тата унӑн ӗненӗвне питӗ ҫирӗплетнӗ паллах!
ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯЧӖН ПӖЛТЕРӖШӖПЕ КИЛӖШӲЛЛӖ ПУЛНИНЕ КӐТАРТАТЬ
6, 7. Иегова хӑйӗн сӑмахне мӗнле пурнӑҫланӑ?
6 Иегова Моисее ӗҫ хушса панӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, вӑл Израиле ирӗке кӑларнипе хӑй сӑмах панине пурнӑҫланӑ. Вӑл Египет ҫине вунӑ асап ярса тустарнипе Египета намӑса хӑварнӑ, ҫапла вара Египет туррисем, ҫав шутрах фараон та, вӑйсӑр пулнине кӑтартнӑ (Тух. 12:12). Унтан вӑл Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, Израиле ун урлӑ каҫарнӑ тата фараона ҫарӗ-мӗнӗпех путарнӑ (Пс. 135:13—15). «Аслӑ та хӑрушӑ пушхирте» Иегова апатпа шыв парса тӑнипе хӑйӗн халӑхӗшӗн, йышӗпе, тен, икӗ е виҫӗ миллион ытла ҫынран тӑракан халӑхӗшӗн, Ҫӑлакан пулса тӑнӑ! Вӑл вӗсен тумтирне те, ура сыррине те ҫӗтӗлме паман (Сак. аст. 1:19; 29:5, 6). Чӑнах та Иеговӑна хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Каярахпа Турӑ Исаийӑна каланӑ: «Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук» (Ис. 43:11).
7 Иисус Навин та, Моисей хыҫҫӑнхи Израиль ертӳҫи, Иегова Египетра тата пушхирте тунӑ хӑватлӑ ӗҫсене курнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус Навин хӑйӗн кун-ҫулӗ вӗҫӗнче израильсене пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калама пултарнӑ: «Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ» (Иис. Н. 23:14). Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, шӑп ҫавӑн пек тунӑ та.
8. Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн сӑмахне мӗнле пурнӑҫласа тӑрать?
8 Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласа тӑрать. Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ вӑл юлашки кунсенче Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара «пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:14). Ҫавӑн пек ӗҫ туса тӑрасси пирки малтанах каласа хума, ӑна туса тӑмашкӑн вӑй ҫитерме тата ӑна пурнӑҫламашкӑн «вӗренмен ахаль ҫынсемпе» нумайӑшӗпе усӑ курма Пурне те Тума Пултаракан Турӑсӑр пуҫне урӑх кам пултарайтӑр? (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ.) Апла пулсан, ҫав ӗҫе хутшӑннипе эпир Библире пророкла каланине пурнӑҫланма пулӑшатпӑр. Эпир хамӑр Аттене чыслатпӑр тата кӗлӗре: «Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр»,— тесе каланине чӑннипех пурнӑҫлантарас килнине кӑтартатпӑр (Матф. 6:9, 10).
УНӐН ЯЧӖ АСЛӐ
9, 10. Иегова хӑйне Израиль халӑхӗпе мӗнле тытни унӑн ячӗн пӗлтерӗшне тата ытларах мӗнле уҫса панӑ, ҫакӑ вара мӗн панӑ?
9 Израиль Египетран тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Иегова хӑйӗн ҫинчен тата ытларах уҫса панӑ хӑйӗн халӑхне. Иегова вӗсемпе Саккун килӗшӗвне тунӑ та вӗсемшӗн, упӑшки арӑмӗшӗн тӑрӑшнӑ пек, тӑрӑшӑп тесе сӑмах панӑ. Израильсем вара унӑн сӑнарлӑ арӑмӗ, унӑн ячӗллӗ халӑх пулса тӑнӑ (Ис. 54:5, 6). Вӗсем ӑна кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑнӑ тата унӑн ӳкӗчӗсене чунтан пурнӑҫласа тӑнӑ чухне вӑл вӗсемшӗн пӗр ҫитменлӗхлӗ Упӑшка пулса тӑнӑ. Вӑл вӗсене пилленӗ, сыхласа усранӑ тата тӑнӑҫлӑх панӑ (Йыша шутл. 6:22—27). Ҫавна пула Иеговӑн ячӗ халӑхсем хушшинче мухтава тухнӑ. (Саккуна астутарни 4:5—8; Псалом 85:7—10 вуласа пар.) Израилӗн историйӗ ытти халӑх ҫыннисем чӑн Турра пуҫҫапма пуҫланине кӑтартса парать. Вӗсем Моав хӗрарӑмӗ Руфь Ноемине каланӑ пек калама пултарнӑ: «Санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ» (Руфь 1:16).
10 Иегова хӑйне Израиль халӑхӗпе 1 500 ҫул хушши мӗнле тытнипе хӑй мӗнле Турӑ пулнине тата нумайрах уҫса панӑ. Ҫав халӑх пӑхӑнманнине пӑхмасӑрах, Иегова «этеме юратакан [«хӗрхенекен», ҪТ]» тата «вӑрах тӳсӗмлӗ... Турӑ» пулнине ҫине-ҫинех кӑтартнӑ. Вӑл калама ҫук тӳсӗмлӗ пулнӑ (Тух. 34:5—7). Анчах та еврейсем Турӑ Ывӑлне ӗненмен пирки вӗлерсен Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗн вӗҫӗ ҫитнӗ (Матф. 23:37, 38). Израиль халӑхӗ Турӑ ячӗллӗ халӑх пулма пӑрахнӑ. Иеговӑшӑн вӗсем, хӑрӑк йывӑҫ пек, вилӗ пулнӑ (Лука 23:31). Каярахпа израильсем Турӑ ячӗ ҫине мӗнле пӑхма пуҫланӑ?
11. Мӗншӗн еврейсем Турӑ ячӗпе усӑ курма пӑрахнӑ?
11 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн еврейсем Турӑ ячӗ пирки тӗрӗс мар шухӑшлама пуҫланӑ. Вӗсен шучӗпе Турӑ ячӗ ҫав тери сӑваплӑ пулнӑран ӑна никамӑн та саспа калама юраман (Тух. 20:7). Ҫавна пула вӗсем Турӑ ячӗпе майӗпен-майӗпен усӑ курма пӑрахнӑ. Иеговӑна хӑйӗн ятне ҫавӑн пек хисеп туманнине пӑхса тӑма хӗн пулнӑ паллах (Пс. 77:40, 41). Анчах та Турӑ, «Унӑн ячӗ — „Кӗвӗҫекен“», хӑйӗн ятне Хӑйӗнчен туннӑ тата Хӑй туннӑ халӑхпа яланлӑхах ҫыхӑнса тӑма ирӗк пама пултарайман (Тух. 34:14). Ҫакӑ пире Пултараканӑн ятне питӗ хисеплемеллине кӑтартса парать.
ТУРӐ ЯЧӖПЕ ХИСЕПЛЕНЕКЕН ҪӖНӖ ХАЛӐХ
12. Малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ячӗпе хисепленекен халӑха мӗнле туса хунӑ?
12 Иеремия урлӑ Иегова ҫӗнӗ халӑхпа «ҫӗнӗ халал» хыватӑп, е ҫӗнӗ килӗшӳ тӑватӑп тесе сӑмах панӑ. Иеремия малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, ҫав халӑх шутне кӗрекенсем пурте — «кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех» — Иеговӑна пӗлме пуҫлӗҫ (Иер. 31:31, 33, 34). Ҫак пророкла калани пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, Турӑ ҫӗнӗ килӗшӳ тусан, пурнӑҫланма пуҫланӑ. Еврейсемпе еврей пулман ҫынсенчен тӑракан ҫӗнӗ халӑх, «Турӑ Израилӗ», Турӑ «ячӗпе хисепленекен халӑх» пулса тӑнӑ (Гал. 6:16; Ап. ӗҫ. 15:14—17; Матф. 21:43).
13. а) Пӗрремӗш христиансем Турӑ ячӗпе усӑ курнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре Турӑ ячӗпе, Иегова ятпа, усӑ курма май пурри ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
13 Ҫав ҫӗнӗ халӑх шутне кӗрекен пӗрремӗш христиансем Турӑ ячӗпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, вӗсем Еврей Ҫырӑвӗсенчи цитатӑсене илсе панӑ чухне унӑн ячӗпе усӑ курнӑb. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр апостол еврейсемпе прозелитсем умӗнче сӑмах тухса каланӑ чухне Турӑ ятне темиҫе хут асӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 20, 21, 25, 34, 35, ҪТ). Пӗрремӗш христиансем Иеговӑна чысланӑ, вӑл вара вӗсен ырӑ хыпар сарас ӗҫне пилленӗ. Паян та эпир унӑн ятне ыттисене пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне тата ҫав ята, май ҫитнӗ таран, интересленекен ҫынсен Библинче кӑтартма тӑрӑшнӑ чухне Иегова пирӗн сӑваплӑ ӗҫе пиллет. Ҫапла майпа эпир вӗсене чӑн Турӑпа паллаштаратпӑр. Ҫакӑ вӗсемшӗн те, пирӗншӗн те — пысӑк чыс! Хӑш-пӗр чухне ҫакӑн пек паллаштарни Иеговӑпа ҫын хушшинчи тӗлӗнмелле туслӑхӑн пуҫламӑшӗ пулса тӑма пултарать, ҫав туслӑх вара ҫирӗпленсех пырӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пулӗ.
14, 15. Иегова хӑйӗн ятне упраса хӑварнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
14 Каярахпа, уйрӑмах апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн, хӑш-пӗрисем христиансен пухӑвне суя вӗрентӳсемпе пӑсма пуҫланӑ (2 Фес. 2:3—7). Ҫав суя вӗрентекенсем иудейсен йӑлине те, Турӑ ячӗпе усӑ курас мар йӑлана, йышӑннӑ. Анчах та Иегова хӑйӗн аслӑ ятне манӑҫа тухма панӑ-и? Ҫук! Турӑ ятне тӗп-тӗрӗс мӗнле каламалли паллӑ мар пулин те, вӑл упранса юлнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ят тӗрлӗ Библи куҫарӑвӗсенче, ҫавӑн пекех библеистсен ӗҫӗсенче тӗл пулма пуҫланӑ. Сӑмахран, 1757 ҫулта Чарлз Петерс Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ Иегова мӗнле Турӑ пулнине унӑн кирек мӗнле титулӗнчен те лайӑхрах уҫса парать тесе ҫырнӑ. 1797 ҫулта Турра пуҫҫапмалли ҫинчен калакан кӗнекен 7-мӗш сыпӑкне Хоптон Хейнз ҫапла пуҫланӑ: «ИЕГОВА — иудейсен ТУРРИН пайӑр ячӗ; ӑна кӑна вӗсем пуҫҫапнӑ; ҫавнах Христоспа унӑн апостолӗсем те тунӑ». Генри Гру (1781—1862) Турӑ ячӗпе усӑ курнӑ кӑна мар, ӑна чыссӑрлатнине, ҫавӑнпа та ӑна сӑваплӑ тумаллине ӑнланнӑ. Ҫавӑн пекех Чарлз Расселлпа пӗрле ӗҫленӗ Джордж Сторрз та (1796—1879), Расселл пекех, Турӑ ячӗпе усӑ курнӑ.
15 Уйрӑмах 1931 ҫул пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав ҫул Пӗтӗм тӗнчери Библи Тӗпчекенсем (Турӑ халӑхне ун чухне ҫавӑн пек ятпа чӗннӗ) Библи тӑрӑх Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ (Ис. 43:10—12, ҪТ). Ҫапла вӗсем пӗртен-пӗр чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем, Иегова «ячӗпе хисепленекен халӑх» пулнипе тата ҫав ята чысланипе мухтанатпӑр тесе тӗнчене пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 15:14). Ҫак событисем Малахия 1:11-мӗшӗнче каланӑ Иеговӑн сӑмахӗсене аса илтереҫҫӗ: «Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ».
ИЕГОВА ЯЧӖПЕ ҪӲРӖР
16. Мӗншӗн Иегова ячӗпе ҫӳрес чыса пирӗн хакламалла?
16 Михей пророк ҫырнӑ: «Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Мих. 4:5). Библи Тӗпчекенсене хӑйӗн ячӗпе чӗнме ирӗк панипе Иегова вӗсене пысӑк чыс тунӑ кӑна мар. Ҫапла вӑл вӗсене ырланине те кӑтартнӑ. (Малахия 3:16—18 вуласа пар.) Сирӗн пирки мӗн калама пулать? Эсир «Иегова... ячӗпе» ҫӳреме тӑрӑшатӑр-и? Ҫавна мӗнле тумаллине пӗлетӗр-и?
17. Турӑ ячӗпе ҫӳрес тесен мӗн-мӗн тумалла?
17 Турӑ ячӗпе ҫӳрес тесен, сахалтан та, виҫӗ япалана тумалла. Пӗрремӗшӗнчен, ҫав ята пирӗн ыттисене пӗлтерсе тӑмалла, мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ятне асӑнакан» кӑна ҫӑлӑнӗ (Рим 10:13). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗнте Иеговӑн лайӑх енӗсем, уйрӑмах унӑн юратӑвӗ, палӑрмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, хамӑр Аттен сӑваплӑ ятне намӑса кӑларас мар тесе унӑн тӳрӗлӗх нормисене пирӗн савӑнсах пӑхӑнса тӑмалла (1 Иоанн 4:8; 5:3). Эсир «ӗмӗр-ӗмӗрех Иегова Турӑ ячӗпе» ҫӳреме ҫирӗп шут тытнӑ-и?
18. Мӗншӗн Иеговӑн аслӑ ятне чыслакансем пурте малашлӑха шанчӑкпа пӑхма пултараҫҫӗ?
18 Кӗҫех Иеговӑна ним вырӑнне хуманнисен е ӑна хирӗҫ тӑракансен пурин те вӑл кам иккенне пӗлме тивӗ (Иез. 38:23). Фараон пек: «Эпӗ Унӑн сӑмахне итле[мешкӗн]... Турӑ [«Иегова», ҪТ] вӑл камах вара?» — тесе калакансемпе те ҫавнашкалах пулӗ. Иегова аслӑ Турӑ пулнине фараонӑн хӑвӑртах курма тивнӗ (Тух. 5:1, 2; 9:16; 12:29). Анчах та Иегова ҫинчен эпир хамӑр ирӗкпе пӗлесшӗн пултӑмӑр. Эпир унӑн ячӗллӗ пулнипе мухтанатпӑр тата унӑн ячӗпе хисепленекен, итлекен халӑх пулма хавас. Ҫавӑнпа та эпир Псалом 9:11-мӗшӗнче: «Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн»,— тесе сӑмах пани пурнӑҫланатех тесе малашлӑха шанчӑкпа пӑхатпӑр.
a Турӑ ячӗ — «пулса тӑма» текен еврей глаголӗн форми. Ҫавӑнпа та «Иегова» тени «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет (Пулт. 2:4, ҪТ).
b Пӗрремӗш христиансем усӑ курнӑ еврей текстӗнче Тетраграмматон пулнӑ. Септуагинтӑн — Еврей Ҫырӑвӗсене грекла куҫарнӑ куҫарӑвӗн — малтанхи копийӗсенче вӑл тӗл пулнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсем пур.